17 марта 2017 г.
Йăнтăрчă ял тăрăхĕн территорийĕнче пурăнакан хĕрарăмсене куратăр ку сăн ÿкерчĕкре. Тенеяль, Улянкă, Йăнтăрчă ялĕсенче пурăнакан хĕрарăмсем хăйсен пушă вăхăтне пĕрле хаваслă ирттереççĕ.
Елена Ивановна Андреева культура çуртĕнче тăрăшать, тăтăшах тĕрлĕ мероприятисем йĕркелет. Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунне те çÿллĕ шайра ирттерчĕç вĕсем. Анчах малтан вăл Шупашкарти пир-авăр комбиначĕн училищине вĕренсе пĕтернĕ, хулара ĕçленĕ. Унтан ялти ясли-садра тата шкулта тăрăшнă. Хальхи ĕçĕпе те кăмăллă вăл: культорганизатор. Мăшăрĕпе, Владимир Михайловичпа тăватă, ача пăхса çитĕнтернĕ Елена Ивановна. Аслă ачисем вĕренсе специальноç илсе пурнăç çулĕ çине тухнă. Тĕрлĕ профессие кăмăлланă вĕсем. Чи кĕçĕнни вара, Мишша, ялти шкула виççĕмĕш класа çÿрет. Икĕ мăнук савăнтарать Андреевсене.
Йăнтăрчăри çыхăну уйрăмĕнчи ĕçсене Алена Евмениевна Михайлова йĕркелесе пырать. Унпа пĕрле Р.Воробьева (Йăнтăрчă), А.Александрова (Тенеяль), Э.Иванова почтальонкăсем хăйсен тивĕçĕсене аван пурнăçлаççĕ. Вĕсен тăрăшулăхĕпе “Ял ĕçченĕ” хаçата кăçалхи 1-мĕш çур çулта илсе тăма пĕлтĕрхи ку вăхăтринчен пĕр экземпляр та чакарман. Алена Михайлова Улянкă каччипе, Андрей Владимировичпа çемье çавăрнă. Икĕ ывăлне тĕрĕс воспитани парса ÿстереççĕ вĕсем.
Андреевсем те, Михайловсем те картиш тулли выльăх-чĕрлĕх усраççĕ, ачисене те ĕçе вĕрентсе ÿстереççĕ. “Амăшĕпе ашшĕн çулталăкĕнче эпир çемье никĕсне çирĕплетсе пырассишĕн тăрăшатпăр çапла”, - теççĕ хĕрарăмсем.
Источник: "Ял ĕçченĕ"