14 июля 2017 г.
Улянкăра пурăнакан Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранне Григорий Иванович Иванова 90 çулхи юбилейĕпе саламлама хăна-вĕр- ле чылай пухăннă.
Вăтам пĕлÿ илнĕ каччăн ĕç биографийĕ “Заря” колхозра çырăннă. Хаяр вăрçă пынăран тыл фронтшăн ĕçленĕ. Григорий нимĕнле ĕçрен те пăрăнман. 1944 çулхи ноябрь уйăхĕ-нче ăна салтака илнĕ. Çав çултанпа Лăпкă океан флочĕн 152 артиллери дивизионĕн артиллери полкĕн наводчикĕ пулнă. 1945 çулта милитаристла Японие хирĕç пынă çапăçусене хутшăннă. “Японие çĕнтернĕшĕн”, “Çапăçури паллă ĕçсемшĕн” медальсемпе пĕрле Япони çарĕсене çапса аркатма хăюллă хутшăннăшăн СССР аслă главнокомандующин Тавне илме тивĕç пулнă. Паян вара кăкăр тулли тĕрлĕ наградăсем ялкăшаççĕ. Çар службинчен лейтенант званипе тăван тăрăха таврăнса райĕçтăвкома вырнаçнă. Кадрсем енĕпе ĕçлекен сектора ертсе пыма шаннă ăна. Унтан Г.Иванов 1967 çултан пуçласа 1984 çулччен районти шалти ĕçсен пайĕн госпожнадзор инспекцийĕн начальникĕнче тÿрĕ кăмăлпа тăрăшса майор званипе пенсие тухнă. Халĕ подполковник вăл.
Григорий Иванович ĕçтешĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе кăсăклансах тăнă. Шкулсенчи тĕл пулусене, уявсене тăтăшах хутшăннă. Халĕ пит тухсах çÿреймест. Кăçалхи ака уйăхĕнче, пушар хуралĕн ĕçченĕсен, çĕнтерÿ кунĕсем умĕн, хăй ĕçленĕ коллективран килне пырсах саламланă ăна.
Григорий Ивановичпа Елизавета Петровна хĕрпе ывăл пăхса ÿстернĕ. Шел те, мăшăрĕ çĕре кĕнĕ ĕнтĕ. Юбиляр ывăлĕн çемйипе пурăнать. 7 мăнукпа 5 кĕçĕн мăнукĕн çитĕнĕвĕсемшĕн савăнать.
90 çул тултарнă ятпа районти хисеплĕ ĕçпе вăрçă ветеранне райадминистрацин вĕрентÿ пайĕн ертÿçи О.А.Ломоносов, Йăнтăрчă ял тăрăхĕн пуçлăхĕн çумĕ А.И.Уськина, Тăвайри пушар чаçĕпе надзор ĕçĕсен пайĕн начальникĕсем Н.Г.Павловпа В.В.Михайлов, вăрçăпа ĕç ветеранĕсен районти тата Улянкăри совечĕсен председателĕсем Р.А.Гуринапа Л.П.Михайлова саламланă, çирĕп сывлăх, нумай çул пурăнма ырлăх, канлĕ те ăшă кунсем суннă. Сумлă юбиляра Раççей Президенчĕн В.В.Путинăн саламлă çырăвне, асăнмалăх парнесем панă.
Çулĕсем пур пулин те чун-чĕрипе хавхалануллă-ха Григорий Иванович. Аслă çĕнтерÿ уявĕ ячĕпе иртнĕ районти митингра сăмах каланă, çĕр çинчи миршĕн, тăнăçлăхшăн кĕрешнĕ юлташĕсене аса илнĕ. Улянкăра пурăнакан ветеран хăйĕн пархатарлă та мухтавлă пурнăç çулĕпе пулас ăрушăн паттăрлăх тĕслĕхĕ пулса тăрать. Тепĕр хут юбилейпе саламласа 100 çултан иртичченех сывлăхлă пурăнма сунар шурă çÿçлĕ салтак-ветерана.
Источник: "Ял ĕçченĕ"