19 декабря 2015 г.
Районта та юрă-кĕвĕ çеммипе тыткăнлакансем сахал марришĕн хĕпĕртетĕп. Кашни культура çурчĕ çумĕнчех фольклор ушкăнĕсем йĕркеленĕ. Унта аслă ăру çыннисем кăмăллăн çÿреççĕ. Çавăн пекех эпир районта çемье дуэчĕсем пурришĕн мухтанма пултаратпăр.
Кам пĕлмест пулĕ Ольгăпа Валерий Архиповсене, Ольгăпа Сергей Красновсене? Пире те, Лилийăпа Иван Шурбинсене, куракансем палласа çитрĕç ĕнтĕ. Юлашки вăхăтра Дашăпа Эдуард Степановсен çемье дуэчĕ хутшăннăшăн эпир питĕ савăннă. Çавăн пекех Людмилăпа Виталий Марковсем яланах пирĕнпе юнашар. Виталий хуткупăсне тăссан никам та чăтса лараймасть.
Чăваш эстрада çăлтăрĕсем пек фонограммăпа мар, чĕрĕлле калакан музыка инструменчĕсемпе янраттаракан юрăсемпе тыткăнласшăн эпир куракансене. Çавăнпа та Çĕнĕ çул умĕн пысăк концерт йĕркелеме палăртнă. Çемье дуэчĕсен концерчĕ районти культура çуртĕнче декабрĕн 23-мĕшĕнче каçхине çичĕ сехетре пулать. Пурне те «Упра мăшăрна» концерта хапăл тусах кĕтетпĕр. Тен, эпир пĕлмен юрлакан-ташлакан çемье дуэчĕсем районта тата пур; Вĕсене те хамăр концерта йыхравлатпăр.
Иван ШУРБИН,
Елчĕкри культура çурчĕн пултарулăх ертÿçи.
Источник: "Елчĕк Ен"