Индырчский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ŸССЕ ЧĔРĔЛĔР, ЙЫВĂÇСЕМ

13 июня 2007 г.

Çапла калас килет манăн хамăр алăпа лартнă йывăçсене. Вĕсем вара хăйсем май пулсан çапла каланă пулĕччĕç пире: лартнипе çеç мар, пире выльăхсем ватасран, тăрлавсăр çынсенчен те сыхласах тăмалла.

Ялсене мĕн авалтан йывăçсем илем кÿнĕ. Халĕ те çуллен çуркуннепе кĕркунне хуласемпе ялсенче йывăç лартмалли уйăхлăхсем ирттереççĕ. Чăн та, йывăçсем сахал мар лартаççĕ. Анчах та кирлĕ пек пăхса-сыхласа тăманнине пула чылайăшĕ пĕтет. Кăна эпĕ çирĕплетсех калатăп.

Эпир хамăр çемьепе кашни çулах çĕршер тĕп тĕрлĕ йывăç лартатпăр. Шел, çырма-çатрана йывăçсем лартса ишĕлме чарни те хăшпĕр çынсене килĕшмест. Вĕсем выльăхĕсене ирĕке ярса ваттараççĕ. Хăйсем те ÿснĕ йывăçсене хуçса амантма именмеççĕ.

Эпир çырма хĕрринче пурăнатпăр. Пирĕн çумри тарăн çырма ишĕлсе пыратчĕ. Çав çырмана хамăн ачасемпе пикенсех йывăçсем лартма тытăнтăмăр. Малтанхи вăхăтра йывăçсене пырса силлени, тăпăлтарса ывăтни те пулнă. Эпир вара кашни çулах çĕнĕрен те çĕнĕрен лартса хăвартăмăр. Хальхи вăхăтра вĕсем аванах çитĕнеççĕ. Йывăçсем ÿснипе унта тĕрлĕ кайăк пурăнма пуçларĕ. Çырми те ишĕлме чарăнса пырать. Кунсăр пуçне çырмара çырласем те çимĕç пама тытăнчĕç.

Тăван тавралăх тени шăнкăр-шăнкăр çăлкуçран, хăв пурăнакан килтен, анкартирен, пахча-паçмаран, тăван урамран пуçланать. Ялта пурăнакан çыннăн пуç тавра шухăшласа пăхмаллах. Мĕн тăвать-ха вăл тавралăха илемлетсе пуянлатма( Йывăç лартатăн-и( Ÿснĕ йывăçсем çине шăнкăрч вĕлли туса çакатăн-и( Е хуралтă çумĕнчи вĕлтрен-хупахсене кăкласа чечек акатăн. Ялта илеме юратакансем сахал мар. Акă, сăмахран, пирĕн урамра пурăнакан Людмила Семенова кашни çулах пахчине тĕрлĕрен чечексем акса илем кÿрет. Кăçал вара чечекĕсене сайралатнă чух ытлашши юлнине те пăрахман, урама пÿрт умĕнчи карта хĕррипе лартса тухнă. Хăйсем вĕсем çемйипех тĕп хулара пурăнаççĕ, анчах яла çÿреççĕ. Канмалли вăхăтпа усă курса, тавралăхшăн ырă ĕç тăваççĕ.

Пысăкки ялан пĕчĕкрен пуçланать. Ачасене пĕчĕклех çут çанталăка юратма вĕрентни, вĕсене хăйсене пĕчĕклех йывăç, чечексем лартма хăнăхтарни питĕ пĕлтерĕшлĕ. Манăн ачасем хулара пурăнаççĕ, анчах мана пулăшма пĕрмаях яла килеççĕ. Кашни çулах çĕршер тĕп йывăç лартаççĕ. Кăçал та питомникрен хурăн, çăка, хыр, чăрăш йывăççисем илсе килсе тепĕр çырмине, хамăр урамран анаканнине, лартса хăвартăмăр. Лартнă йывăçсене куллен кунах пăхса тăма, сыхлама тивет.

Йывăç лартрăн пулсан, ăна хăвăн пăхса çитĕнтермелле. Пĕр çул кăна пурăнас тесен, тырă ак, ĕмĕр пурăнас тесен, вăрман ларт, тенĕ ваттисем. Çакна яланах асра тытмалла. Ялта пурăнакан çыннăн кашни çулах йывăç лартса чĕртме тăрăшмалла, ăна пăхса ÿстермелле. Тавралăха илем кÿме тимлемелле. Çакă вара хамăршăн çеç мар, пулас ăрушăн та, тăван тавралăхшăн та лайăх, усăллă пулĕ.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика