03 ноября 2017 г.
Пирĕн районта тăххăрмĕш теçеткене ваклакан çынсем сахал мар. Вĕсенчен пĕри - Тенеялĕнчи Зоя Николаевна Федорова.
Мăшăрĕпе икĕ ывăлпа виçĕ хĕр çуратса ÿстер- нĕ вĕсем. Шел, арçын вăхăтсăр пурнăçран уйрăлса кайнă. Халĕ З.Федорова кĕçĕн ывăлĕн çемйипе килĕштерсе пурăнать. Ыттисем тĕрлĕ çĕрте хăйсен йăвисене çавăрнă, çемьеленнĕ, ача-пăчаллă. Зоя Николаевна тивĕçлĕ канăва тухичченех “Новый путь” ЯХПКра тăрăшнă, пĕр ĕçе те тиркемен. Кашни çулах выльăх кăшманĕн пайне илнĕ, хăмла çинче ĕçленĕ, 5-6 йĕр пăхса тăнă. Ĕçченлĕхĕшĕн ăшă сăмахсемпе наградăсене тивĕçлĕ пулнă.
Юбилей вăхăтĕнче ачисемпе тăванĕсем пĕр кĕрекене пухăннă. Вĕсем нумай ăшă сăмахсем каланă. Йăнтăрчă ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Анатолий Семеновпа ăна пулăшакан Алевтина Уськина та хисеп тунă кинемее. Раççей Президенчĕн саламĕпе парне панă, çирĕп сывлăхпа канлĕ ватлăх суннă.
Источник: "Ял ĕçченĕ"