Индырчский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тимлĕх ăшăтрĕ хĕрарăмсене

17 марта 2017 г.

Тимлĕх ăшăтрĕ хĕрарăмсене

Каярах пулсан та, çырса кăтартасах терĕм. Хĕрарăмсен кунĕнче Улянкăра пурăнакан хĕрарăмсене те ялти культура çуртĕнче ырă сунса саламларĕç. Малтанах вырăнти ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Анатолий Семенов ырлăх-сывлăх, ăнăçупа телей, вăрăм кун-çул сунчĕ. Унтан ялти ветерансен канашĕн председателĕ Людмила Михайлова та чĕререн тухакан ăшă сăмахсем каларĕ, нумай ачаллă тата обществăлла ĕçе хастар хутшăнакан хĕрарăмсене асăнчĕ, çепĕç сăмахсем каларĕ вĕсен ячĕпе, тав турĕ.
Унтан “Чи илемли, чи хитри” ятлă концерт парнелерĕç хĕрарăмсене - асаннесене, аннесене, хĕрсемпе хĕрачасене. Ялти культура çурчĕ çумĕнчи художество пултарулăх ушкăнĕ хитре те савăк, хаваслă юрăсемпе, сăвăсемпе, ташăсемпе савăнтарчĕ культура çуртне пухăннисене.
Асаннесемпе аннесем хушшинче те тĕрлĕ конкурссем пулчĕç уявра. Вĕсене хутшăннă хĕрарăмсене пĕчĕк парнесем парса чысларĕç.
Ăшă та тулли кăмăлпа саланчĕç килĕсене уява хутшăннисем.
Л.ПЕТРОВА

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика