26 октября 2018 г.
«Медицина кашнин валли» - çитес виçĕ çула палăртакан çĕнĕ проект, вăл пациентсене лайăх пахалăхлă тата усă курма меллĕ медицина пулăшăвĕпе туллин тивĕçтерме май парать.
Ял çĕрĕнче фельдшерпа акушер пункчĕсем тăвас ĕç ăнăçлăн пурнăçланать. Çавна пула пĕлтĕр кашни тăваттăмĕш фельдшерпа акушер пунктне çĕнетрĕмĕр»,-тенĕ Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ЧР Патшалăх Канашне янă Çырура.
2013 çултанпа регионра пурĕ 152 ФАП тунă, çав шутран 27-шĕ 2017 çулта. Кăçал вара Чăваш Енри 16 районта пурĕ 25 модульлĕ фельдшерпа акушер пункчĕ хута каймалла.
Нумаях пулмасть пирĕн районти Йăнтăрчă ялĕнче çĕнĕ ФАП уçăлни пирки хаçатра пĕлтернĕччĕ. Унта кĕрсе тухма питĕ лайăх халь. Йĕри-тавра шурă тĕс хуçаланать. Р.Михайлова медсестра хавхаланса ĕçлет халь çĕнĕ çĕрте, ăшшăн калаçать, кашнин ыйтăвне татса пама тăрăшать. Тухас та килмест ялти фельдшерпа акушер пунктĕнчен. Республика, район ертÿçисене тав тăватпăр ялта пурăнакансене çавнашкал савăнтарнăшăн.
Источник: "Ял ĕçченĕ"