04 августа 2017 г.
Тенеяльсем тахçантанпах выльăх-чĕ-рлĕх усраççĕ. Кунти “Новый путь” колхоз ĕнесен продуктивлăхĕпе тата кашни 100 гектар çĕр пуçне сĕтпе аш-какай туса илессипе хăй вăхăтĕнче çуллен малтисен шутĕнче пулнипе палăрса тăнă. Ĕçре хастар выльăх-чĕрлĕх пăхакансене колхоз кĕпе çăвакан машинăсем, телевизор таранах парса хисеп кÿнĕ, чыс тунă.
Паянхи “Новый путь” ял хуçалăх производство кооперативĕ те выльăх-чĕ-рлĕх ĕрчетессине вăй çитнĕ таран аталантарса пыма тăрăшать. Юлашки вăхăтра кунта мăйракаллă шултра выльăхсен йышĕ 100 пуçран иртнĕ, çав шутран сăвакан ĕнесем 60 пуçа çитнĕ. Пăрусем те ытларах пăхса илнĕ. Шел, сыснасем усрасах каймаççĕ халь пирĕн тăрăхра, çав шутра “Новый путь” хуçалăхра та. Тенеяльсем кашни тĕп амаран çурасем пăхса илессипе ялан тенĕ пекех малта пулнă. Тур меслечĕпе çăвăрлаттарнă вĕсем сыснасене, çурасене куçран вĕçертмен çав вăхăтра.
Унчченхи хастарлăх халĕ те хĕмленет тенеяльсенче. 2017 çулхи пĕрремĕш çур çулта, çапла, тĕслĕхрен, ферма продукчĕсем иртнĕ çулхи çав тапхăртинчен ытларах та туса илнĕ: сĕт хисепĕ 164,8 тоннăна ?103,3 процент/, аш-какай 3,5 тоннăна ?152 процент/ çитнĕ. Танлаштарăпăр: кÿренмелле ан пултăр та, анчах Тăрмăшри Ленин ячĕллĕ ял хуçалăх кооперативĕнче Тенеялĕнчинчен нумайрах выльăх-чĕрлĕх усраççĕ пулсан та, кăçалхи январь-июнь уйăхĕсенче сĕт 100,6, аш-какай 3,1 тонна кăна туса илнĕ. Уйрăмлăхĕ те, ĕç тухăçлăхĕ те камăн епле пулни куçкĕрет.
Халĕ те Тенеяль ферминчи ĕнесем сĕт аван параççĕ. Пăвансем чăрмав-ха ĕнтĕ выльăхсемшĕн, анчах вĕсем Иллентен пĕтсе пымалла. Ĕнесене фермăра Луиза Гурьева, Лариса Зарубина, улăштараканни Надежда Зайцева дояркăсем тата Владимирпа Владислав Гурьевсем - пĕртăван кĕтÿçĕсем пăхнине пĕлетпĕр. Ĕнесене нумай çул ÿсекен курăксен уйĕнче кĕтеççĕ
Хальхи вăхăтра “Новый путь” хуçалăхра выльăх апачĕ хатĕрлеççĕ, “400 утă рулонĕ туса хунă уйра. Типĕ-ре пухса рулонлама май килчĕ”,-терĕ хуçалăхри Олег Анисимов бригадир. Вăлах - складсен заведующийĕ те. Олег Львович хальхи вăхăтра Андрей Гурьев тракторист жаткăпа малалла люцерна çулнине каларĕ. Хăйсен рулонлă пресс-подборщикне тÿрлетсе янине те хаваспах пĕлтерчĕ. Унпа Евгений Ермолаев рулонсем тăвĕ. Çакна та хыпарларĕ бригадир: “Председатель ?ку ĕнтĕ - Владислав Николаевич Ананьев - авт./ çаран курăкне те çулса пухас шухăшлă”,-терĕ. Эппин, çине тăмаллах.
“Люцерни те çук мар-ха. Анчах унран сенаж хывасшăн. Хуçалăхăн хăйĕн кăна вăйĕ çитеймест. “Акконд-агро фирма” общество пулăшсан çеç”,-ĕмĕтленет Олег Львович.
Фермăри, хуçалăхри чылай ĕçре бригадăра тăрăшакансем - Светлана Григорьева, Валентина Ильина, Алевтина Михайлова, Вячеслав Ильин пулăшнине те асăнчĕ вăл.
Хуçалăхăн кăçал тырă та чылай лаптăкран пухса кĕртмелле, кĕрхи ыраш кăна 72 гектар йышăнать. Унсăр пуçне уйсенче çурхи тулă, урпа, сĕлĕ çитĕнет. Комбайн вара пĕрре çеç. Ăна халĕ Михаил Витальевич Моисеев юсать. МТЗ-1221 трактор та нумайранпа юсав ыйтать. Хуçалăх ĕçĕсенче кирлĕ пулать тесе Владимир Ермолаев гусеницăллă ДТ-75 трактора тÿрлетсе хатĕрленĕ. Сенаж массине таптаса пусăрăнтармалла пулĕ-и унта е уйсем пушансан çĕр сухалама тивĕ - юсавлă техника ĕçсĕр тунсăхласа лармĕ. Çунтармалли-сĕрмелли япаласем пур техника валли. Вырмана вара паян-ыранах тухаймĕç-ха тенеяльсем - тĕшĕсем çемçе, малтан вĕсен пулса, хытса çитмелле. Хăшне-пĕ- рне, тен, çулса кушăхтарса пултарĕç.
Источник: "Ял ĕçченĕ"