Индырчский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пурнăçа юратать

26 сентября 2017 г.

Пурнăçа юратать

Пирĕн республикăра кăçалхи çула амăшĕ-пе ашшĕне халалланă. Çавна май çемьесене ытларах тимлĕх уйăраççĕ халь. Нумай ачаллисем, паллах, пирĕн хисепе тивĕçнĕ.
Тăвай енри çемьесемпе те сахал мар ĕç туса ирттереççĕ, ашшĕпе амăшĕсене ачисене çитĕнтерме пулăшаççĕ.
Йăнтăрчă ялĕнче те нумай ачаллă çемье чылай. Вĕсенчен пĕри - Анна Игнатьевнапа Аркадий Данилович Воробьевсен çемйи. Вунă ача пăхса çитĕнтернĕ мăшăр. Нина, Таисия, Анатолий, Николай, Михаил, Исай, Валерий, Петр, Владимир, Юрий ятсем панă мăшăр ывăл-хĕрĕсене. Шел, çемье пуçĕ тата ултă ачи çутă тĕнчерен уйрăлса кайнă халь.
Анна аппа пурăнать-ха, Владимир ятлă ывăлĕ пăхать ăна. Нумаях пулмасть ялти хисеплĕ ватăпа тĕл пулса калаçма тÿр килчĕ. Эпĕ пырса кĕнĕ чухне вăл таса çивиттисемлĕ кравать çинче канатчĕ. Калаçма юратать кинемей, ыйту çине тĕрĕс хурав парать. Хăйĕн кун-çулĕпе кĕскен паллаштарма сĕнтĕм ăна. Тăрса ларса хаваспах пуçăнчĕ калаçăва.
-Ача чухнех пурнăç йывăрлăхне тÿсме тиврĕ. Виçĕ пĕртăван, виçĕ хĕр аннесĕр юлтăмăр. Çавăнпа çамрăклах ĕçе кÿлĕннĕ, колхозра апат пĕçернĕ çĕрте тăрăшнă. Ялти фельдшерпа акушер пунктĕнче те çынсене йышăннă, сывлăха упрассипе тĕрлĕ сĕнÿсем панă. Ĕлĕк ялтах тĕрлĕ ĕç тума пулăшнă эпир, пĕрне те тиркемен. Хăмла çинче ĕçленĕ, çуллен 10-12 йĕр пăхса тăраттăмăр, - çапла ерипен уçрĕ асаилÿ кĕнекин страницисене Анна аппа.
Ывăлĕсене салтака ăсатса хаваспа кĕтсе илни, хĕрĕсене аслă çул çине тухма пулăшса çемьелентерни пирки хаваспа каласа кăтартрĕ вăл. Сывă пурăнакан ачисем канмалли кунсенче яла килсе каяççĕ иккен, амăшĕ çывăхĕнче пулма тăрăшаççĕ.
Анна Игнатьевна юпа уйăхĕн саккăрмăшĕ-нче 93 çул тултарать ?сăн ÿкерчĕкре/.
-Мĕн тумалла сирĕн пек нумай пурăнас тесен; - кăсăклантăм эпĕ.
-Пурнăçа юратмалла. Вуннăмĕш теçеткене ваклатăп пулин те, татах пурăнас килет. Çамрăксем епле маттур халь, пурнăçĕ епле ырă тата ĕлĕкхипе танлаштарсан. Çавăнпа 100 çулах çитесшĕн-ха, - çавнашкал хурав пачĕ Йăнтăрчăри Анна Игнатьевна Воробьева.
-Ĕмĕрÿн тымарĕ тата вăрăмрах пултăр, ан чирле, - тесе сывпуллашрăм юлашкинчен пурнăçа юратакан хĕрарăмпа.

 

 
Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика