26 июня 2018 г.
Ăна çак уйăхра тума тытăннă. Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн пуçарăвĕпе 2013 çултанпа республикăра 152 фельдшерпа акушер пункчĕ хута янă, çав шутран 7-шĕ - Тăвай районĕнче.
Йăнтăрчă ялĕнче тăваканни - саккăрмĕш. Сăвайлă никĕсне, каркасне вырнаçтарнă, пандуссем, карлăксем тăваççĕ. Çывăх вăхăтра стенисене хăпартса тăррине витĕç. Мĕншĕн тесен августра модульлĕ фельдшерпа акушер пунктне туса пĕтерме палăртаççĕ.
Йăнтăрчăра кивĕ медпункта 1988 çулта тунă пулнă. Ялта 528 çын, çав шутран 81-шĕ - ача. Ку фельдшерпа акушер пункчĕ Йăнтăрчă ял администрацийĕн территорийĕнче иккĕмĕш çĕнĕ ФАП пулĕ. Пĕрремĕшĕ 2015 çулхи августăн 28-мĕшĕнче Тенеялĕнче уçăлнă. Фельдшерпа акушер пункчĕ ял çыннисемшĕн чи çывăх сиплев учрежденийĕ пулса тăрать. Паянхи куна районта 23 фельдшерпа акушер пункчĕ ĕçлет.
Республика кунĕнче Красноармейски районĕнче те çĕнĕ ФАП уçаççĕ.
В.КОНОВ.
Источник: "Ял ĕçченĕ"