11 мая 2016 г.
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче вут-хĕм юлашки хут ялкăшнăранпа, Мускав çийĕн Çĕнтерÿ салючĕ çиçсе çĕкленнĕренпе 71 çул çитрĕ. Вăхăт иртнипе те кивелмен уяв кашни çыншăн çывăх. Пирĕн чун-чĕрере мăнаçлăхпа патриотизм туйăмĕсене вăратакан, кашни çул чаплăран та чаплăн уявлакан черетлĕ Çĕнтерÿ кунне районта пурăнакансем савăнса тата хумханса кĕтсе илчĕç.
...Нихăçан та манăçми çуркуннехи кун, 1945 çулхи майăн 9-мĕшĕнче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернине ял тăрăхĕсенче майăн 8-мĕшĕнче анлăн паллă турĕç.
Каçхине, хăнăхнă йăлапа, район центрĕнче çамрăксем факел йăтса утрĕç. Çапăçу хирĕнче пуç хунисене асăнса, вăрçăран сывă таврăннисене чысласа ирттерекен çак мероприятие Елчĕкри шкулта вĕренекенсем, вĕрентекенсем ертсе пынипе, темиçе çултанпа хавхаланса тата пысăк хастарлăхпа хутшăнаççĕ.
Стадионта спорт ăмăртăвĕсем те иртрĕç. Çамрăксем факел йăтса утнин уявне Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Юрий Попов, Патшалăх Канашĕн депутачĕ Петр Краснов, çавăн пекех район пуçлăхĕ Петр Скворцов тата район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин хутшăнчĕç. Вĕсем çак мероприятие килнисене пысăк уявпа саламларĕç.
...Майăн 9-мĕшĕнче Тĕп лапамра ирхине-ирех Аслă Çĕнтерĕве халалланă юрăсем янăрарĕç. Вăрçăра вилнисене асăнса лартнă палăксен умĕнче шкул ачисем хисеплĕ хурала тăнă. Савăнăçлă митинг ирттерекен вырăна тĕрлĕрен лозунг-плакатсемпе, ялавсемпе тата чечексемпе капăрлатнă. Сăмах май, Елчĕксем уявсене илемлĕ транспорантсемпе тухнине те республика шайĕнчи хăнасем палăртса каланине темиçе хутчен илтме тÿр килнĕ. Уява кашни çын кăмăлне тыткăнламалла тата килĕшмелле ирттерес тĕллевпе йĕркелÿçĕсем программăна кашни çул çĕнĕ сĕм кĕртме тăрăшни куç умĕнче. Тĕслĕхрен, иртнĕ çул çĕнĕ йышши техникăсен парадне кăтартрĕç пулсан, кăçал Шупашкарти «Клуб ГАЗ-21» «Ретро» обществăлла организаци ĕлĕкхи çулсене аса илтерекен автомобильсен куравне йĕркелерĕ. Çав вăхăтри - аслă ÿсĕмри çынсемшĕн, çамрăксемшĕн те кăсăклă пулчĕ çакă.
Шăп 10 сехетре савăнăçлă митинг пуçланчĕ. Палăк умĕнчи чи сумлă вырăна йышăннă вăрçă ветеранĕсемпе тыл ĕçченĕсене, уява килнĕ йышлă халăха - предприятисемпе организацисенче, учрежденисенче ĕçлекенсене, педагогсемпе вĕренекенсене район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин Аслă Çĕнтерÿ уявĕ ячĕпе саламларĕ. Вăрçă ветеранĕсемпе тыл ĕçченĕсене пире тăнăçлă та ирĕк пурнăç парнеленĕшĕн чун-чĕререн тав турĕ. Хăватлă, аслă Çĕршывăмăр фашизма хирĕç çĕкленсен пирĕн ентешĕмĕрсем те ятне çĕртмен. 1418 кунпа çĕре тăсăлнă Тăван çĕршыв ирĕклĕхĕшĕн пынă Аслă вăрçа пирĕн районтан 8000-е яхăн çын хутшăннă. Вĕсенчен çурри каялла килĕсене таврăнайман, çĕршыва паттăррăн хÿтĕлесе чи хаклă пуянлăха – пурнăçне панă. Хальхи вăхăтра пурăнакан вăрçă ветеранĕсен хисепĕ те çулсерен сайралсах пырать, шел, 71-мĕш Çĕнтерÿ уявне 23 фронтовик анчах кĕтсе илме пултарчĕ. Ку чухне эпир вĕсене, пушшех, пурне те ятран пĕлсе тăма тивĕçлĕ. Вĕсем: Петр Дмитриевич Кузьмин /Элекçей Тимеш/, Мария Деомидовна Абрамова /Елчĕк/, Николай Васильевич Христофоров /Анатри Тимеш/, Петр Михайлович Михайлов /Хĕрлĕçыр/, Василий Иванович Волков, Илья Степанович Волков /Чăваш Тăрăм/, Александр Иванович Синицын, Василий Алексеевич Сядуков, Виктор Иванович Беляев /Аслă Таяпа/, Николай Поликарпович Поликарпов /Кĕçĕн Шăхаль/, Аркадий Иванович Пупин /Турхан/, Александр Дмитриевич Пчелов /Исемпел/, Тихон Григорьевич Табаков /Энтепе/, Арсений Алексеевич Лисицын /Кивĕ Арланкасси/, Лидия Владимировна Баринова /Питтĕпел/, Николай Васильевич Евстафьев, Ольга Васильевна Васильева /Тĕмер/, Василий Александрович Кузьмин /Хăвăлçырма/, Иван Алексеевич Алексеев /Кармал/, Петр Алексеевич Печков /Аслă Елчĕк/, Василий Петрович Петров /Таяпа Энтри/, Николай Сергеевич Казначеев /Вăрăмхăва/, Лидия Константиновна Сидорова /Шăмалак/. Салтак арăмĕсемпе тылра ырми-канми ĕçленĕ çынсен умĕнче те çĕре çитиччен пуç таятпăр, эпир сирĕн умăрта ĕмĕр-ĕмĕрех парăмлă пулнине палăртатпăр...
Вăрçăра вилнисене асăнса пĕр минут шăп тăнă хыççăн Чăваш Республикин вĕрентÿ тата çамрăксен политикин министрĕн çумĕ Светлана Петрова тата Чăваш Республикин çар комиссариачĕн Комсомольски тата Елчĕк районĕсенчи пай начальникĕ Сергей Данилов подполковник тухса калаçрĕç. Эпир Аслă Çĕнтерÿшĕн пысăк хак пани пирки чарăнса тăчĕç, çĕнтерÿçĕсен вилĕмсĕр паттăрлăхĕ, вăй-халĕпе тÿсĕмлĕхĕ, тăван çĕре юратни малашнехи ăрусемшĕн ырă тĕслĕх пулмаллине палăртрĕç вĕсем.
Ăрусен нимпе уйăрайми çыхăнăвне Çĕнтерÿ кунне халалланă «Вилĕмсĕр полк» акцине район çыннисем хастар хутшăнни кăтартса пачĕ. «Вилĕмсĕр полк» йышĕ ÿссех пырать, мĕншĕн тесен паттăрсен ячĕсем те вилĕмсĕр. Кăçал акцие районĕпе 1000 ытла çын хутшăнчĕ. Çĕнтерÿ кунне çывхартассишĕн хăйсен кун-çулне шеллемесĕр кĕрешнĕ салтаксен пысăклатнă сăнÿкерчĕкĕсене йăтнă çывăх çыннисем мăнаçлăн акци колоннипе утса иртни, пулас салтаксем - çамрăк армеецсем, кадет класĕнче вĕренекенсем парада хутшăнни, Николай Петрова асăнса йĕркелекен çăмăл атлетсен Елчĕк урамĕнчи чупăвĕ, концерт программине хатĕрлеме районти культура учрежденийĕсенче ĕçлекенсем анчах мар, пултарулăх ушкăнĕсем те хастар хутшăнни уяв ят-сумне тата ÿстернĕн туйăнчĕ.
...Паттăрсен ырă ячĕ пирĕн чĕресенче ĕмĕр-ĕмĕр упранĕ, пире пархатарлă ĕçсем тума, ырă чунлă пулма, тÿсĕмлĕхе ÿстерме, тăрăшса ĕçлеме хавхалантарĕ. Вăрçă ветеранĕсемпе тылра ырми-канми ĕçленĕ çынсем вăрçă çулĕсенче те, ун хыççăн та хăйсене яланах чăн-чăн паттăр пек тытнă, темле йывăрлăхра та пуç усман - чун илемлĕхне, ĕненĕве çухатман. Тавтапуç сире Çĕнтерÿшĕн!
Светлана АРХИПОВА.