20 июля 2018 г.
Кун хыççăн кун иртет, сиссе те юлаймастпăр çулталăк ăсаннине. Тин кăна урам тăрăх çара уран чупаттăмăр. Ачалăх та аякка кайса çухалчĕ. Ватăлса пынăçемĕн иртнĕ кунсем, çулсем куç умне тата уçăмлăрах тухса тăраççĕ.
Акă çăварни çитрĕ. Анне çапла калатчĕ: "Эпĕ çăварнире çуралнă", - тетчĕ. Асанне вара çăварнире пирĕнтен ĕмĕрлĕхех уйрăлса кайрĕ. "Шартлама сивĕре вилес марччĕ. Шăтăк чавакансене йывăр лекет", - манаймастăп унăн сăмахĕсене. Хăй каланă пекех пулчĕ. Хĕвеллĕ кун, тумла юхать. Асаннен мăнукĕ, Куçма тетен ывăлĕ Лекçей тете, çуна кỹлсе килчĕ. Тупăка çуна çине хучĕç те, масар еннелле тапрантăмăр. Эпир ĕнтĕ вĕт-шакăрсем. Вăрçă хыççăн ялта арçынсем, вăйпитти çынсем çукпа пĕрех. Вăрçă чарăннă-ха. 1947 çул çитрĕ. Çĕнтерỹ салтакĕсене ял çыннисем кĕтеççĕ. Таврăнкалаççĕ сывă юлнисем. Паянхи пекех астăватăп. Шăтăк чавма Гурий Гордеевичпа Иван Николаевич хĕрарăмсемпе кайрĕç. Иван Николаевич пирĕн вĕрентекен. Паян ун вырăнне пире Тимофей Терентьевич Терентьев вĕрентет. Юрă урокĕ. Класс юрлать, эпĕ куççуль юхтарса ларатăп, асанне тек çук-çке. Мĕн тери ăслă, ĕçчен асаннем кайрĕ пире хăварса. Унпа пĕрле пурăннă самантсем пĕрин хыççăн тепри шуса тухаççĕ куç умне.
Хама астума пуçлани. Таçта аякра вăрçă пырать. 1941 çул. Яла эвакуированнăйсем килме пуçларĕç. Пирĕн пата Иоганн Саакпа мăшăрне илсе пычĕç. Асанне вĕсене хĕрхенчĕ: "Çулĕ инçе, епле çитрĕç-ши? Хамăн ачасем таçта çỹреççĕ, те тутă, те выçă", - çапла каларĕ те сĕтел çине пуçламан çăкăрпа услам çу кăларса лартрĕ. Географи, истори вĕренмен асанне çак килнĕ çынсен çулĕ инçине ăçтан пĕлнĕ-ха? Эстонсем, Таллинран терĕç те-ха. Выçса çитнĕ пулас, çăкăр чĕлли çине услам çу сĕрсе бутерброд тесе çиме тытăнчĕç. Эпĕ асаннен саппунĕнчен тытнă та "бутерброд" тесе тăратăп. Ют сăмах, халиччен илтмен-çке. "Нумая пырĕ-и-ха бутерброд", - тет асанне.
Чăнах та, вăрçă тăватă çула пычĕ. Хăй ĕмĕрĕнче асанне Япун вăрçи, Пĕрремĕш тĕнче вăрçи, граждан вăрçи, выçлăх, финн вăрçи витĕр чăтса тухнă. Халĕ татах вăрçă. Кăмăлĕ ылтăн пирĕн асаннен. Çăм арласа парать Саак майрине (ячĕ питĕ йывăр та ялта ăна Саак майри тетчĕç). Вăл вара алă ăсти, кофта, тутăр çыхатчĕ çăм çиппинчен. Эпĕ вăл çыхса панă кофтăна улттăмĕш класа çитичченех тăхăнтăм. Ленинград, Таллин хулинчен килнисем кашни кун кĕтетчĕç хăйсен хулисене нимĕçсенчен хăтарасса. Асанне çĕр çывăрмасăр колхоз правленине радио итлеме çỹретчĕ. Ялта урăх радио пулман. Асра-ха пĕрре ирхине асанне пỹрте пырса кĕни, сивĕ сывлăш тĕпелех çитрĕ. "Хăвалаççĕ", - терĕ çирĕппĕн. Манран аслăрах Володя вырăн çинчен сиксе тăчĕ те: "Роза, Люся тăрăр. Нимĕçсене хăвалаççĕ",- тесе урай варринче ташша ячĕ. Ку 1941 çулхи раштав уйăхĕ пулчĕ. Çак çулхи тепĕр самант та асрах-ха. Анне урамран кĕчĕ те асаннене калать: "Çынсем сухари типĕтеççĕ Çĕпĕре кайма. Нимĕçсем халь-халь çитмелле теççĕ. Сан упăшку коммунист, сире чи малтан çакса вĕлереççĕ ĕнтĕ", - хурланса калаçать анне. Асанне итлесе пĕтерчĕ те çирĕппĕн çапла каласа хучĕ: "Ниçта та каймастпăр! - урипе пĕррех урайне тапрĕ. -Ку ман çĕршыв, эпĕ кунта çуралнă, çакăнтах вилетĕп". Çак сăмахсене илтсен, ял халăхĕ сухари типĕтме пăрахрĕ. Çĕпĕре каяс шухăш пĕтрĕ. Вăрçă пуçланнă çул тырă ăнса пулнă, халăх çăкăрлăччĕ. Вăхăт иртрĕ те иртрĕ. Аттен вăрçăра вилнĕ хучĕ килчĕ, асанне ĕненмерĕ. Эпир те аттене кĕтме пăрахмарăмăр.
Халăх çĕнтерỹ шанчăкĕпе пурăнать. Аннесем кунĕн-çĕрĕн колхозра. Пире, вĕт-шакăрсене, асаннесем пăхаççĕ.
Тата тепĕр самант. Пирĕнпе юнашар Битмăрса пỹрчĕ ларатчĕ. Хăйсене çемйипех Çĕпĕре янă пуян тесе. Çав пỹртре Воронеж хулинчен килнĕ хăрах алăллă ашшĕпе Лиза ятлă хĕрĕ пурăнатчĕç. Унăн амăшĕ бомба айне пулса вилнĕ. Асанне пире яланах пĕрле сĕтел хушшине лартса апат çитеретчĕ. Лиза вырăс, чăвашла пĕлмест. Выляттăмăр пĕрле, эпир те вырăсла перкелешме пуçларăмăр. Выçă марччĕ Лиза пирĕн асанне çумĕнче. Туслă пулнă халăх - вырăсĕ, эстонĕ, чăвашĕ. Таллина, Ленинграда, Воронежа хăтарчĕç нимĕçсенчен. Тăван çĕршыв пурне те хăй патнех туртать çав. Хăйсен хулисене хăтарнă-хăтарман кайма тытăнчĕç тăван енĕсене. Чи çывăх тăванĕсем пек уйрăлчĕç вĕсем пирĕн ял çыннисемпе. Вăрçă чарăнчĕ, эпир çĕнтертĕмĕр, питĕ çирĕп шаннă-çке çĕнтерессе асаннесем, халăха хавхалантарнă. 1945 çул асра юлчĕ ĕмĕрлĕхе. 1946 çулта эпир, çичĕ çулхисем, шкула кайма пуçларăмăр. Шкултан таврăннă çĕре асанне апат хатĕрленĕ пире валли. Аннесене эпир курман. Тул çутипе колхоза кайнă та сĕм çĕрле çеç киле таврăннă вĕсем. Мĕн чухлĕ салтак таврăнаймарĕ вăрçă хирĕнчен. Амăшĕсем пуçа усман, çирĕп пулнă.
