Муниципальное бюджетное учреждение культуры "Централизованная клубная система Яльчикского района Чувашской Республики"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Концерт кăмăла çĕклерĕ

05 сентября 2015 г.

Тăрăмри культура çуртĕнче Шупашкартан килнĕ юрăçсем пысăк концерт кăтартрĕç.

Надежда Заводскова юрăçа пирĕн тăрăхра пурăнакансем питĕ кăмăллаççĕ. Вăл килессине пĕлсен ял-йыш клуба утрĕ.

Паллă артисткăпа пĕрле концертра тата виçĕ юрăçă пултарулăхĕпе килентерчĕç. Чăваш наци культурин тава тивĕçлĕ деятелĕпе Лидия Изекеевăпа ывăлĕ, Евгений Николаев çамрăк курма килнисене нумай юрă парнелерĕç. Надежда Заводскова хуткупăспа выляса çынсене хăйпе пĕрле анлă сарăлнă юрăсене юрлаттарчĕ. Лидия Изекеева çырса кĕвĕленĕ нумай юрă янăрарĕ.

Концерт вĕçленсен пĕрле ташă каçĕ иртрĕ. Юрра-кĕвве юратакансем юрă пуххисен дискĕсене туянса савăк кăмăлпа килĕсене саланчĕç.

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика