Муниципальное бюджетное учреждение культуры "Централизованная клубная система Яльчикского района Чувашской Республики"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Яту сан чаплă çăкăр ячĕпе!

16 июня 2016 г.

Кăçалхипе 59-мĕш хут иртекен районти Акатуй - чăваш халăх  йăли-йĕркинче мĕн авалтан упранса юлнă çĕр ĕçченĕн сумлă уявĕ Раççей кунĕ умĕн, Раççейри - Кино, Чăваш Республикинчи Ĕç çыннин çулталăкĕнче иртни унăн пĕлтерĕшне, ят-сумне тата çÿле çĕклет. Çавна май эпир кашни çул пÿлме тулли тыр-пул пухса кĕртекен, выльăх-чĕрлĕх продукцийĕсене туса илессине ÿстерсе пыракан, çĕнĕлĕхсене ĕçе кĕртессине малти вырăна хуракан ялхуçалăх предприятийĕсемпе хресчен /фермер/ хуçалăхĕсенче тата халăх хуçалăхĕн ытти отраслĕсенче тÿрĕ кăмăлпа тăрăшакан Ĕç çынни умĕнче пуçăмăрсене таятпăр.

...Акатуй умĕн темиçе кун тахçантанпах кĕтнĕ çумăр çуни çутçанталăк ял çыннине унăн пархатарлă ĕçĕшĕн тав тунăн тата тухăçлă тыр-пул алла илме шанăç панăн туйăнчĕ. Çавна май шăпăр кĕввин çеммипе Ярмăрккă урамĕпе сцена умне çывхаракан  ĕç паттăрĕсен кăмăл-туйăмĕ те чăн-чăн уяври пек хавхаланупа, вĕсен сăн-пичĕсем телейпе, савăнăçпа тулнă.

Уяв «Ĕç çыннине - мухтав» театрализациленĕ кÿртĕмрен пуçланчĕ. Культура ĕçченĕсем кĕреçе сухаллă, сарлака хулпуççиллĕ патвар Пичура çемйи Кĕçĕн Пăла тăрăхне чи малтан куçса килсе тымар янине, ака йăли-йĕркине ĕненмелле кăтартса пачĕç. Вăйă каланине, хăнасене çăкăр-тăварпа кĕтсе илнине, искусство шкулĕнче вĕренекенсем чăваш ташшине ура хуçса ташласа кăтартма пултарнине те куракансем хапăлласа йышăнчĕç.

Чи хастар ĕçченсем - 2016 çулхи ака паттăрĕ, нумай çул «Прогресс» акционерсен хупă обществинче ăнăçлă вăй хуракан Владимир Борисов механизатор, кун-çулне культура пурнăçĕпе çыхăнтарнă Курнавăшри культурăпа кану центрĕн директорĕ Петр Смирнов тата Елчĕкри вăтам шкулти тăрăшуллă вĕренекен тата ăста спортсмен Андрей Кузнецов Раççей Гимнĕн тата Елчĕк районĕн Гимнĕн кĕввипе Акатуй ялавне хăпартнă хыççăн уяв савăнăçлă лару-тăрура уçăлчĕ.

Ĕç çыннисене, Елчĕксене юратса тата хисеплесе уява килнисен умĕнче район пуçлăхĕ Петр Скворцов тухса калаçрĕ. Ăшă кăмăлтан пурне те Акатуй уявĕ ячĕпе саламларĕ, ырлăх-сывлăх, малашнехи ĕçре ăнăçусем сунчĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Миллин ялхуçалăх предприятийĕсемпе хресчен /фермер/ хуçалăхĕсенчи çуркуннехи уй-хир ĕçĕсене пĕтĕмлетрĕ, отчетлă тапхăрти выльăх-чĕрлĕх отраслĕн кăтартăвĕсемпе паллаштарчĕ. Тăрăшуллă ĕçченсене куç тĕлне хурса хакланине, вĕсемпе тивĕçлипе мухтанма пултарнине палăртрĕ. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин çăкăр çитĕнтерекенсене вĕсен пархатарлă ĕçĕшĕн тав турĕ, малашне те хальхи пекех малти ретре пулма, Елчĕк районĕн чысне çÿлте тытма ăнăçусем сунчĕ. Вăл Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çырнă телеграммăпа та паллаштарчĕ. Республика Пуçлăхĕ кашни кунхи ĕçе çĕршыв тата тăван Чăваш Ен аталанăвĕшĕн, кунта пурăнакан çынсен ырлăхĕшĕн тăрăшса пурнăçлакан Елчĕк ен çыннисене Раççей кунĕ тата чăваш халăхĕн тĕп уявĕ - Акатуй ячĕпе саламлать. Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн ячĕпе çĕр ĕçченĕсене Петр Красновпа Михаил Михайловский депутатсем тав турĕç. Çавăн пекех вĕсем хамăр ентеш - Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Юрий Попов мĕнпур кăмăлтан çуркуннехи уй-хир ĕçĕсене ăнăçлă вĕçленĕ ятпа саламланине йышăнма ыйтрĕç. 

 

Çын ĕçпе илемлĕ

Районти ялхуçалăх предприятийĕсемпе хресчен /фермер/ хуçалăхĕсенче ялхуçалăх культурисене  40000 гектара яхăн лаптăкра çитĕнтереççĕ. Кăçал çурхи культурăсене 24000 гектара яхăн лаптăк çинче акса тата лартса хăварнă. Çав шутран пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем 15000 гектар йышăнаççĕ.

Ялхуçалăх предприятийĕсем пĕри тепринчен кăтартуллă ĕçлеççĕ, вĕсем чылайранпа малтисен ретĕнче пулнине курма хăнăхнă «Прогресс», «Комбайн», «Победа», «Рассвет» хуçалăхсенчен кая мар тухăçлă ĕçлеме пултараççĕ.  Кăçалхи акара пĕрремĕш вырăна - «Яманчурино» ООО /директорĕ Владимир Рахмуллин/, иккĕмĕш - Ленин ячĕллĕ ЯХПК /председателĕ Валерий Падуев/, виççĕмĕш вырăна - «Труд» ЯХПК /председателĕ Валерий Германов/ çĕнсе илме пултарни, чăннипех, чун-чĕрене савăнăç кÿрет, ыттисене хавхаланса ĕçлеме хистет.

2015 çулхи экономика кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнине, «Професси енĕпе чи лайăххи» ята, район администрацийĕн Хисеп грамотисене илме тивĕçнĕ ĕçченсен ячĕсене хаçатăн уяв умĕнхи номерĕнче çырса кăтартнăччĕ. Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Указĕпе килĕшÿллĕн ялхуçалăх отраслĕнче нумай çул тÿрĕ кăмăлпа тата пысăк кăтартусемпе ĕçленĕшĕн «Эмметево» ОООри Венарий Захаров механизатора «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ механизаторĕ», экономика тата финанс ĕçĕ-хĕлĕнче ăнăçлă вăй хунăшăн Федерацин патшалăх статистика службин Чăваш Республикинчи территори органĕн Елчĕк районĕнчи ертсе пыракан специалист-экспертне Людмила Горшковăна «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ экономисчĕ» хисеплĕ ятсене парса чыс турĕç. «Рассвет» ЯХПКри Елена Аввакумова техник-осеменаторпа Канашри кайăк-кĕшĕк фабрикин Елчĕкри филиалĕнчи София Анисимова аслă оператор Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Тав çырăвĕсене,  «Прогресс» АХОри Владимир Борисов механизатор, Таяпа Энтринчи шкулта ют чĕлхе предметне вĕрентекен Елена Петрова,

Кушкăри шкул директорĕ Родион Портнов, районти тĕп больницăра ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă Александра Сайкина Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Хисеп грамотисене, «Рассвет» ЯХПКри ĕç ветеранĕ Зоя Алексеева, Кĕçĕн Таяпари Борис Головин фермер, Ленин ячĕллĕ ЯХПКри ĕç ветеранĕ Владимир Горшков, «Яманчурино» ОООри Александр Ермолаев бригадир, «Колос» ЯХПКри Ирина Смолина ветеринари тухтăрĕ «Единая Россия» партин Чăваш Республикинчи регионри уйрăмĕн Тав çырăвĕсене, «Рассвет» ЯХПКри Сергей Афанасьев водитель, «Сатурн» ЯХПК председателĕ Юрий Викентьев, «Эмметево» ОООри Николай Горшков механик, Ленин ячĕллĕ ЯХПКри Марина Катюкова тĕп бухгалтер, «Яманчурино» ОООри Юрий Комиссаров механизатор,  «Труд» ЯХПКри Константин Марков водитель, «Клевер» ОООри Анатолий Паймин механизатор, «Нива» агрофирма» ОООри Галина Паймина пахчаçимĕç бригадин бригадирĕ, Канашри кайăк-кĕшĕк фабрикин Елчĕкри филиалĕнчи Татьяна Платонова бригадир-зоотехник, «Победа» ОООри Татьяна Платонова пăру пăхакан, район администрацийĕн ялхуçалăх пайĕн начальникĕ Петр Тремасов Чăваш Республикин Ялхуçалăх министерствин Хисеп грамотисене, районти централизациленĕ клуб тытăмĕнчи пултарулăх ертÿçи Иван Шурбин Чăваш Республикин Культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министерствин Хисеп грамотине илме тивĕçлĕ пулчĕç.

Акатуй уявĕнче савăнăçлă чыслав саманчĕ нумай пулчĕ. Акă, «Прогресс» акционерсен хупă обществинчи Татьяна Московская ĕне сăвакан оператора, «Яманчурино» ОООри Оксана Рахмуллина склад заведующине çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма патшалăхран укçа-тенкĕ уйăрса панине çирĕплетекен сертификата пачĕç. Татьянăпа Оксана уява хăйсен çемйисемпе килсе çитнĕ, сцена çине тухас умĕн самай хумханчĕç пулсан та хăйсен шухăшĕсене уçăмлăн палăртрĕç.

- Патшалăх çамрăк çемьесене хÿтĕлет,  пулăшать. Малашне  çĕршывшăн усăллă ĕçсем ытларах тăвасчĕ, - терĕç вĕсем. Çамрăксенче - пуласлăх.

 

Хăна çурчĕ, лавкка, куравсем, çуллахи кинозал...

Районта вĕсене кашни çул лайăхран-лайăх йĕркелеме тăрăшаççĕ.

Ял тăрăхĕсемпе ялхуçалăх предприятийĕсем пĕрлехи вăйпа хатĕрленĕ Хăна çурчĕсенче пулса курма кăмăллă. Вĕсенчен кашнийĕ хăйĕн сумлă, мухтавлă çыннисен сăнÿкерчĕкĕсен стендне хатĕрленĕ.  Районта пурăнакансемпе курма килнĕ хăнасем вĕсемпе уйрăмах кăсăкланса паллашнине асăрхарăмăр. Аслă Елчĕкри Хăна çуртне фонтан илем кÿчĕ.

Спорт ăмăртăвĕсене курса унта вăй виçекенсенчен кая мар ĕшенсе çитнĕ хыççăн Хăна çуртне пырса кĕрсен ыррăн-ыррăн туйăнакан тутлă шăршăллă утă капанĕ çинче рехетленсе канса ларма лайăх. Тараватлă, ăшпиллĕ кил хуçи  техĕмлĕ, шерпет пек сиплĕ сăрипе сăйласан, пушшех те. Авалхи чăвашсен йăлипе вĕретсе хатĕрленĕ хăмла сăри пуçа та, ай, аванах каять. Тата ытти мĕн тĕрлĕ ĕçме-çиме çук пулĕ кунта. Ял çынни сухапуç уявĕнче чунне ирĕке яратех çав, хăй килне сăра ĕçме  кÿрши-аршине те тараватлăн йыхравлать.

...Шупашкарти ялхуçалăх академийĕн преподавателĕсемпе студенчĕсем аслă классенче вĕренекенсемпе тĕл пулчĕç, вĕсене професси суйласа илме пулăшрĕç.

...Обществăлла апатлану тата промышленноç таварĕсемпе суту-илÿ тăвакан лавккасем ирхине 7 сехетрен тытăнсах ĕçлеме тытăнчĕç. Вĕсем кăçал таçтан та килсе çитнĕ.

- Елчĕксене юратса инçе çула çывăхлатрăмăр, - терĕ туянакансене темĕн тĕрлĕ чечек тымарĕ сĕнекен Оля ятлă сутуçă. Акатуя кĕтсе ача-пăча та çĕр каçа çывăрман, тейĕн. Карусельсемпе аттракционсем тавра вĕсем те ир-ирех хĕвĕшрĕç. Шашлăк шăрши те сăмсана кăтăкларĕ, ăна темиçе çĕрте тĕтĕмлеççĕ. Хăшне кăмăллатăн - çавна туян. Сысна ашĕнчен хатĕрленĕ шашлăкăн 100 грамне 100 тенкĕпе сутаççĕ, сурăх шашлăкĕ вара хаклăрах - 150 тенкĕ!

...Ача шăхличĕ каланă сасăпа хăлха хупланчĕ. Тăм шăхличĕ Акатуй илемĕ мар-и? Шăхличĕ сутакан çынна шыраса тупрăмăр, паллашрăмăр. Александр Никитин  Курнавăшра çуралса ÿснĕ, халĕ Шупашкарта пурăнать. Çамрăк мар пулин те  кашни çул Елчĕк Акатуйне тăм шăхличĕ сутма килсе çитет. Яланхи пекех Кÿкеçри «Паха тĕрĕ» фирмăн «ылтăн алăллă» ĕçченĕсем тĕрлесе эрешленĕ çи-пуçĕпе, Чăваш кĕнеке издательствинче пичетлесе кăларнă çĕнĕ кĕнекесемпе, вырăнти предприятисен - çăкăр тата сĕт-çу завочĕсен ĕçмелли-çимелли продукцийĕпе, «Стройэнергосервис» ООО сĕнекен строительство материалĕсемпе паллашма тата вĕсене туянма пулчĕ.

...Килти хушма хуçалăхра усă куракан мотоблоксен куравне, кайран вĕсен чупас хăвăртлăхĕпе ăмăрту ирттернине те куртăмăр.

Вырăнти «Кулибинсемпе» паллашар.  Ĕмĕрне  «хурçă ут» ытамĕнче ирттерекен Кÿлпуçĕнчи Владимир Сазонов Акатуйри тĕрлĕ техника куравне кашни çул хастар хутшăнать. Тăван хуçалăхра 1972 çултанпа механизаторта вăй хунă, пархатарлă ĕçшĕн Ĕç Мухтавĕн III степень орденне, ВЛКСМ Центральнăй Комитечĕн Хисеп грамотине илме тивĕçлĕ пулнă Владимир Сазонов çапла майпа халĕ те пуриншĕн ырă тĕслĕх пулса тăрать. Чун-чĕрипе техникăна парăннă Елчĕкри Леонтий Зайцев ĕç ветеранĕ, Анатолий Яковлев, Сергей Васильев, Вячеслав Трофимов, Кавалти Николай Соловьев, Таяпа Энтринчи Борис Яковлев, Тăрăмри Владимир Егоров, Аслă Елчĕкри Алексей Чернов тата ыттисем районти ĕçпе юрă тата спорт уявĕнче хăйсем ăсталанă техникăсене çынсене кăтартма май туса панипе кăмăллă пулнине пĕлтереççĕ.

...Раççейре Кино çулталăкĕ пулнине асра тытса районти тĕп библиотека ĕçченĕсем çĕнĕ проектпа паллаштарчĕç - «Çуллахи кинозала» чĕнчĕç. Унта эпир  пархатарлă ĕçпе чапа тухнă районти çынсем çинчен хатĕрленĕ фильмсемпе паллашрăмăр. Кино курма пынă çынсене библиотекарьсемпе пĕрле «Раççейри хисеплĕ кинематографист» ята тивĕçнĕ Алевтина Питеркина тата Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, нумай çул киномеханикра ĕçленĕ Кавалти Валерий Теллин хапăл туса кĕтсе илчĕç. Библиотекарьсем мероприятин кашни самантне тухăçлă, çынсемшĕн усăллă йĕркелеме тăрăшрĕç. Раççейри кино историйĕпе çыхăннă викторинăсемпе конкурссем йĕркелерĕç, унта нумай çын хутшăнчĕ. Çĕнтерÿçĕсене призсем парса хавхалантарчĕç. «Çуллахи кинозал» проекчĕпе килĕшÿллĕн Ĕç çыннине чысласа маларах йĕркеленĕ - хăй тĕллĕн ÿкернĕ фильмсемпе видеороликсен районти конкурсне те пĕтĕмлетрĕç. Аслă Елчĕкри Адюковсен çемйи çĕнтерÿçĕ пулса тăнине палăртрĕç, Вĕсене Хисеп грамоти, хаклă парне парса чыс турĕç.

...Халăх промыслисен маçтăрĕсем тата кашни ял тăрăхĕ вырăнсенчи шкулсем пулăшнипе йĕркеленĕ алă ăстисен, робот техникисен куравĕсем Ĕç çыннин çулталăкне халалланă Акатуй уявне тата пуянлатрĕç. Хальхи вăхăтра районти 4 шкулта /Елчĕкре, Аслă Елчĕкре, Кушкăра тата Лаш Таяпара/ робот техникине аталантарассине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Çак шкулсенче инженери класĕнче вĕренекенсем Алексей Данилов, Михаил Соколовпа Сергей Убасев, Илья Григорьевпа Родион Портнов тата Людмила Князева педагогсем ертсе пынипе робот техникине аталантарассине ăса хываççĕ. Çĕнĕлĕхе анлă çул пултăр...

 

Эх, юррăм, янăра

Художество пултарулăх коллективĕсен концерчĕ районти пĕрлештернĕ хор Елчĕк районĕн Гимнне - «Чыс, мухтав сире, Елчĕксем» юрланинчен пуçланать. Ăна Аслă Елчĕкре çуралса ÿснĕ, кĕçех 70 çул тултаракан Николай Карлин çырнă. Вăлах унăн «Тăван ял урамĕсем» юррине шăрантарать.

Художество пултарулăх коллективĕсен, юрра-ташша ăста çынсен концертне ертсе пынă Антонина Александрова, Валентина Портнова, Марина Демьянова чылай номер хыççăн вĕсене ырласа «Пултаруллă юрăçă», «Чăн-чăн ташă ăсти», «Пĕринчен тепри маттур коллектив» тата çакнашкал лайăх хак паракан сăмах çаврăнăшĕсемпе час-часах усă курчĕç. Уяв сцени çине чăннипех пултаруллă коллективсем, вырăнти артистсем тухнă. Акă мĕн каларĕ районти клуб учрежденийĕсен ертÿçи Валентина Портнова концерт вĕçленсен çак йĕркесен авторне: «Хĕллехи вăхăтра кăçал та, ытти çулсенчи пекех, художество пултарулăх коллективĕсем хушшинче «Истоки вдохновения» конкурс йĕркелерĕмĕр. Унта кашни ял тăрăхĕнчи художество пултарулăх коллективĕ кăтартнă чи лайăх номерсене суйласа илтĕмĕр. Вĕсем вырăнти артистсемпе пĕрле Акатуй сцени çине чи малтан тухма тивĕç пулчĕç те. Куракан халăх Патреккелти халăх хорĕн, Вырăскассинчи «Шанăç» фольклор коллективĕн, Курнавăш ял тăрăхĕнчи пĕрлештернĕ хор, Çирĕклĕ Шăхалĕнчи культура çурчĕ çумĕнчи хор пултарулăхне лайăх хак пачĕ тесе шутлатăп».

Юлашки çулсенче Елчĕкри культура çурчĕ çумĕнчи ветерансен «Туслăх» хорĕн пултарулăхĕ те ÿссе пырать. Вĕсем хăйсен юррисемпе районта пулса иртекен мероприятисене илем кÿреççĕ. Малашне хор коллективĕ республика шайĕнчи конкурссене активлăрах хутшăнма тĕллев тытнă. Акатуй уявĕнче Иван Шурбин ертсе пыракан ушкăн «Атăл хăмăшĕ», «Кайрăм кÿл хĕрне» чăваш халăх юррисене ăста шăрантарчĕ. Хора 20 яхăн çын çÿрет. Ытларахăшĕ тивĕçлĕ канăва тухнă арçынсемпе хĕрарăмсем. Сăмах май каласан, районта фольклор, эстрада, ташă ансамблĕсен, халăх хорĕсен шучĕ ÿссе пырать. Вĕсем пурте тĕрлĕ çулсенчи çынсене пĕрлештерсе тăраççĕ. Çамрăксемпе вăйпитти çынсенчен пенсие тухнă ветерансем те юласшăн мар. Кашни коллективрах вĕсем йышĕпе чи пысăккисем. Çуллахи кун пурин те килти хуçалăхра ĕç нумай. Çавăнпа вырăнти артистсем пултарулăха ÿстерме ытларах хĕллехи тапхăрта пуçтарăнаççĕ. Пушă вăхăт тенĕрен халĕ ял çыннин пурнăçĕ иртнĕ 20-30 çулхипе танлаштарсан чылай çăмăлрах, ансатрах. Çутçанталăк газĕ кĕртнĕренпе кил-çурта хутса ăшăтасси çăмăлланчĕ. Çавăнпах ватă енне сулăннă çынсен хăйсен пултарулăхне юрă-ташăра, алă ĕçĕнче кăтартма вăхăт нумайланчĕ. Вĕсемех халăхăн авалхи юрри-ташшисене упракансем те. Патреккелĕнчи «Хамăрьял», Тÿскелĕнчи «Шуçăм», Курнавăшри «Палан», Аслă Таяпари «Шанчăк», Яманчÿрелĕнчи «Эткер», Лаш Таяпари «Сударушки», Тăрăмри «Алмантай», Кĕçĕн Таяпари «Салампи», Аслă Пăла Тимешри «Пăла», Сăрьелĕнчи «Дуслык», Энтепери «Вутÿпе» эстрада, фольклор ансамблĕсемпе ветерансен хорĕсен пултарулăхĕ ÿссе пырать. Акатуй уявне килнĕ халăх вĕсен юрри-ташшине ăшшăн йышăнчĕ. Кашни халăх хорĕн, фольклор ушкăнĕн, эстрада ансамблĕн хăйĕн репертуарĕ йĕркеленнĕ. Пурин те тенĕ пекех сцена çине тухмалли тумĕсем пур. Çÿлерех асăннă коллективсене Г.Борисов, И.Шурбин, С.Краснов, В.Игнатьев, В.Захаров, П.Марков, Э. Степанов, Л.Колсанов, А.Сурков, З.Салахутдинов баянистсем ертсе пыраççĕ.

Ĕçпе юрă тата спорт уявĕнче уйрăм юрăçсемпе ташăçăсем те хăйсен пултарулăхĕпе куракансене савăнтарчĕç. Аслă Елчĕкри «Бабочка» ташă коллективĕ «Чайки над волной» ташăпа, Раççей шайĕнчи конкурсра палăрнă Ксения Агеева «Ĕç çынна илем кÿрет» юрăпа, Аслă Таяпари  Кристина Никифорова «Табла» ташăпа куракансене тыткăнларĕç. Çĕнĕ Пăвари культура çурчĕ çумĕнчи художество пултарулăх ушкăнĕн «Чăнкă карчăксем» сценки пурне те килĕшрĕ.

Шупашкартан килнĕ эстрада юрăçисем те Акатуй сцени çине хăпарчĕç. Алина Варна ентешсене темиçе юрă та парнелерĕ. Вероника Пинеслу, Виталий Иванов, Сергей Петров, Валентина Кузнецова, Инди каччи Дипендра Мани юрăçсене, Яна ташăçăна та ăшшăн йышăнчĕç. Инди каччи куракансене «Кай, кай, Ивана» юрра юрлаттарчĕ.

Шупашкарти И.Я.Яковлев ячĕллĕ педагогика университечĕн физвоспитани факультетĕнче вĕренекен Кĕçĕн Таяпа каччи Петр Козлов футбол мечĕкĕпе сцена çинче ăста выляма пултарнине кăтартса пачĕ. Куракансем унăн пултарулăхне ăшшăн йышăнчĕç.

«Ырсамай» культурăпа кану паркĕнче ир-ирех янăрама пуçланă юрă-кĕвĕ Акатуй саланичченех пычĕ.

 

Халăх вăййисем

Ĕçпе юрă тата спорт уявне курма килнĕ çынсене илĕртмелли, вăхăта савăнса ирттермелли ăмăртусем, кăсăклă вăйăсем сахал мар пулчĕç çак кун. Акă, çуран чупакансем, лаша спортне юратакансем Акатуя савăнăçлă лару-тăрура уçнă хыççăнах ипподром енне туртăнма пуçларĕç. Теприсем сцена çывăхне концерт курма вырнаçса ларчĕç. Виççĕмĕшĕсене килти хуçалăхра усă куракан пĕчĕк техника хăй патне туртрĕ. Ача-пăча сулланса тăракан пĕрене патне пуçтарăнчĕ. Ун тăрăх утса пĕрене вĕçне уринчен çыхса хунă автана кантрапа туртса алла илме пĕртте çăмăл мар. Асăрханмасăр пусса утсан пĕрене суллана пуçлать, лайăх тытăнса тăраймасан çĕре кăна мар, пĕрене вĕçĕнчи «бассейнри» шыва кĕрсе ÿкме пулать. Çавăнпах пĕрисем килĕсене каçхи яшка пĕçерме автан илсе кайрĕç, теприсем вара шыва кĕрсе ÿксе йĕпенчĕç.

Куçсене тутăр çыхса вăрăм шалчапа кăкшăма çапса çĕмĕрекенсем, юпа тăрăх хăпаракансем хушшинче те ытларах ача-пăча пулчĕ. Анчах 150  килограмлă трактор урапине çавăрса çапма, кире пуканне «хапха» урлă ывăтма, автомашинăна вĕренпе туртма вара вăй кирлĕ. Çавăнпа вĕсенче тĕреклĕ çамрăксемпе арçынсем тупăшрĕç. «Жигули» автомашинăна 20 метр тăршшĕне кам миçе çеккунтра туртса тухать? Патреккелĕнчен килнĕ Алексей Воронцова 13,87 çеккунт кирлĕ пулчĕ. Вăрăмхăва паттăрĕ Алексей Максимов унран кăшт кăна каярах юлчĕ. Виççĕмĕш вырăна Валерий Архипов /Елчĕк/ йышăнчĕ.

150 килограмм таякан трактор урапине пĕр минутра кам ытларах çавăрса çапать тата? Василий Демьянов /Анатри Тимеш/ пулчĕ вăл. Эпир çÿлерех асăннă Валерий Архипов - иккĕмĕш, Андрей Кузнецов /Патреккел/ виççĕмĕш вырăнсенче.

Кире пуканне е урăх йывăр тимĕре хапха урлă ывăтассипе вăйпитти çамрăксем çĕр çул каяллах тупăшнă теççĕ. Çак тупăшу халĕ те манăçа тухман. Икĕ тимĕр юпа çине кашта вырнаçтараççĕ те ун урлă кире пуканĕ ывăтаççĕ. Çакăн пек йĕркеленĕ «хапха» çÿллĕшне ÿстерсе пыраççĕ. Патвар çамрăксем 3 метр çÿллĕшĕнчен пуçларĕç те 4 метр та 30 сантиметра çитерчĕç. Вăрăмхăваран килнĕ ашшĕпе ывăлĕ - Алексейпе Александр Максимовсем шăпах çакăн çÿллĕшне ывăтрĕç. Ывăлĕ - Александр ăна пĕрремĕш хутĕнче парăнтарчĕ те вăл çĕнтерÿçĕ пулса тăчĕ, ашшĕ вара виççĕмĕш хутĕнче ывăтса каçарчĕ - иккĕмĕш вырăн йышăнчĕ. Виççĕмĕш - Андрей Кузнецов /Патреккел/.

Турник çинче туртăнасси те спортăн çăмăл тĕсĕ мар. Кĕçĕн Таяпаран килнĕ Эдуард Матвеев 22 хутчен туртăнчĕ. Унран маларах тупăшма тухнă Алмаз Аметов /Тутарстан, Пăва районĕ/ 21 хут туртăнчĕ. Роман Романов /Лаш Таяпа/ - виççĕмĕш. Çак пĕчĕк турнира вара 22 çамрăк хутшăнчĕ.

 

Спортра вăйлисем çĕнтереççĕ

Акатуйăн спорт программи те анлă пулчĕ. Хăйсен пултарулăхне Елчĕк енĕн каччисемпе хĕрĕсем икĕ кун хушшинче кăтартрĕç.

Эрнекун район центрĕнчи тĕп стадионта Чăваш наци кĕрешĕвĕ, хĕрарăмсем волейболла выляс, мини-футбол енĕпе ăмăртусем иртрĕç.

Волейбол площадкине 6 команда тухрĕ. Икĕ ушкăнра виçшер команда çĕнтерÿçĕсене палăртас енĕпе тупăшрĕ. Вăйăсем çивĕч, кăсăклă иртрĕç. Хăйсен ушкăнĕнче çĕнтернĕ командăсем финалта тĕл пулчĕç. Елчĕк шкулĕн команди Çĕнĕ Пăва шкулĕн командине 2:0 шутпа çĕнтерчĕ. Виççĕмĕш вырăнта Çирĕклĕ Шăхаль шкулĕн волейболисткисем.

Мини-футболла выляссипе чи лайăххине палăртас тĕлĕшпе 7 команда 2 ушкăна пайланса вылярĕç. Финалта çивĕч кĕрешÿре Кушкăсем Аслă Пăла Тимеш ялĕн командине 2:1 шутпа çĕнтерчĕç. Виççĕмĕш вырăншăн пынă кĕрешÿре Елчĕксем кăçал мини-футбол енĕпе пыракан ăмăртăва пуçласа хутшăннă Хăвăлçырмасене 6:2 шутпа парăнтарчĕç.

Чăваш наци кĕрешĕвĕ спорт тĕсĕсенчен чи çамрăккисенчен пĕри. Ăна аталантарас енĕпе республикăра, районта сахал мар тăрăшаççĕ: тĕрлĕ ăмăртусем, турнирсем йĕркелеççĕ. Республика тулашĕнче пурăнакансем те, чăваш йăли-йĕркине сыхласа хăварма тăрăшакансем, çак спорт тĕсне аталантарассипе тимлеççĕ. Пирĕн тăрăхра та вăй илсе пырать вăл, уйрăмах çамрăксем хушшинче. 4 виçере çĕнтерÿçĕсене палăртрĕç. Чи çамрăккисем 24 кг виçере тупăшрĕç. Кунта Елчĕкри Д.Петров, Д.Иванов, Д.Крысов палăрчĕç. Ытти виçесенче Аслă Елчĕкри С.Мисяков, А.Тябуков, К.Лазарев, Елчĕкри Д.Крысов, Çĕнĕ Пăвари З.Семенов, А.Курчин, Е.Абрамов, Элекçей Тимешри Д.Антонов, Кушкăри Н.Мышкин çĕнтерÿçĕсемпе призерсен ятне тивĕçрĕç. Вĕсене Акатуй парнисемпе чысларĕç.

Спортăн ытти тĕсĕсемпе ăмăртусем уявăн тĕп кунĕнче иртрĕç.

Программа ипподромра велосипедистсен ăмăртăвĕнчен пуçланчĕ. 40 яхăн спортсмен тухрĕ старта. Кунта спорт тусĕ, «Улăп» физкультурăпа спорт комплексĕнче тренер-инструктор пулса ĕçлекен, районти Депутатсен пухăвĕн депутачĕ А.Васильев çĕнтерчĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче - Елчĕкри С.Петровпа Курнавăшри В.Гаврилов.

Çăмăл атлетсен хутăш эстафети те яланхи пекех хăйĕн патне илĕртет. Тĕп шкулсенче вĕренекен 2-шер хĕрачапа арçын ача 400-шер метра чупрĕç. 13 командăран Хăвăлçырмасем финиша чи малтан çитрĕç. Елчĕксемпе Патреккелсем те призерсен йышне кĕчĕç.

Вăтам шкулсенче вĕренекен 3-шер хĕрпе каччă та 400-шер метрлă дистанцире çĕнтерÿçĕсен йышне кĕрессишĕн тупăшрĕç. Кунта Курнавăшри пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ паракан шкулти çăмăл атлетсем мала тухрĕç. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче - Елчĕксемпе Аслă Елчĕксем.

Ял тăрăхĕсен ушкăнĕнчи хутăш эстафетăна Тăрăм, Лаш Таяпа, Аслă Таяпа, Аслă Пăла Тимеш ял тăрăхĕсем хутшăнма «ерçеймен». Çав вăхăтрах Çирĕклĕ Шăхаль ял тăрăхĕнчен чупăва 2 команда тухрĕ. Кунтан килнĕ иккĕмĕш команда - иккĕмĕш, пĕрремĕш команда виççĕмĕш вырăнсене çĕнсе илчĕç. Акатуй çĕнтерÿçи - Кĕçĕн Таяпа ял тăрăхĕн команди. Кунта спорт мастерĕн кандидатне, тĕрлĕ шайри ăмăртусенче çĕнтернĕ М.Тарасовăна палăртмалла - Марина хăйĕнпе тупăшакансене чылай кая хăварчĕ.

Ипподромра лашасем хутшăннипе иртекен ăмăртусене пăхса тăма та кăмăллă пулчĕ. Шăматкун ытти районсенче те Акатуй уявне ирттерчĕç. Çавăнпа та пулĕ, пĕчĕк урапа кÿлнĕ рысаксем йышлах пулмарĕç. Çапах та пирĕн ентеш А.Осипов тăрăшнипе ку ăмăртăва 5 рысак хутшăнчĕ. Кунта В.Павлов /«Кушкă»/, Ю.Кузьмин /«Победа»/, А.Пыркин /Комсомольски районĕнчи «Урожай» хуçалăх/ тытса пыракан рысаксем мала тухрĕç.

Юлан утсемпе сĕрен янине те пăхса тăма кăмăллă. 8 юлан утçă хутшăнчĕ тупăшăва. Анчах тĕп парне хамăр районта юлмарĕ - ăна Мари Эл Республикинчен килнĕ А.Макарова илсе кайрĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче Бикулов хресчен фермер хуçалăхĕн П.Павлов тата акар йытăсен питомникĕнчи С.Марков юлан утçăсен лашисем.

Кăçал лашасемпе 1,5 тонна груз турттарас енĕпе иртнĕ тупăшу та кашнинех тыткăнларĕ. 14 лаша хутшăнчĕ ăмăртăва. А.Куприянов ăстаçă ăсталанă урапана туртма питĕ кăткăс. Хăш-пĕрин лашине тăварма та тиврĕ. Çапах та хĕрÿ кĕрешÿре А.Пыркин /Комсомольски районĕ, «Урожай»/, Н.Салмин /Бикулов ХФХ/, П.Никифоров /«Эмметево» ООО/ лашисем малти вырăнсене тивĕçрĕç. А.Пыркина вара район администрацийĕн пуçлăхĕн тĕп призне - тиха парса чысларĕç.

Ăмăртăва ăнăçлă ирттерсе яма пулăшнă А.Осипов, А.Куприянов, О.Карсаков тав сăмахне тивĕç.

Кăнтăрла тĕлнелле Акатуй уявĕн тĕп сцени çывăхĕнче вырнаçнă спорт площадкисенче тупăшу хĕрнĕçемĕн хĕрсе пычĕ. Ăмăртусене хутшăнакансенчен кашниех мала тухма ăнтăлчĕ.

Пирĕн районти йывăр атлетсенчен чылайăшĕ çĕршывĕпех палăрнă. Ĕçпе юрă тата спорт уявĕнче - Акатуйра кăçал та ăмăрту хĕрÿ пычĕ. Хĕрарăмсенчен Аслă Пăла Тимешри Ю.Веникова, М.Артемьева, М.Портнова çĕнтерÿçĕпе призерсен йышĕнче.

60 кг çитичченхи виçере каччăсен ушкăнĕнче Питтĕпелĕнчи А.Перцев, Исемпелĕнчи А.Носов, Кивĕ Эйпеçри А.Ильин, 60 кг йывăртарах виçере Çĕнĕ Пăвари С.Иванов, Курнавăшри А.Смирнов, Кивĕ Эйпеçри В.Семенов мала тухрĕç.

Çитĕннисен абсолютлă виçинче Патреккелĕнчи А.Маркова çитекенни пулмарĕ. Вăл Акатуй парнине - такана çĕнсе илчĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене Аслă Пăла Тимешри А.Иноходовпа А.Портнов йышăнчĕç.

Тимĕр вăййине кире пуканĕ йăтакансем малалла тăсрĕç. Кунта тупăшăва районти, республикăри, çĕршыври тĕрлĕ ăмăртура, турнирта палăрнă атлетсем те хутшăнчĕç. 70 кг çитичченхи виçере Ĕнелĕнчи Н.Николаевăн результачĕ чи лайăххи. Тÿскелĕнчи Н.Петров, Кĕçĕн Таяпари В.Семенов та призерсен йышне кĕчĕç. 70 кг йывăртарах виçере Тăрăмри Д.Енедеров, Патреккелĕнчи А.Кузнецовпа Д.Миллин малти виçĕ вырăна йышăнчĕç. Хĕрарăмсенчен Патреккелĕнчи Е.Чернова, Кушкăри Л.Егорова, Ĕнелĕнчи Н.Николаева мала тухрĕç.

Кире пуканĕ йăтакансен эстафети те кăсăклă. Командăри 4 атлет 2 минутра икĕ кире пуканне кăкăр çинчен нумайрах тĕртессишĕн тупăшать. Ку енĕпе Тăрăм ял тăрăхĕн команди палăрчĕ, çĕнтерÿçĕ пулса тăчĕ. Елчĕк, Кĕçĕн Таяпа ял тăрăхĕсен командисен атлечĕсем те призерсен йышне кĕме пултарчĕç.

Алă вăйĕ виçекенсен спорчĕ - армрестлинг та районта юлашки çулсенче вăй илсе пырать. С.Солин, Е.Портнова ертсе пынипе вĕсем тĕрлĕ шайри ăмăртусене хутшăнаççĕ, вĕсенче палăраççĕ. Кăçалхи Акатуй уявĕнче те алă вăйĕ виçессипе хĕрарăмсенчен Кушкăри С.Дергунова, Исемпелĕнчи Н.Романова, Патреккелĕнчи Е.Чернова, арçынсенчен 70 кг çитичченхи виçере Кĕçĕн Таяпари А.Дубинов, Аслă Шăхалĕнчи В.Архипов, Каркаларти В.Архипов, 70 кг йывăртарах виçере Кÿлпуçĕнчи П.Яшин, С.Яшин, Вăрăмхăвари А.Максимов - çĕнтерÿçĕсемпе призерсем.

Арçынсем хушшинчи волейбол турнирĕ те хăйĕн патне куракансене илĕртрĕ. Хĕрÿ тупăшура Елчĕксем мала тухрĕç. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене йышăннă Çирĕклĕ Шăхальсемпе Кĕçĕн Таяпасем те илĕртÿллĕ вăйăпа савăнтарчĕç.

Çав вăхăтрах куракансем спорт арени патне пухăнчĕç. Ирĕклĕ майпа кĕрешесси чылай çынна хăйĕн патне туртать. Ăмăртăва 55 кг çитичченхи виçери çамрăксем пуçларĕç. Элпуçĕнчи Н.Лапшин - çĕнтерÿçĕ, Аслă Елчĕкри А.Тябуковпа А.Хушкин иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче. 65 кг çитичченхи виçере Элекçей Тимешри Д.Антонов, Кушкăри Н.Мышкинпа П.Галошев, 65 кг йывăртарах виçере Кушкăри А.Блинов, М.Бакин, Лаш Таяпари А.Арефьев палăрчĕç.

Çитĕннисенчен пĕтĕм тĕнчери, Раççейри ăмăртусенче пĕр хутчен çеç мар палăрнă Элпуçĕнчи Александр Лапшин Акатуйăн тĕп парнисенчен пĕрне - такана çĕнсе илчĕ. Финалта вăл Аслă Елчĕкри А.Майкова çĕнтерчĕ. Элпуçĕнчи А.Захаров, Аслă Елчĕкри А.Майков та призерсен йышне кĕрсе уявăн хаклă парнисене тивĕçрĕç.

Акатуй уявне вĕçлекенĕ, унăн илемĕ - тутар-пушкăрт мелĕпе кĕрешесси. Икĕ ушкăнра йĕркеленĕ тупăшăва хамăр районта пурăнакансем çеç мар, урăх республикăсенчен килнĕ спортсменсем те хутшăнаççĕ. 75 кг çитичченхи виçере Тутарстанри Р.Хасанов, 75 кг йывăртарах виçере Аслă Елчĕкри В.Петрушкин çĕнтерчĕç. Акатуйăн тĕп парнишĕн - такашăн шăпах  вĕсен хушшинче хĕрÿ кĕрешÿ пычĕ те. В.Петрушкин - Акатуй паттăрĕ.

С.АРХИПОВА,
Н.АЛЕКСЕЕВ,
А.КАРЛИН.

Сăнÿкерчĕкре: Н.Миллин, И.Моторин, М.Михайловский, П.Скворцов Хăна çурчĕсемпе паллашаççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика