Индырчский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Таса çăлкуç

18 июля 2017 г.

Тенеяль хуторĕ (Октябрь выçăлки) районти чи пĕчĕк ял шутланать. Çулĕпе те вăл çамрăк-ха. Нумай пулмасть ялăн 90 çулне паллă турăмăр.
Юлашки çулсенче чылай улшăну пулса иртрĕ ял урамĕ-нче. Ялта халĕ асфальтлă çул, пур килте те “сенкер çулăм” çунать, çĕнĕ те хăтлă çуртсем çĕкленеççĕ. Кăçал, акă, Егоровсем çĕнĕ çурт хăпартрĕç. Илемленсех пырать тăван кĕтес.
Эпир хамăрăн шарласа юхакан çăл шывĕпе чăннипех те мухтанатпăр. Аякранах хăй патне йыхăрать вăл. Ăна эпир “Чĕрĕ çăлкуç” тесе ят патăмăр. Тапса тăракан шыв кÿ-лле юхса тухать ?сăн ÿкерчĕ-кре/. Унта вара çу тăршшĕпех хур-кăвакал ишсе савăнать.
Çăл патне пыма анлă çул сарнă. Унăн икĕ енĕпе тăршшĕпех çамрăк хурăнсен аллейи хывăннă. Сиплĕ шыв юхакан таканасене те çĕнĕрен улăштарнă.
Çăл çумĕнче канмалли вырăн та пур. Ăна кăçал çĕнетнĕ: çĕнĕ сĕтел, саксем вырнаçтарнă. Çак ĕçсене ытларах В.Сергеевпа В.Александров туса пыраççĕ, пысăк тав вĕсене пархатарлă ĕçшĕн!
Эпир уявсене, хамăрăн паллă кунсене çăл патĕнче ирттерме тăрăшатпăр. Çут çанталăк илемĕпе киленетпĕр, кайăксен юррине итлесе савăнатпăр. Чăннипех те канма çав тери ырă ун таврашĕ-нче, çавăнпа та çак кĕтесе татах та илĕртÿллĕрех тăвас килет. Хăнасене те, ытти çĕртен курма килекенсене те хăйсен асамлă вăйĕпе хăй патне турттăр. Ку енĕпе малтанхи утăмсене тунă та. Акă, кÿ-ршĕсем, Тутар республикинче пурăнакансем, кунта час-часах пулаççĕ: ларса канаççĕ, сиплĕ çăл шывне ĕçсе киленеççĕ. 
Пирĕн ял Кĕтне юхан шывĕ-пе юнашар вырнаçнă май, пулăçсем иртсе çÿреççĕ, çăл патне кĕрсе унăн тутлă шывне тутанмасăр иртмеççĕ вара. Ялти çут çанталăк палăкĕ тесе калас килет çак вырăна.
Ял çумĕнчи çаранта çĕр çырли пиçрĕ. Эпир яланах пирĕн пата çырла татма, пулă тытма, тутлă шыв ĕçсе киленме хăнасене йышăнма хавас. 
Тарăн та таса Хутор çăлĕ таптăр ĕмĕрех.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика