27 июля 2016 г.
Аслă Таяпари культура çуртĕнче çулла та пурнăç кĕрлесе тăрать. Унта тĕрлĕ 9 кружок ĕçлет. Вĕсенчен 4-шĕ ачасем валли, ыттисем - аслăраххисене. Халăх кружоксене хаваспах çÿрет. Драма кружокĕн членĕсем районти «Театр тĕнчинче» конкурсра В.Синскин пьесипе лартнă спектакльшăн диплом илме тивĕçнĕ.
«Шанчăк» фольклор ушкăнĕ хăйĕн пултарулăхĕпе ял çыннисене савăнтарать. Унта тивĕçлĕ канăва тухнă хĕрарăмсем ытларах çÿреççĕ. Чи харсăррисем - Е.Солодовникова, Р.Блинова, Н.Ильина, С.Васильева, М.Кульмакова, А.Павлова, Н.Синицына, Г.Гордеева. Фольклор ушкăнĕ районти мероприятисене тăтăшах хутшăнать. Концертпа тĕрлĕ ялсене тухса çÿрет. Хальтерех Комсомольски районĕнчи Хирти Сĕнтĕр ялне кайса килнĕ. Концертшăн пухăннă укçа-тенкĕпе клуб валли чÿрече каррисем çĕлеттернĕ. Алексей Сурков музыкант пултаруллă хĕрарăмсене çĕнĕрен те çĕнĕ юрăсем вĕрентме тăрăшать.
Клубра тĕрлĕ уявсенче алă ĕçĕсен куравĕсене йĕркелеççĕ. Ял хĕрарăмĕсем пушă вăхăтра темĕн те ăсталаççĕ, хăйсен ĕçне кăтартаççĕ. Питрав кунĕнче вара культура ĕçченĕсемпе ял çыннисем вăййа тухрĕç.
«Шухăш питĕ нумай, анчах та музыка аппаратури çукки чăрмав кÿрет», - тет ялти клубăн ертÿçи Л.Горшкова. Ăна туянасси канăç памасть ялти культура вучахне сÿнме парас мар тесе тăрăшакана.
Любовь Геннадьевна хăйĕн хĕрне те культура ĕçне явăçтарать. Диана та амăшĕ пекех пултаруллă, районти тĕрлĕ конкурссене хутшăнать. Юрлас-ташлас ăсталăхĕ пысăккипе конкурссенче илнĕ вун-вун диплом та çирĕплетет. Дианăн юлташĕсем - Н.Сидорова, Н.Рукавишникова та клубран тухма пĕлмеççĕ. Вĕсем хăйсене килĕшекен кружоксене хапăлласа çÿреççĕ. Шкул ачисем çу кунĕсене уйрăмах усăллă ирттереççĕ. Библиотекăран кĕнеке илсе вулаççĕ. Н.Сидорова вара СССР халăх артистки Вера Кузьмина ячĕллĕ республикăри сăвă калакансен конкурсĕнче палăрнă.
Хальхи вăхăтра ачасен кружокне çÿрекенсем урамра тĕрлĕрен вăйă, конкурс йĕркелеççĕ, ял çыннисене юрă-ташăпа савăнтараççĕ.
Екатерина ТЕМЯШКИНА.
Источник: "Елчĕк Ен"
Источник: "Елчĕк Ен"