22 августа 2015 г.
Юнкун Шăмăршă çĕрĕ çинче Чăваш Республикипе Чĕмпĕр облаçĕн туслăх уявĕ иртнĕ. Унта Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Миллин ертсе пынă делегаци те хутшăннă.
Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан М.Игнатьевпа Чĕмпĕр облаçĕн кĕпĕрнаттăрĕ - правительство председателĕ С.Морозов, Раççей спорт министрĕн çумĕ П.Колобков тата ытти хăнасем хальхи пурнăçа сăнлакан Чĕмпĕр облаçĕн тата Чăваш Енĕн районĕсемпе хулисен этнокультура картишĕсенче пулнă. Вĕсене хăйсен картишĕнче Елчĕксем те çăкăр-тăварпа, ташă-юрăпа кĕтсе илнĕ. Патреккелĕнчи халăх хорĕ, Тÿскелти «Шуçăм» ансамбль куракансене хăйсен юррисемпе, ташшисемпе савăнтарнă.
Туслăх уявĕнче кĕрешессипе, лашапа чупассипе спорт ăмăртăвĕсем иртнĕ. Çĕнтерÿçĕсене кубоксемпе, дипломсемпе чысланă.
Уявра регионсен паянхи ертÿçисем пĕр-пĕрне хисеплени палăрнă.
Источник: "Елчĕк Ен"