17 октября 2018 г.
Ӗнер Тăвай районӗнчи Йăнтăрчă ялӗнче савăнăçлă лару-тăрура çӗнӗ фельдшерпа акушер пункчӗ уçăлнă.
Сиплев çуртне çӗнӗ йышши оборудовани, сӗтел-пукан вырнаçтарнă. Сусăрсене унта ирӗклӗн кӗрсе тухма пандус пур. Чаплă объект хута кайнă ятпа ял çыннисене ЧР сывлăх сыхлавӗн министрӗ Владимир Викторов, район ертÿçисем, хăнасем саламланă. Малашне ФАПра 528 çын, çав шутра 81 ача сипленме, пулăшу илме пултарӗ. Ял район центрӗнчен аякра вырнаçнă май çак пулăм вӗсемшӗн уйрăмах пӗлтерӗшлӗ.
Источник: "Хресчен сасси"