Индырчский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Марье аппан шăпи

29 декабря 2017 г.

Марье аппан шăпи

Ан кулян тăван, эс ан кулян
Ватлăх пăхнăшăн куçран.
Çăмăл пулман пирĕн Марье аппан пурнăçĕ, шăпи ĕмĕтленнĕ пек килсе тухман тесен те юрать. Пĕчĕк чухне шухăшсăр, телейлĕ ачалăх кунĕсем урăх сăрăпа сăрланнă. 
Саманари йывăр тапхăрта иртнĕ унăн ачалăхĕ: граждан вăрçи, выçлăх çулĕсем... Çемьери йывăрлăхсене пула виçĕ çул кăна вĕренме тÿр килнĕ. Савăнса выляса кулас вырăнне мĕн пĕчĕкренех аслисемпе пĕрле вăй çитнĕ таран ĕçленĕ, йăмăкĕсемпе шăллĕсене пăхнă. Нушаллă пурнăç ăна çулĕсене кура мар час çитĕнтернĕ.
Нумай вăхăт чирленĕ хыççăн унăн амăшĕ, Татьяна Андреевна, ир çĕре кĕнĕ. Çичĕ çулта пулнă вăл ун чухне, тĕлĕкри пек çеç астăвать ăна. Мăшăрне çухатнă хыççăн Павел Никифоровича çăмăл пулман тăватă хĕрне çитĕ-нтерме. Вăл тепре авланса Пелагеяпа пĕрлешсессĕн Марийăн тата виçĕ шăллĕ, йăмăк хушăннă. Сакăр ачаран тăватă хĕр те икĕ ывăл çитĕ-ннĕ вĕсем. Александра - чи асли, ун хыççăнхисем - Мария, Лидия, Анна, Владимир тата Николай.
1939 çулхи чÿк уйăхĕнче Мария кÿршĕллĕ Шăхаль ялне Онуфрий Юсманова качча тухнă. Анчах та телей- лĕ те савăнăçлă çулсем нумаях пыман. Хăрушă вăрçă пуçлансанах Онуфрие фронта илсе кайнă. 1944 çулхи раштав уйăхĕн 5-мĕшĕнче Латвири Вайнеде поселокĕ çывăхĕ-нче вăйлă çапăçура вилмеллех аманать. Пĕрлешсессĕн çамрăксем упăшкин тăванĕ-семпе пысăк çемьере пурăннă. Юратнă Онуфрий вăрçăра вилни çинчен хут илсен Мария хăйне упăшки килĕнче ытлашши туйнă. Çавăнпа та уйрăлса тухас, çурт лартас ĕмĕтпе пурăннă.
Мĕн пĕчĕкренех ĕçчен ÿснĕскер, йĕркене, тирпейлĕ-хе юратаканскер пĕрре те ĕçсĕр ларма пултарайман. Упăшкасăр хĕрарăмăн тума пĕлмен ĕç те пулман пуль. Хăех сухаланă, акнă, вырнă, çапнă, михĕсем йăтнă, выльăхсем пăхнă, вăрманта вутă каснă, çурнă, урапапа турттарнă, çăпата çыхнă, çип арланă, пир тĕртнĕ, алса-нуски çыхнă, çĕленĕ, ялти ĕçсене каласа пĕтереймĕн. Таса чунпа, таса туйăмпа пурнăç çулĕпе утнă.
Хĕллехи вăрăм кунсенче Мария Павловна час-часах хăйĕн хуçалăхĕ, кун-çулĕ çинчен каласа пама юратать. Сăмахласа ларнă май, вăл чăнах та пурнăçа юратакан çын иккенне туйса илетĕн. Çулĕпе çамрăк мар пулсассăн та питĕ тарават çын.
1963 çулхи пуш уйăхĕ-нче Мăнçырмари çĕвĕ мастерскойне ĕçе кĕнĕ, анчах та тепĕр сакăр уйăхран çĕвĕçсене Вăрмара куçараççĕ. Мария Павлова каялла Шăхальне таврăннă, колхоз кантурĕнче техничкăра тата хуралçăра вăй хунă. Мĕн пенсие тухичченех вăл хăйĕн юратнă ĕçĕнче тăрăшнă. Канăва тухсассăн та тепĕр вунă çул ял Совечĕн кантурĕ- нче техничкăра ĕçленĕ. Хăй çине тăнипе, тăванĕсем, ял-йыш пулăшнипе хăтлă çурт лартнă, ытти хуралтăсене те майĕпен хăй вăйĕпех çавăрнă.
Ăсталăхне кура савăнма та пĕлет пирĕн пултаруллă аппа. Ахальтен мар ĕнтĕ уяв ирттермелле, сцена çинче юрă юрламалла, хĕр çураçма каймалла, çакă кăткăс та тараватлă ĕçсем Мария Павловнасăр иртмен. Акă куç тĕлне сăн ÿкерчĕк пулчĕ: хĕрарăмсен ушкăнĕ, пуçĕсем çине хушпу-тухья тăхăннă, кăкăрĕсем çине тенкĕ-сем çакнă, пилĕкĕсем çине тĕрлĕ тĕслĕ лентăсем çыхнă. Вĕсен хушшинче тĕлĕнмелле уçă сасăллă хĕрарăм уйрăмах палăрса тăрать, аллисемпе сулла-сулла юрă кĕввипе килĕшÿллĕ урисемпе тапăртатнăн туйăнать. “Çапла, юрă маншăн чун уççи, хĕлхемĕ пулнă. Вăл тунсăха сирет, хавхалану кÿрет”, - тет çулĕсене кура мар маттур хĕрарăм.
Çитес çулхи кăрлач уйăхĕн 6-мĕшĕнче Мария Павловна Павлова 99 çул тултарать. Ăраскал ăна çĕр çинчи чи çепĕç “анне” сăмах илтме памарĕ пулин те, ăна паян Октябрь выçăлккинчи иккĕмĕш сыпăкри йăмăкĕн Елизавета Сергеевнан Владимир ывăлĕ-пе Татьяна кинĕ, Сергеевсем, пăхаççĕ. Пурнăçра пĕр-пĕринпе килĕштерсе, тăвана пулăшса пынине мĕн çиттĕр; Ватта хисеплекен телейлĕ пулать, теççĕ. Ку вăл ытахальтен каланă сăмах мар. Халăх сăмахлăхĕнче çакă хăйне евĕрлĕ тĕнчекурăм, пин-пин çын ăсĕ. Ватă çын вăл - иртсе кайнă кун-çул, истори, тахçанхи пурнăçăн хут çине çырман летопиçĕ.
Тăрăшулăхне кура - хисепĕ. Мария Павловнана тĕрлĕрен Хисеп грамотисем, вăрçăн юбилейлă çичĕ медалĕпе тата “1941-1945 çулсенчи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче хастар ĕçленĕшĕн” медале парса чысланă.
Çулсем иртеççĕ сисĕнмесĕр,
Кирлех-ши уншăн кулянма;
Сывлăх тăтăр иксĕлмесĕр,
Çĕр çул сунатпăр пурăнма.
Саламлатпăр, чунтан саламлатпăр
Çитсе пыран çуралнă кунпа.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика