Индырчский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ырă ят - ĕмĕрлĕхе

27 сентября 2019 г.

Ырă ят - ĕмĕрлĕхе

Шăхальти вăтам шкула вĕренсе пĕтернĕ хыççăн Роза виçĕ çул Кармал ялĕнчи библиотекăра вăй хурать, тавракурăмне анлăлатать. Ĕçре тупнă опыт кайран вĕренÿре питĕ кирлĕ пулнă ăна. И.Яковлев ячĕллĕ педагогика институтĕнче филологи факультетĕнче аслă пĕлÿ илнĕ. Кунта вĕсем пулас поэт-çыравçăсемпе Вениамин Тимаковпа (Сăхăтпуç), Михаил Тимушкинпа (Тикаш ялĕнчен), Ангелина Павловскаяпа (П.Енкасси) пĕрле вĕренеççĕ, вĕренÿри çĕнĕлĕхсемпе паллашаççĕ, пĕр-пĕрне пулăшса пыраççĕ. Килĕштерсе пурăнни чул хÿмерен те çирĕпрех тенĕ ĕлĕк ваттисем. Ĕç пĕрлĕх-ре ăнăçать. Алла диплом иличченех вăхăтлăха Шăхаль шкулне ĕçлеме яраççĕ вĕрентекенсем çитменнине пула. Институтран вĕренсе тухсан та Вăрмар районĕнчи Арапуç ялĕнчи вăтам шкулта ачасене 10 çул вĕрентет. Пĕр вăхăт Тикаш шкулне те вĕрентме çÿренĕччĕ, лара-тăра пĕлменскер, таçта та çитме ĕлкĕрнĕ. Çамрăк çыннăн вăй-халĕ çăлкуç шывĕ пекех тапса тăнă. Çивĕч ăс-тăнĕпе уйрăлса тăраканскер, мĕн пуррипе лăпланса ларма юратман. Мускав хулине çул тытать, аспирантурăра вĕренсе кандидат диссертацине ăнăçлă хÿтĕлет. Шăпа ăна кунта та паллă та ăслă çынсемпе тĕл пултарать. Наука ĕçченĕсем Филипп Семеновичпа Раиса Ивановна Цаплинсем хăйсем патне хваттере вырнаçтараççĕ. Унта Кремль больницинче тĕп терапевт-тухтăрта ĕçлекен Василий Сучков хăйĕн Андрей ятлă шăллĕпе пырса çÿренĕ. Вăл ун чухне Раççей юстицин министерствинче ĕçленĕ ?Кармал ялĕнчен%. Цаплинсем те, Сучковсем те чăвашсене питĕ хисепленĕ, нумайăшне аслă пĕлÿ илме хавхалантарнă. Чăваш чăваша пулăшас йĕрке ун чухне вăйлă аталаннă пулнă. Аспирантура хыççăн Роза Петрова-Ахтимирова тăван Шупашкара таврăнать. Халĕ ĕнтĕ университетра хăй студентсене вĕрентме пуçлать. Умри çулĕ малашлăха çивĕч куçĕ-пе пăхаканшăн уçăлсах пынă. Хăй тăрăшни те, эрудици анлăшĕн витĕмлĕхĕ те пулнах ĕнтĕ кунта. Пĕрлех литература ĕçне кÿлĕнет. Тишкерÿ ĕçĕсем çырать, кĕнекесем кăларать: «Чăвашсен ырă йăли-йĕркисем», «Юхма Мишши пултарулăхĕ тата халăх педагогики», «Ăсталăх тÿ-пинчен», «Ача-пăча сăмахлăхĕ», «Чăвашлăх управĕ» тата ыт.те.

Куçару ĕçне те питĕ пысăк тимлĕх уйăрать. Чăвашла куçарнă кĕнекисем: «Тăрă çăлкуçсен кĕвви», (Мелодии родникового края), «Хура кĕркунне» (Поздняя осень), «Шыв çинчи çăлтăрсем» (Звезды на воде), «Шурă лили» (Белая лилия) тата ыт.те. Калавсем, очерксем, монографисем шăрçалать. Чи малтанхи статйисем Вăрмар, Тăвай районĕсен «Хĕрлĕ ялав», «Ял ĕçченĕ» хаçачĕ-сенче пичетленеççĕ. Каярахпа республика шайĕнчи хаçат-журналта та кун çути кураççĕ. Вĕсене вуласа тишкерсен пурнăçра ыррине çителĕклех илме пулать. Пирĕн тĕп сăнар пурнăçри йывăрлăхсен чатăрне хăюллăн сирсе пырса наука тытăмĕнче пысăк ÿсĕмсем тума пултарчĕ. Тăван халăха хăйĕн çÿллĕ шайри ăс-хакăлĕпе туптанă çитĕнĕвĕсемпе савăнтарать. Ахальтен каламаççĕ çак сăмахсене: телейпе ăнăçу тÿперен тăкăнмаççĕ, вĕсене ĕçре тупмалла. Чăнлăхпа пĕр килекен питĕ тĕрĕс сăмах çаврăнăшĕ. Эпĕ Роза Николаевнана хамăн ентеш тесех хаклатăп, мĕншĕн тесен пирĕн районти Шăхальте ашшĕ те, хăй те вĕреннĕ. Арапуç ялĕнче те ĕçленĕ. Кукашшĕ, Тимофей Семенович, Вăрмарти пĕрремĕш милици

начальникĕнче тăрăшнă. 1935 çулччен вĕсен ялĕ Вăрмар районне кĕнĕ. Пархатарлă ĕçĕсемшĕн Р.Н.Ахтимирова медальсене, сумлă ятсене тивĕçнĕ: вăл - вĕрентÿ ăслăлăхĕн кандидачĕ, ЧР халăха вĕрентес ĕçĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Пĕтĕм тĕнчери педагогика академийĕн академикĕ, Марий Эл, Удмурт республикисен культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш наци премийĕн лауреачĕ, Раççей журналисчĕсемпе çыравçисен пĕрлĕхĕсен пайташĕ.

Прозаик, куçаруçă, литература критикĕ, доцент, методист. Пурне те çырса та пĕтереймĕн. Хаклă тăванăмăр, хисеплĕ ентешĕмĕр Роза Николаевна! Ÿлĕмрен те хаваслă кăмăлпа, çĕнĕ шухăш-ĕмĕтсемпе кĕтсе илмелле пултăр хĕвел çутиллĕ кашни çутă куна.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика