15 ноября 2019 г.
«Чăваш Республикин территорийĕнче общество инфратытăмне вырăнти пуçарăва тĕпе хурса аталантармалли проектсене пурнăçласси» указпа килĕшÿллĕн Йăнтăрчă ял тăрăхĕнче кăçал 5 проекта ĕçе кĕртнĕ.
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 75 çул çитес умĕн паттăрсене асăнса лартнă палăксене тĕпрен юсанă, Йăнтăрчăри палăка çĕнĕ вырăна куçарнă.
Тенеялĕнчи ĕçмелли шывпа тивĕçтермелли башньăна улăштарнă. ПМК «Водоснабжение» общество хăйĕн ĕçĕсене вăхăтра пурнăçланă. Çĕнĕ башня ял халăхне те, «Новый путь» хуçалăха та таса шывпа туллин тивĕçтерет. Проекта ĕçе кĕртме 1 млн. та 66 пин тенкĕ тăкакланă.
Коммуналлă хытă каяшсене пухас, тирпейлес ыйтусем те айккинче юлман. Контейнерсем вырнаçтарма 27 лапам хатĕрленĕ. Пурĕ 54 контейнер лартнă. Малашне çÿп-çап сапаланса выртмĕ.
Источник: "Ял ĕçченĕ"