28 сентября 2018 г.
Улянкă - районти пĕчĕк ял-сенчен пĕри. Вăрăм ĕмĕр-лисен йышĕпе ыттисемшĕн тĕслĕхпе палăрса тăрать. Акă, юлашки уйăх çурă хушшинче кунта виçĕ ĕç ветеранĕ 90 çулхи юбилейне паллă турĕ. Президентăн Тав çырăвĕсене парса саламланă вĕсене.
Иртнĕ канмалли кунсенче Ивановсен çемйинче уяв кĕреки тулли пулчĕ. Çемье пуçĕ 80 çулхи юбилейне паллă турĕ. Савăнăçлă кунпа ĕç ветеранне Йăнтăрчă ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Анатолий Семенов тата ялти ветерансен совечĕн председателĕ Людмила Михайловна ăшшăн саламласа çирĕп сывлăх, вăрăм та ырă кун-çул сунчĕç. Улянкăри «Мерчен» фольклор ушкăнĕ сумлă юбилярпа хăнасене илемлĕ юрă-ташăпа хавхалану кÿчĕ.
...Вăрçă ачин пурнăçĕ çăмăлах пулман. Çемьере пилĕк ача ÿснĕ. Ваня пĕчĕкренех пĕлÿ енне туртăннă. Йăнтăрчă шкулĕнче çичĕ класс пĕтерсен, Тăвай шкулĕнче экзамен тытса 8-мĕш класа вĕренме кĕрет. Вăтам шкула лайăх паллăсемпе вĕçлет. Унтан Сĕнтĕрвăрринчи вăрман хуçалăх техникумĕнче 3 çул вĕренсе алла диплом илнĕ каччăна маçтăр должноçне шаннă. Кунтанах çар ретне илнĕ. Мурманскра, «Новая Земля» утрав çинче салтак тивĕçне виçĕ çул радист пулса пурнăçланă вăл.
1962 çулта тăван яла таврăнать каччă. Канаш вăрман хуçалăхĕнче маçтăрта ĕçленĕ вăхăтрах Мускаври энергетика институчĕн Шупашкарти филиалĕнчен куçăмсăр майпа вĕренсе тухать.
1964 çулта пĕр урамри ĕç-чен те чипер хĕрпе - Валентина Ивановнапа çемье çавăрнă. 4 ачана - 2 хĕрпе 2 ывăлне - ура çине тăратнă Ивановсем.
Сăмах майăн, кил хуçи хĕ-рарăмĕ мĕн пенсие тухичченех тăван хуçалăхра бухгалтер ĕçне тÿрĕ кăмăлпа пур-нăçласа пынă.
И.Иванов 1967 çултан пуç-ласа канăва кайичченех Тăвайри «Сельхозтехника» пĕр-лешÿре инженер-механик должноçĕнче вăй хунă. Тăрăшулăхне, яваплăхне кура тĕрлĕ наградăсене тивĕçнĕ, сăнĕ районти Хисеп хăми çинче пулнă. Пенсире пулсан та Иван Иванович пурнăç таппипе мал ĕмĕтлĕн утать. 80 çулта тесе те калаймăн ăна. Килте ĕçсĕр лармасть, выльăх-чĕрлĕх пăхма юратать. Обществăлла ĕçсене хастар хутшăнать. Мăшăрĕ-пе пĕрле клубра, ялта иртекен пĕр мероприятинчен те юлмаççĕ. Ялти хисеплĕ ветеран çамрăк ăрушăн яланах ырă тĕслĕх пулса тăрать.
Иван Иванович, ял-йыш сирĕнпе мухтанать, сума суса пуç таять!
Çывхарса килекен ваттисен кунĕпе саламласа та çирĕп сывлăх, çăлкуç таппиллĕ вăй-хал сунатпăр сире Валентина Ивановнапа иксĕре.
Источник: "Ял ĕçченĕ"