Муниципальное бюджетное учреждение культуры "Централизованная клубная система Яльчикского района Чувашской Республики"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Аваллăх историйĕпе пуян

18 мая 2016 г.

Район центрĕнче музей пурри питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ. Елчĕксемшĕн кăна мар, хăнасемшĕн те кирлĕ вăл. Унта районăн аваллăх историйĕ упранать-çке.

Музейра районта çуралса ÿснĕ паллă çынсен кун-çулĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе паллашмалли майсем çителĕклĕ. Районти 53 ялтан виçĕ Совет Союзĕн Геройĕ, 30 ытла Ленин орденĕн кавалерĕ, наука докторĕсемпе кандидачĕсем, профессорсем,  спорт мастерĕсем,  тĕрлĕ шайри сумлă ятсене тивĕçнисем сахаллăн мар тухнă.

Пирваях Елчĕкри историпе тăван тавралăх музейĕ Культура çурчĕн иккĕмĕш хутĕнче вырнаçнă пулнă. 1992 çулхи раштав уйăхĕнче музей Я.Беляевăн çурчĕ пулнă  пÿрте куçса çĕнĕрен «чĕрĕлнĕ». Музей-çурт хăй те аваллăх палăкĕ шутланать. Я.Беляевăн çуртне 1909 çулта тунă. Унта ĕçчен те пуян Беляевсем пурăннă. Вĕсен çемйине халалласа музейре  ятарласа пĕр кĕтес уйăрнă. Унта вĕсем усă курнă савăт-сапа, сăнÿкерчĕксем нумай. Çурт  пĕр ĕмĕр ытла ларать.

Район центрĕнче вырнаçнă музей çуртне çын кĕмен кун иртмест. Кунта 5000 ытла экспонат упранать. Шкул ачисем, студентсем, тивĕçлĕ канури çынсем музейпа кăмăллăн паллашаççĕ. Çулсерен  4000 яхăн çын кĕрсе тухать. Çулталăкне 12-14 курав йĕркеленет. Ытларах Елчĕк тăрăхĕнче çуралса ÿснĕ ăстасен ĕçĕсен выставкисене йĕркелеме тăрăшатпăр. Аваллăх темипе çыхăннă кĕтессем те чылай пирĕн патăмăрта. Шырав-тĕпчев, аякри паллă ентешсемпе çыхăну тытасси, концертсемпе фестивальсене хутшăнасси - пирĕн кулленхи ĕç.

Музей - пурнăç архивĕ, энциклопедийĕ. Вăл иртнипе хальхине, пуласлăха çыхăнтаракан вырăн пулса тăрать. Кунта ĕçлекенсем малашлăха шанăçпа пăхаççĕ. Районти музей ĕçне йĕркелесе пыракансене асăнса хăвармасăр иртес килмест: П.Сидоров /1972-1974/, Р.Бобылев /1974-1975/, Ю.Пушкин, С.Игнатьева, И.Клементьева /1975-1983/, А.Марков /1983-1985/, В.Таллеров /1987-1990/, Г.Адюкова /1991-2006/, В.Вастулова /2006-2013/. Вĕсен пархатарлă ĕçне район çыннисем асрах тытаççĕ. Ялтан яла çÿресе пĕр экспонат çумне тепĕрне пуçтарнă  малтанхи музейçĕсем. 2013 çултанпа музейра лектор-экскурсоводра, унтан заведующинче С.Голубева тăрăшать.

Çулсеренех май уйăхĕнче шкул ачисемпе паллă вырăнсене çитсе курма экскурси йĕркелесси çирĕп йăлана кĕнĕ. Кăçал та май уйăхĕн 28-мĕшĕнче 10 сехетре велосипедпа районти археологипе историн паллă вырăнĕсене çитсе курма экскурси йĕркелеме палăртнă. Унта  кирек кам та хутшăнма пултарать. Велосипедпа чупассине Аслă Çĕнтерÿ тунăранпа 71 çул çитнине халалланă. Çавна май икĕ кунти чупура 71 çухрăма хыçа хăварма палăртнă.

Музее çĕнетес, экспонатсемпе пуянлатас ĕç малалла пырать. Хамăр ял, тăван халăх историне пĕлмесен пире намăс та. Çамрăк ăрăва пиртен маларах пурăннă çынсем мĕн çини, тăхăнни, мĕнле савăт-сапапа усă курни ытларах кăсăклантарать. Авалхине чухламасăр малашлăха пĕлме çук. Çавăнпа та май уйăхĕн 20-мĕшĕнче ирттерекен музей каçне çĕнĕ курав уçасшăн. Унта СССР вăхăтĕнчи теттесемпе, кил-çуртри япаласемпе, кĕнекесемпе, тумтирпе, атă-пушмакпа, сăнÿкерчĕкпе паллашма пулĕ. Çавна май ентешсене те совет тапхăрĕнчи япаласене пуçтарас енĕпе йĕркеленĕ акцине хутшăнма чĕнетпĕр. Кирек мĕнле экспоната та хапăл эпир. Тĕплĕнрех 2-60-98 номерлĕ телефонпа ыйтса пĕлмелле.

Хисеплĕ туссем! Сире каçхи музей кĕтет.

С.СТЕПАНОВА,
музейăн лектор-экскурсовочĕ.

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика