24 декабря 2016 г.
Раштав уйăхĕнче Елчĕкри историпе тăван тавралăх халăх музейĕнче Хĕл Мучин «резиденцийĕ-мастерскойĕ» уçăлчĕ.
Унпа паллашма шкул ачисем, ашшĕ-амăшĕ куллен кĕрсе тухаççĕ. Мастер-класра хытă тата тĕрлĕ тĕслĕ хутран, фетртан тата ытти материалтан ăлка теттисем, вак-тĕвек япаласем, юр пĕрчисем ăсталама май пур. «Резиденцие» уçнă çĕре Елчĕкри пуçламăш классенче вĕренекенсем хаваспах хутшăнчĕç. Хĕл Мучипе Юрпике шкул ачисене çывхарса килекен Автан çулĕпе саламларĕç. Мастер-класра ачасем чăрăш çине çакмалли пысăк «канфет» тума вĕренчĕç.
Музейçĕсем вырăнта кăна лармаççĕ, шкулсене тухса çÿресе те мастер-класс ирттереççĕ. Елчĕкри кĕçĕн класс ачисем пĕчĕк коньки, хутран касса Хĕл Мучи, çăмхаран тĕрлĕ кайăк-кĕшĕк, юр пĕрчи тата нумай интереслĕ теттесем хатĕрлеме вĕренчĕç. Елчĕкри культура çуртĕнче «Кино кунĕ» акцие хутшăннă ачасене уйăпсем, Хĕл Мучипе Юрпике ăсталама вĕрентрĕмĕр. Мастер-класра кĕтетпĕр сире, туссем!
С.СТЕПАНОВА.
Источник: "Елчĕк Ен"