25 октября 2019 г.
Юпа уйăхĕн пуçламăшĕнче Йăнтăрчă ялĕнче пурăнакан Анна Воробьева патне 95 çул тултарнă ятпа ăшă салам сăмахĕсене çитернĕ.
Ял тăрăхĕн пуçлăхĕн çумĕ Алевтина Уськина, культура ĕçченĕ Софья Иванова пулнă салтак арăмĕ, хисеплĕ тыл ĕçченĕ патĕнче. Раççей Президенчĕн саламлă çырăвне вуласа панă, асăнмалăх парнепе чысланă. Çирĕп сывлăх, ачисемпе, мăнукĕсемпе савăнса, вĕсен пулăшăвне курса, тимлĕхне туйса 100 çула çитме суннă.
Анна Игнатьевна кун-çулне ял хуçалăхĕпе çыхăнтарнă. Тĕрлĕ ĕçе хутшăннă: ĕне те сунă, пахча çимĕç бригадинче те, тырă алланă çĕрте те вăй хунă. Мăшăрĕпе, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин участникĕпе Аркадий Даниловичпа, вунă ача çуратса ÿстернĕ, ĕçе хăнăхтарнă, ырă кăмăллă пулма вĕрентнĕ. Иккĕшĕ те обществăлла пурнăçа хутшăнса пынă.
Хура-шурне те сахал мар курма тивнĕ А.И.Воробьевана. Çак хушăра мăшăрне, ултă ачине ĕмĕрлĕхех çухатнă. Паянхи кун сумлă ватă ывăлĕн тимлĕхне, ытти çывăх çыннисен юратăвне туйса пурăнать.
Источник: "Ял ĕçченĕ"