22 августа 2015 г.
Районти централизациленĕ клуб тытăмĕн залĕнче Чăваш Республикин Культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министерствин кунĕ иртнĕ.
Министр çумĕ Т.Казакова, республикăри культура керменĕн тата халăх пултарулăх çурчĕн директорĕ Н.Фошина, Наци библиотекин ĕçченĕсем Ульяновск облаçĕн Чăваш Енри кунĕ Шăмăршăра иртни пирки чарăнса тăнă, пултарулăхăн çĕнĕ сезонне мĕнле хатĕрленмелли, çĕнĕ мероприятисем йĕркелемелли методикăпа паллаштарнă. Культработниксен ĕçлĕ тĕлпулăвне район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Миллин, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ П.Краснов хутшăннă, малашлăхри тĕллевсене палăртнă.
Фойере тĕрлĕ выставка ĕçленĕ.
Источник: "Елчĕк Ен"