Мана асанне вулама вĕрентнĕ. Уроксем хыççăн пир хутаçа çурăм хыçне çакса киле васкатăп. Асанне кĕтсе илет, сĕтел çине апат антарать. Халĕ ĕнтĕ тулли хырăмпа сĕтел хушшинчен тухатпăр. Халь урок тумалла. Эпĕ вулама тытăнатăп. "Хура лаша акара". "Ку пирĕн Буян-и?" - ыйтатăп эпĕ. Пĕлет-ха асанне аппа пăхакан бригада лашине, Буян ятлине, эпĕ юратнине. "Пирĕн Буян", - тет асанне. Аван вуланăшăн вăл мана мухтать.
Асаннепе ирттернĕ кунсем асрах. Çулла эпир унпа вăрмана ĕне çитерме, çырла, мăйăр татма çỹретпĕр. Асрах-ха, вăрмана пырса кĕрсенех кỹлĕ хĕррине пыраттăмăр. Асанне сассине илтсе кайăк хурсем, хăвалăхра пытанса лараканскерсем, ярăнса ишсе тухатчĕç. Асанне вĕсене çăкăр пăрахса паратчĕ. Эх, илемлĕччĕ кайăк хур чĕпписем. Вăрмана юратма, чун илемлĕхне, пуянлăхне курма вĕрентрĕ пире асанне.
Мĕнле кăна юмах пĕлместчĕ пулĕ тата асанне. Пире вара "Çеменпе арăмĕ", "Тăлăх хĕр" юмахсем ытларах килĕшетчĕç. Итлетпĕр те итлетпĕр.
Асаттепе асаннен пилĕк ывăл та пилĕк хĕр пулнă. Аслă хĕрĕ Марье аппа Нăрваша, Кайри касри Меркурий йыснана качча тухнăччĕ. Вĕсен пилĕк ывăл та икĕ хĕрччĕ. Виçĕ ывăлĕ - Ваçлей, Иванпа Петĕр тетесем вăрçăран таврăнайман. Павăлпа Ванькка тетесем чиперех çитнĕ.
Вăхăт иртет. Пỹрт умĕнчи йăмра тураттисем чỹречене перĕнетчĕç. Такам шаккать тейĕн. Асанне çывăрнă çĕртен тăратчĕ те Микула килчĕ пулĕ тесе тула тухса пăхатчĕ. Кĕтнĕ вăл пирĕн атте таврăнасса. Кĕтсе илеймерĕ.
1947 çул çитрĕ. Çăварни çывхарать. Пĕрре асанне аннене чĕнсе илчĕ. "Кин, каç тĕлĕк куртăм. Куçма (1942 çулта йывăр чирпе вилнĕ ывăлĕ) чỹречерен килсе шаккарĕ. Эрнеçĕр пыратăп тесе ятăм. Эрнеçĕр каятăп пулĕ", - терĕ. Эпир итлесе тăратпăр. Чип-чипер утса çỹрекен асанне пире пăрахса каять. Акă эрнеçĕр çитрĕ. Асанне каллех аннепе калаçать: "Кин, алкумĕнчи чăлантан сар çу чĕресне илсе кĕр-ха". Алкумĕнчи чăланта пирĕн виçĕ чĕрес ларать. Пĕринче - сар çу, тепринче - услам çу, виççĕмĕшĕнче - тăпăрчă. Асанне каланине итлесе анне сар çу чĕресне илсе кĕчĕ те пуçламан çăкăр тыттарчĕ. Асанне пире, мăнукĕсене, хăй умне лартрĕ. Çăкăр сăмсине касрĕ, сар çу сĕрчĕ. Володя пиччене çапла каласа тыттарчĕ: "Володя, эсĕ асли. Кил хуçалăха тытса тăма сана тивет. Çу сĕрнĕ çăкăр сăмси сана". Тепĕр чĕлĕ çине те сар çу сĕрчĕ. "Ку сире - Розапа Люся пил пачĕ. Каç пулчĕ. Яла качча тухнă хĕрĕсем - Альтук аппапа Улькка аппа - килчĕç. Эпир çывăрса кайнă. Асанне вара çав каçах ĕмĕрлĕхе куçне хупнă. Ирхине эпир çывăрса тăнă çĕре ăна çуса вырттарнăччĕ.
Элиме ятлăччĕ асанне. Вунçиччĕри хĕре асатте ăна Чỹкçырминчен Тенеяльне вăрласа килнĕ. Тĕне кĕмен чăвашсем пулнă. Асаннен амăшĕ ир вилнĕ. Пĕр ывăлпа икĕ хĕрне ашшĕ пĕчченех пăхса çитĕнтернĕ. Асанне вăтам пỹллĕ, çирĕп кĕлеткеллĕ хĕрарăмччĕ. Питĕ чипер, ĕçчен пулнă. Вăл тума пĕлмен ĕç пулман та пулĕ.
Асанне ăсанни çитмĕл çул çитрĕ. Халь те асрах вăл вĕрентсе каланисем, унăн пил сăмахĕсем. Яла качча тухнă хĕрĕн, Альтюк аппан, икĕ ывăлĕ вăрçăран таврăнчĕç - Тимушпа Петюк тете. Вĕсен ашшĕ таврăнаймарĕ. Çирĕпчĕ çав асанне. Пĕрре Петюк тете велосипедпа ярăнма аннерен ирĕк ыйтать. "Розана ярăнтарам-ха уй-хир тăрăх", - тесе. Вăрçă пуçланиччен атте нимĕçсен велосипедне туяннă пулнă. Атте таврăнасса кĕтсе анне ăна кĕлетре çăрапа питĕрсе усратчĕ. Петюк тетене ярăнма ирĕк пачĕ анне. Уя тухрăмăр. Петюк тете аллине хĕвелтухăçнелле тăсса кăтартать. "Куратăн-и çав яла? Мăрат вăл, вырăс ялĕ. Пирĕн ялтан ултă çухрăмра. Пĕтĕм Европăна çуран утса тухрăм, ултă çухрăмри Мăратра пулса курман", - терĕ. Эпĕ тĕлĕннипе: "Ăçта вăл Европа?" - тетĕп. "Питĕ аякра кунтан, хĕвеланăç енче", - хуравлать вăл. Петюк тетене çĕр хупланă пулнă, ăна шуса пыракан сестра кăна шинель аркине курса туртса кăларнă. Ленинградри вăрман хуçалăх академийĕнчен вĕренсе тухрĕ кайран, Карелинче вăрман хуçалăх министрĕнче нумай çул хушши ĕçлерĕ. Мана тăван тавралăхпа паллаштарчĕ, хăй те тунсăхласа çитнĕ ĕнтĕ. Асаннен мăнукĕсем хуçалăхра вăй хурса ĕçлерĕç. Демьян Александрович Александров вăтăр çул ытла "Новый путь" хуçалăха ертсе пычĕ. Павел Меркурьевич Меркурьев, Енĕш Нăрвашра ỹснĕскер, Марье аппапа Меркурий йысна ывăлĕ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ художникĕ. Тăвай район музейĕнчи трасса чавнине кăтартакан диорама авторĕ, 1941 çул. Пурĕ 82 çул пурăнчĕ асанне, çĕр çине телей кỹме килнĕ çын.
Элиме... Ячĕ те илемлĕ. Хăй те чапшăн пурăнман. 1944 çулта вунă ача çуратса ỹстернĕ амăшĕсене "Амăшĕ-героиня" ят пама йышăннă. Указ тухнă. Çав йывăр вăхăтра çĕршыв чысĕ, çĕнтерỹ малти вырăнта пулнă. Ывăлĕсем сывă таврăнасса кĕтнĕ. "Пилĕк ывăл ỹстертĕм. Хама пытарма пĕр ывăл та çук", - терĕ вилес умĕн асанне. Пирĕн асрах асанне хăй те.
Роза ПЕТРОВА-
АХТИМИРОВА.
Тенеяль-Шупашкар.
Источник: "Ял ĕçченĕ"