15 ноября 2019 г.
Тенеяль ĕçчен те паллă çынсенчен пуян. Çак шутах ялта ĕçлесе пурăнса ят-сум илнисем те кĕреççĕ. Вĕсенчен пĕри, Нина Павловна, çак эрнере 65 çул тултарчĕ. Хăй вăл кÿршĕренех - Октябрь выççăлккинчен. Унти таса çăлкуç шывне ĕçсе вăй-халлă çитĕннĕ хĕр. Питĕ илемлĕн шăнкăртатса юхса выртать Октябрь выççăлккинчи çăлкуç. Шывĕ тăрă та уçă, сиплĕ. Таврара çук та пулĕ ун пекки.
Çитмĕлмĕш çулсен пуçламăшĕнче вунтăххăрти хĕр Тенеяль çамрăкĕпе Моисей Петровичпа мăшăрланса çемье çавăрнă. Çавăнтанпа Тенеялĕнче харсăрланса пурăнать вăл. Лавккара сутуçăра тăрăшрĕ Нина Павловна, ун хыççăн вырăнти «Новый путь» колхозра бригадир пулчĕ, ялти çынсене пĕрлешÿллĕ хуçалăх ĕçне явăçтарчĕ, хăй те пĕрмаях вĕсемпе пĕрле пулчĕ. Колхозăн тĕрлĕ ĕç пулсан та, вĕсене кирлĕ пек йĕркелесе пыма, кал-кал ĕçлеме, пурлăх çумне пурлăх хушма тăрăшнă. Кирек хăш ĕçре те чунне пани сисĕнсе тăратчĕ. Чылай хушă поварта ĕçлерĕ колхоз столовăйĕнче: çуркунне ака-суха вăхăтĕнче, кĕркунне - хĕрÿ вырма кунĕсенче ял çыннисене вĕри апат пĕçерсе çитернĕ. 100 çын таран апат çиетчĕ кăнтăрлахи апат вăхăтĕнче. Пĕрремĕш, иккĕмĕшпе виççĕмĕш блюдăсем пĕçерсе хатĕрленĕ ял çыннисем валли, вĕсем килĕсенче çимелли хатĕрлесе хĕрÿ ĕç вăхăтне сая ан яччĕр тенĕ. Паянхи кун та аса илсе тав тăваççĕ тутлă апат-çимĕçшĕн. Апата тутă кĕртмелли хăш-пĕр çимĕçĕсене килтенех илсе пынă. Хисепĕ пулнăран ĕнтĕ ял тăрăхĕнче депутата та суйланă Нина Павловнăна, ВДНХн кĕмĕл медальне те илме тивĕç пулнă хастар ĕçпе. «Ĕç ветеранĕ» ята та тивĕçнĕ. Хальхи вăхăтра вăл ялти ветерансен пĕрлешĕвне ертсе пырать, Нина Павловнăсăр пуçне пĕр мероприяти те иртмест. Хăш-пĕр уявсене ирттерме спонсор пулса та пулăшать. Калăпăр, Мартăн 8-мĕшĕнче, ваттисен тата амăшĕсен кунĕсенче. Паллах, мăшăрĕ те хирĕç мар ĕнтĕ çакна, пĕр çăвартан килĕштерсе, тату пурăнаççĕ вĕсем. Моисей Петрович, мăшăрĕ пекех, ĕмĕрне «Новый путь» колхозра ирттернĕ, комбайнерта, трактористра, механикре, водительте тăрăшнă. Халĕ сакăр çул ĕнтĕ пенсире. Çапах та кил хуçалăхра алă усса лармаççĕ. Пысăк хуçалăх вĕсен: выльăх-чĕрлĕх тытаççĕ, пахча çимĕç туса илеççĕ. Çимĕçĕсем кăçал та тухăçлă çитĕннĕ, çынсене те тивĕçтернĕ вĕсенчен хăш-пĕринпе. Хунавпа та пулăшаççĕ. Анчах çаксем пĕри те вăй хумасăр пулмаççĕ.
Туслă мăшăр икĕ ача çуратса ÿстернĕ: Надежда тата Александр. Надежда Моисеевна Мускав облаçĕнче пурăнать, медицина енĕпе тăрăшать. Александр Моисеевич Мускаври коопераци институтне пĕтернĕ хыççăн Çурçĕрте тĕпленнĕ, Сургут хулинче ĕçлет. Мăшăрĕ - Татьяна Валерьевна. Мăшăрсен икшер ача. Çапла тăватă мăнукпа киленеççĕ Нина Павловнапа Моисей Петрович. Мăнукĕсем çулла ялта пулма кăмăллаççĕ. Вĕсемпе хăйсем те çамрăкланаççĕ, пĕртте утмăл пиллĕкре туймаççĕ.
Источник: "Ял ĕçченĕ"