Индырчский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ялсенчи отчет пухăвĕсенче

07 марта 2017 г.

Йăлана кĕнĕ йĕркепе район администрацийĕ тата вырăнти ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем çулталăк пуçламăшĕнче халăхпа тĕл пулса, пухусенче пĕлтĕрхи ĕçсене пĕтĕмлетсе отчетсем тăвасси тата малашлăх валли задачăсем палăртасси малалла пырать.
Енĕш Нăрвашпа Кушкă ялĕсенчи граждансен пухăвĕсенче Енĕш Нăрваш ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Роман Егоров иртнĕ çулхи ĕç-хĕл çинче тĕплĕн чарăнса тăнă, çивĕч ыйтусене тата вĕсене пурнăçламалли çул-йĕрсене хускатнă, ял тăрăхĕнчи социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕпе, демографи лару-тăрăвĕпе паллаштарнă, ĕçмелли шывпа тивĕçтерессипе, пушар хăрушсăрлăхĕ-пе, урамсене çутатассипе, яла тирпей-илем кĕртессипе епле ĕçлени çинчен каласа кăтартнă.
Район пурнăçĕпе экономики 2016 çулта епле аталанса пыни тата район умĕнче 2017 çулта тăракан задачăсемпе малашлăх тĕллевсем çинчен Владимир Ванерке кашни пухурах тĕплĕн каласа панă. 
Ялсенче пурăнакансем районпа ял тăрăхĕн тата райадминистрацин структура подразделенийĕсен ертÿçисене чылай ыйту панă. 
Çăлпуçĕнче пурăнакансем пухăва мартăн 1-мĕшĕнче пухăннă. Тăвай ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Николай Сормов вырăнти бюджета тупăшсем 13032200 тенкĕ пырса кĕнине, çав шутра 842000 тенки çĕр налукĕ пулнине пĕлтернĕ. “Акконд-агро фирма” АО чи пысăк налук тÿлекен пулса тăрать. Çĕр пайĕсене йĕркелесе вĕсене “Акконд-агро фирма” обществăна, С.Н.Михайлов ХФХна тата Ю.Н.Ларионов предпринимателе парассипе килĕшÿсем тунă.
Шыв пăрăхĕсен сечĕсене, шыв башнисене пăхса тăрассипе, урамсене электроэнергие перекетлеме май паракан лампăсемпе çутатмалла тăвассипе ĕçсем туса ирттернĕ, çулсене пăхса тăма тата юсама ял тăрăхĕн бюджетĕ-нчен укçа уйăрнă. Тăвайра картиш территорийĕсене асфальт сарма бюджетран 458220 тенкĕ, йăлари хытă каяшсене турттарса тухнăшăн “Коммунальник” ОООна 640000 тенкĕ тÿленĕ.
Кăçал Çăлпуç ялĕнче ФАП тумалла, унăн территорине тирпей-илем кĕртмелле, спортзал фасадне юсамалла, çăлкуç тавра типтерлемелле.
Çăлпуçĕнче пурăнакансем вак чул сарса вырăнти пĕлтерĕшлĕ çулсем тăвассипе малалла ĕçлемеллине, автобус чарăнакан вырăнта павильон çуккине, пĕвене тасатмаллине тата ытти хăш-пĕр ыйтусене хускатнă.
Йăнтăрчăпа Тенеяль тата Улянкă ялĕсенче те иртнĕ граждансен пухăвĕ-сем. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Анатолий Семенов отчет туса панă. Территорире пурĕ 622 кил хуçалăх, вĕсенче 1408 çын пурăнать. Пĕтĕмĕшле çĕр лаптăкĕ - 2979 гектар. Иртнĕ çул ял тăрăхĕнче 9 ача çуралнă, 22 çын пурнăçран уйрăлса кайнă, 8 мăшăр пĕрлешнĕ, 4-шĕ уйрăлнă.
2016 çулта вырăнти бюджета 6 млн. та 81 пин тенкĕ тупăш кĕнĕ. Çак шутран харпăр хăй тупăшĕ - 868 пин тенкĕ е умĕнхи çулхинчен 219 пин тенкĕ нумайрах. Тăкакĕ 6 млн. та 48 пин тенкĕпе танлашнă.
Ял тăрăхĕн администрацийĕ урамсене тирпей-илем кĕртессипе тимленĕ. Пухăннă çÿп-çапа турттарса тухнă, хĕллехи вăхăтра урамсене юртан тасатнă, масарсене тивĕçлĕ шайра тытса тăрас тесе тăрăшнă. Хăрнă йывăçсене каснă. Юхăннă шыв пăрăхĕсене вăхăтра юсаса тăнă. Шыв башни çĕрнине пула 2016 çулта Йăнтăрчăра башньăсăр система çине куçнă. Урамсене çутăпа тивĕçтернĕ. Йăнтăрчăри Николаев урамĕнче çĕнĕ электроэнерги линийĕ хута кайнă.
Çынсем Тенеяльне пыракан автоçула юсас, пай çĕрĕсене арендăна парас, çăлсене тирпейлес, ял хушшинчи çулсене вак чул сарас ыйтусене хускатнă. Вĕсене контроле илнĕ.
Пухусенче шывпа тивĕçтернĕшĕн тата çÿп-çапа илсе тухнăшăн тÿлемелли тарифсене çирĕплетнĕ.
И.ИВАНОВ.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика