Индырчский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Аделинăпа йăмăкĕ

16 августа 2019 г.

Аделинăпа йăмăкĕ

Кĕçех çĕнĕ вĕренÿ çулĕ те çитсе пырать ĕнтĕ, эпĕ вара тăххăрмĕш класа пиллĕк паллăсемпе пĕтернĕ Аделинăпа çак таранччен те вăхăт тупса тĕл пулса калаçайманччĕ. Аделина - Тенеялĕнчи Валентина Николаевнапа Сергей Иустимович Павловсен виççĕмĕш ачи. Аслисем - Олесьăпа Денис - вĕренсе тухса хăйсене кăмăла каякан профессисем суйласа илнĕ ĕнтĕ. Олеся Хусанта фармацевта вĕреннĕ, унтах тĕпленсе пурăнать, çемьеллĕ. Денис информатикăна кăмăлланă, И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче пĕлÿ илнĕ, Çĕнĕ Шупашкарта халĕ. Аделинăпа унăн йăмăкĕ Дарина иккĕшĕ те Тенеялĕнчен кÿршĕллĕ Йăнтăрчă ялне çÿреççĕ, унта вăтам шкулта вĕренеççĕ, иккĕшĕ те отличницăсем.

Çакăнпа пĕрлех Аделина Чăваш Республикин Пуçлăхĕн стипендине илсе тăма та тивĕçлĕ пулнă.

Аделинăшăн кăçал питех те яваплă тапхăр пулнă: тăххăрмĕш класа вĕренсе пĕтернĕ май, унăн та, ыттисем пекех, тăватă патшалăх экзаменĕ тытма тивнĕ. Аделина тăваттăшĕнпе те пиллĕк илнĕ. Кунашкалли районĕпе те виççĕн кăна пулнă кăçал. Экзаменсене вара районĕ-пе 154-ăн тытнă.

-Экзаменсенче йывăр пулмарĕ-и/-ыйтатăп Аделинăран.

-Çук. Пăлханни пулсан та, хама шаннă эпĕ. Тăхăр класс тăрăшса вĕренни харама каймĕ тесе шутланă,-хуравлать вăл.

-Лайăх вĕренме кăмăллă-и?

-Паллах, пĕлнипе-пĕлменни пĕр мар ĕнтĕ. Лайăх вĕренсен малалла çăмăлрах.

-Мĕнле предметсене ытларах кăмăллатăн?

-Физикăна, математикăна, вырăс чĕлхипе литературине... Тĕрĕссипе каласан, пур предметпа та лайăх ĕлкĕрсе пырасчĕ тетĕп. Çавăнпа вăхăта та, вăй-хала та шеллеместĕп вĕренме.

-Камсем пулăшаççĕ вĕренÿре?

-Чи малтанах хамăн ÿркенмелле мар тесе шутлатăп. Паллах, учительсем нумай тăрăшаççĕ пирĕншĕн, вĕренекенсемшĕн: Надежда Генриховна Николаева, Анна Спиридоновна Степанова, ыттисем те - вĕрентекенсене пурне те ырăпа асăнас килет манăн. Паллах, атте-анне те, пиччепе аппа та айккинче тăмаççĕ.

-Пĕлетĕп-ха, аннÿ шкулта вĕреннĕ çулсенче пĕр хушă отличница пулнă, аçу та Çĕрпÿри техникума лайăх паллăсемпе пĕтернĕ. Пиччÿ акăлчан чĕлхипе пулăшать...

-Çавăнпа тав сăмахĕ калатăп та кашнинех.

-Тăхăр класс пĕтернисенчен чылайăшĕ малалла колледжсемпе техникумсенче вĕренме кăмăл тăвать. Эсĕ мĕнле шутларăн?-тетĕп Аделинăна.

-Эпĕ Йăнтăрчă шкулнех вуннăмĕш класа каятăп,-именчĕклĕн ăшă кулăпа хуравлать сăпайлă хĕр. -Вăтам шкул пĕтерсен тин малалла вĕренме каяс тетĕп.

-Кам пуласшăн-ха пурнăçра?

-Инженера вĕренесшĕн эпĕ.

-Дарина мĕне ĕмĕтленет?

-Вăл врач пуласшăн.

Хальхи пысăк технологи ĕмĕрĕнче анлă пĕлÿллĕ инженерсем питех те кирлĕ ĕнтĕ: промышленноçра та, строительствăпа ял хуçалăхĕнче те, ытти отрасльсенче те.

Çавăнпа Аделина çамрăклах хăйне пур енлĕ аталантарса пыма тăрăшать. Вăл - районти ача-пăча парламенчĕн членĕ, çавна май район пурнăçĕшĕн нумай усăллă ĕçе хутшăнать. Кăçалхи çу уйăхĕн варринче Чăваш Патшалăх Канашĕн депутачĕпе, «АККОНД» АО генеральнăй директорĕпе В.Н.Ивановпа тĕл пулни те питĕ асра юлнă унăн. Калаçу ăшă лару-тăрура иртнĕ. Валерий Николаевич ача-пăча парламенчĕн членĕсене мĕн вăл парламентаризм, мĕнле законсем йышăнни, вĕсене йышăннă чухне мĕне тĕпе хуни тата депутат ĕçĕ-хĕлĕ çинчен каласа панă. Çамрăксем чылай ыйту çине уçăмлă хуравсем илнĕ.

Вĕреннĕ чухне тĕрлĕ предметсемпе олимпиадăсене, конкурссене хутшăнма тăрăшать вăл, пĕрре çеç мар çĕнтерÿçĕ пулнă. Тăвайри музыка шкулĕнче те пилĕк çул ăсталăхне туптанă. Хĕр пуççăн кире спорчĕпе те кăсăкланать. Пултаруллă хĕр искусствăра та, спортра та пĕр хутчен кăна мар малти вырăнсене йышăннă. Йăмăкĕ, Дарина, ташă, самбо секцисене кăмăлланă.

Вĕренÿре çеç мар, обществăлла ĕçсенче те хастар пулнине, искусствăра тата спортра çитĕнÿсем тунине кура Аделинăпа Дарина Пĕтĕм тĕнчери «Артек» кану лагерьне те икшер хут кайма тивĕçнĕ. Çак пылак ĕмĕт пурнăçа кĕнĕшĕн паян кун та савăнаççĕ вĕсем, унти активлă та хаваслă, тĕрлĕ енлĕ пурнăçшăн тунсăхлаççĕ. Вĕсене унта Севастополь хулине, ытти паллă вырăнсене экскурсие, тĕрлĕ музейсемпе ярмăрккасене, парксене, фестивальсене, концертсемпе вăйăсене илсе çÿренĕ. «Артекра» нумай тус-юлташ тупнă, хăшĕ-пĕринпе паян кун та Интернет урлă çыхăну тытаççĕ. Аделина Краснодар крайĕнчен пынă Вероникăпа та туслашнă, иккĕшĕ пĕрле концертра чăвашла юрă шăрантарнă. Хыттăн алă çупса хавхалантарнă вĕсене.

Килте те алă усса лармаççĕ Аделинăпа Дарина, кил хуçалăхри пур ĕçе те тăваççĕ: выльăх-чĕрлĕх пăхаççĕ, ĕне сăваççĕ, пахчара тăрăшаççĕ, çимĕçсенчен тĕрлĕ сок, варени-компот хатĕрлеççĕ. Иртнĕ вырсарникун, эпĕ вĕсем патĕнче пулнă чухне, Аделина панулми сокĕ вĕрететчĕ. Пăхсах тăнăран, пĕтĕм кил карти, пÿрт умĕпе хыçĕ, тухса çÿремелли сукмаксем веçех чечек ăшĕнчеччĕ. Хăтлă кил-çуртне те типтерлĕхре тытаççĕ ашшĕ-амăшĕпе пĕрле. Кĕскен каласан, кашни пусăм юмахри пек.

Çавăн пек малашлă, пултаруллă ачасем çитĕнтереççĕ Тенеялĕнчи Павловсем. Сăмах майăн каласан, Валентина Николаевна, амăшĕ, ялта фельдшерицăра, ашшĕ, Сергей Иустимович, Çурçĕрте механикре тăрăшаççĕ, çемьеллĕ пурнăçра та, ĕçре те ачисемшĕн ырă тĕслĕх пулса тăраççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика