03 июня 2015 г.
Литература çулталăкĕ тетпĕр
Кăçалхи хушăва ырласа.
Сăвă-калав, хайлавсем пичетлетпĕр
Шухăша ирĕке кăларса.
Гоголь, Тургенев, Толстой çыравçăсене,
Константин Иванов сăвăçа
Пурте пĕлетпĕр, вулатпăр ир-каçăн
Тишкерсе авалхи пурнăçа.
Библиотека илемлĕн çĕкленчĕ,
Тарават килекен çынсене.
Пĕлÿ çăлкуçĕн хисепĕ йышланчĕ -
Ватă-вĕтĕ илет кĕнеке.
Вячеслав ЗАХАРОВ.
Источник: "Елчĕк Ен"