Индырчский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пултаруллă Наталия Петровна

04 августа 2017 г.

Çуллахи кун. Çутçанталăк хăй илемĕпе тĕлĕнтерет. Улăхра кашни чечек-курăкăн хăйĕн сăнĕ, илемĕ. Таврана ырă шăршă сарăлнă. Кил картинчи автансем куккукпа ăмăртса авăтаççĕ, инçетре шăпчăк сасси илтĕнет, ăшă хĕвел те йăвашшăн хăпарать тÿпене. Пĕчĕк ял ыйхăран вăраннă ĕнтĕ.
Вăрăм та яштака пÿллĕ, кăвак куçлă, кăштах кăтра çÿçлĕ хĕрарăм анкарти хыçĕ- нче ирех хăй лартса ÿстернĕ пахча çимĕçпе киленет. Мана асăрхарĕ те шăнкăрав пек уçă сассипе ырă ир пулнипе саламларĕ. Эпир унпа нумайччен кăмăллăн калаçса тăтăмăр.
Хĕвел пайăркисем майĕпен сапаланса çĕре ыйхăран вăратаççĕ. Хĕвел тухнă май, Кĕтне тăрăхĕнче тĕтре сарăлать. Вăл, çÿлелле хăпарнă майăн, хăйĕн лăпкă пайăркисемпе курăксем çине ачашшăн пăхать, вĕсем хирĕç пин-пин çутăпа ялкăшаççĕ. Анчах сывлăм нумайччен тытăнса тăмасть, минутсерен сахалланса пырать. Çав тери лăпкă-çке ирхи вăхăт, çутçанталăк сывлама чарăннăн туйăнать. Нумай та вăхăт иртмерĕ, ирхи шăплăх çухалчĕ, йĕри-тавра кайăксем юрлани, выльăх-чĕрлĕх сассисем илтĕнме пуçларĕç. Вĕсем хаваспах çĕнĕ куна кĕтсе илеççĕ. Хĕвел те паян вĕри пуласса систерсе ăшăта пуçларĕ.
Выççăлкка хуторĕнче пĕр урам кăна. Икĕ енĕпе илемлĕ те мăнаçлă çуртсем вырнаçнă. Пÿртсем умĕнчи чечек пахчисем илĕртеççĕ иртен-çÿрене.
Ял вĕçĕнче мăнаçлă çăл тапса тăрать. Малтан вăл пысăках мар кÿлле юхса кĕрет, унтан вара васкамасăр Кĕтнепе пĕрлешет.
Вулакансене манăн аса илнĕ хĕрарăмпа паллаштарас килет. Пĕчĕккĕ чухне ăна Наташа тесе чĕннĕ. Тен, çавăнпах паянхи кун та ăна упăшки çепĕççĕн те юратса Наташ тет. Наталия Петровна Петрова - районта паллă çын. Çурла уйăхĕн 5-мĕшĕнче Тăрмăш ялĕнче çуралнă. Ыран унăн сумлă юбилейĕ.
Наталия Петровна тĕлĕ-нмелле ырă та ăшă чун-чĕ-реллĕ, хитре хĕрарăм. Унăн вăрăм та яштака пĕвĕ хăйне майăн илĕртет, сăпайлă- хĕпе тыткăнлать. Килĕштернипе ялти çынсем ăна: “Пирĕн Акăш”, - теççĕ. Калаçма кăмăллă унпа. Пĕррехинче каç пулттипе тĕл пулсан Наталия Петровна çапла хушса хунăччĕ: “Каллех кун иртрĕ”. Мĕн шутланине кун-каçипе туса çитерейменнине пĕлтерчĕ ĕнтĕ ку. “Кун иртмест, ĕмĕр иртет”, - хуравларăм вара эпĕ хирĕç.
Ĕмĕр пĕрре килет, ăна сумлă, тивĕçлĕ пурăнса ирттермелле, - çак тĕллевпе пурăнать те Наталия Петровна.
Саманари йывăр тапхăрта иртнĕ унăн ачалăхĕ: вăрçă, выçлăх çулĕсем. Ашшĕ, Петр Игнатьев, çапăçу хирĕнчех выртса юлнă. Амăшĕ, Наталия Моисеевна, хĕрĕпе икĕ ывăлне пĕчченех çитĕнтернĕ. Çăмăл пулман унăн ачалăхĕ, ирхи шуçăмпа колхозра ĕçе пуçăннă та каç пулсассăн çеç вĕçленĕ: тырă вырнă, çум çумланă, утă çулнă...
Наталия Петровна хăйне мĕн астăвассах юрлама юратнă. Нил Дмитриевич Казаков ертсе пыракан шкул хорне çÿренĕ. Енĕш Нăрвашри вăтам шкултан вĕренсе тухнă хыççăн чунĕ туртнипе Канашри педагогика училищин музыка уйрăмĕнче пĕлÿ илме пуçланă.
- Вĕренме питĕ йывăрччĕ, вылямалли инструментсем çитместчĕç, фортепианăпа калама черет йышăнса училищĕре çĕр каçни те пулнă, - аса илет студент чухнехи пурнăçне. - Орлов-Шуçăм композитор халăх хорĕ йĕркелерĕ. Питĕ илемлĕн шăранатчĕç вĕсен юррисем. Хор валли солистсем шыранине пĕлсессĕн, эпĕ те хама тĕрĕслесе пăхма шут тытрăм.
Мĕн тетĕр, шăпах Тăрмăш ялĕн маттур пикине суйласа илнĕ те композитор. Солистка вара хорпа Мускав хулине те çитнĕ. Кремльти Колонна залĕнче юрлани халĕ те унăн асĕнчех-ха. Хитре сассипе тыткăнланă вăл унти куракансене.
1961-1963 çулсенче Чăваш филармонийĕн юрăпа ташă ансамблĕнче ĕçлеме тÿр килнĕ ăна. Çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесне, Улан-Удэ хули таранах çитсе курнă пултаруллă юрăç. Калаçу çăмхи малалла сÿтĕлчĕ.
- 1963 çулта Хусанти педагогика институчĕн химипе биологи уйрăмне вĕренме кĕтĕм. Унта та музыка ĕçне пăрахмарăм, факультетра хор коллективĕ йĕркелерĕм, - иртнине куç умне кăларчĕ вăл. - Алла диплом илсессĕн, Иркутск облаçĕнчи Тулун хулинче ачасене хими вĕрентме пуçларăм.
Чунĕ çуралнă кĕтесех туртнă ăна. Тăван яла таврăнсан, Тăрмăшри вăтам шкула ĕçлеме вырнаçнă. Уроксем хыççăн ачасен хорĕпе ĕçленĕ. Н.Петрова ертсе пыракан хор Шупашкарти смотр-конкурса хутшăнса республикăра малти вырăна тивĕçнĕ. 1972 çулхи авăн уйăхĕнче Наталия Петровна Тăвай райĕçтăвкомĕн культура пайĕн заведующийĕ-нче ĕçлеме пуçланă. 14 çул ăнăçлă ертсе пынă вăл районти культура пайне. Çав вăхăтра çĕнĕрен те çĕнĕ клубсем çĕкленсе ларнă, тĕрлĕ енлĕ ăсталăх ушкăнĕсем çуралнă. Районта 8 çул Чăваш академи театрĕн филиалĕ ĕçленĕ. Çулленех хор тата театр коллективĕсен, предприятисемпе организацисенче тăрăшакансен смотр-конкурсĕсене йĕркеленĕ.
Хăйне те тăтăшах сцена çинче кураттăмăр. Халăх яланах ăшшăн йышăнатчĕ.
- Юрă - маншăн чун уççи, хĕлхемĕ. Вăл тунсăха сирет, хавхалану кÿрет, - тет вăл.
Пуçаруллăхĕпе ăсталăхне кура ăна 1985 çулта “Чăваш АССР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ” хисеплĕ ята панă.
Юлашки çулсенче Наталия Петровна Чăваш Республикин культура министерствинче кадрсен пайĕнче вăй хунă, 1995 çулта тивĕçлĕ канăва тухнă.
Ватăлма шутламасть пирĕн Акăш, çуллахи вăхăтра Октябрь выççăлккинче пурăнать, пахчара ĕçлеме юратать. Мăшăрĕ - Михаил Яковлевич Иванов. 70 çул тултарнă пулсассăн та Шупашкар хулинче адвокат ĕçĕнчех-ха.
Палăртса хунисем сахалах мар пулĕ сирĕн, Наталия Петровна. Вĕсем вара пурнăçа кĕрсех пыччăр.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика