09 июня 2015 г.
Кĕçĕн Таяпари Борис Головин хресчен /фермер/ хуçалăхĕнче çĕр ĕçне тивĕçлипе хаклаççĕ.
Кунта пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 400 гектар, кĕрхи культурăсене 150 гектар çинче акса хăварнă. Çуракинче Г.Головин, П.Марков, А.Тремзин механизаторсем тăрăшса вăй хунă. Хастарсене Кĕçĕн Таяпа ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Петров, культработниксем саламланă. Головинсем ĕлĕкрен пыракан йăлапа харсăр ĕçченсене ака пăттипе сăйланă.
Источник: "Елчĕк Ен"