Индырчский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ачасен юратнă учителĕ

15 июня 2018 г.

 

Пĕрремĕш вĕрентекен... Камăн асĕнче асра юлман пуль çак сăнар; Паллах, кирек кам та ăна яланах ырăпа аса илет. Ара пĕлÿ тĕнчинче малтанхи утăмсем тума вăлах вĕрентет- çке. Алла ручка тытса пĕрремĕш сăмах çыратпăр-и, сыпăксене пĕрлештерсе вулатпăр-и - пĕтĕмпех пĕрремĕш учитель пулăшнипе пулать.
31 çул ĕнтĕ такăрлатать Йăнтăрчă шкулĕн сукмакне пуçламăш классен вĕрентекенĕ Ирина Ивановна Егорова. Çак вăхăт хушшинче миçе ачана ăс-тăн парса, пурнăçра тĕрĕс çулпа утма хăнăхтарса, ырă та тÿрĕ чунлă пулма вĕрентсе кăларман-ши вăл;
Канашри педагогика училищине пĕтернĕренпе Йăнтăрчă шкулĕнче вăй хурать Ирина Ивановна. Хăй суйласа илнĕ ĕçе тăрăшса, тÿрĕ кăмăлпа пурнăçласа пырать. Вăл ăста педагог. Уроксене çĕнĕ методикăна пăхăнса йĕркелет, тĕрлĕ мелсемпе усă курать. Унăн вĕренекенĕсем те хăйĕн пекех хастар та маттур. Пĕчĕк утăмсем туса малалла ăнтăлаççĕ, тĕрлĕ конкурссене хутшăнаççĕ, тĕпчев ĕçĕсем çыраççĕ, район тата республика шайĕнче иртекен интеллектуаллă вăйăсене хутшăнаççĕ - пур çĕрте те малти вырăнсене тухса çĕнтерÿçĕ ятне илеççĕ. Çавăн пекех шкулта иртекен мероприятисенчен те айккинче юлмаççĕ, яланах хăйсен пултарулăхне çÿллĕ шайра кăтартаççĕ.
Ирина Ивановна хăйĕн пĕлĕвне тăтăшах ÿстерсе пырать. Кашни çулах тĕрлĕ професси конкурсĕсене хутшăнать. Регион шайĕнче иртекен “Православи учителĕ” конкурс çĕнтерÿçи, лауреачĕ вăл, район шайĕнче иртекен пуçламăш классене вĕрентекенсен фестивальне çулсерен хутшăнса хăйĕн паха опычĕ-пе паллаштарать, çĕнтерÿçĕ ятне тивĕçет.
Çавăн пекех И.И.Егорова спортпа та туслă. Районта иртекен ăмăртусене хутшăнма вăхăт тупать. Унта та малтисен йышĕнче.
Ирина Ивановна тĕрлĕ тав хучĕсем илме тивĕçлĕ пулнă, вăл - ачасемшĕн юратнă учитель, ашшĕ-амăшĕшĕн çывăх юлташ. Çак кунсенчи сумлă юбилейĕпе чун-чĕререн саламлатпăр, татах та пысăк çитĕнÿсем сунатпăр ăна.

 

 
 

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика