Индырчский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хĕветле аппа

03 февраля 2017 г.

Хĕветле аппа

Темĕн те пулать пурнăçра, савăнăçĕпе телей те, ыррипе усалли те. Кун-çул сукмакĕпе утнă чух тĕрлĕрен çынсемпе паллашатăн. Вĕсенчен чылайăшĕ вара ĕмĕрлĕхех асра юлаççĕ, тăванран та тăван, чи çывăх çын пулса тăраççĕ. Çавăн пек çынсенчен пĕринпе паллаштарас килет вулакансене. Сăмах Тенеялĕнчи Фекла Ильинична Андреева çинчен пырать.

Кăнтăрла иртсен, кун каç еннелле сулăнсан эпĕ Хĕветле аппапа ятарласа тĕл пулас, курса калаçас шухăшсемпе килтен тухрăм. Пирĕн ялсем хушши инçех те мар, вăрăм сăрт тăрăх хăпарсан ял çумĕнче пысăках та мар вăрман тĕттĕммĕн курăнса ларать. Вăрман çумĕпе иртсе пынă çĕре каç сĕмĕ çапрĕ. Кĕртпе хупланнă ял урамĕ те тĕттĕмленсе курăнми пулчĕ. Утнăçемĕн илемлĕ те капăр çуртсем курăнма пуçларĕç. Чылайăшĕ ултă кĕтеслĕ. Пỹрт пĕренисем тăпăл-тăпăл, пĕчĕк хăмасемпе çапса илемлетнĕ. Нумайăшĕн хапха юписем кирпĕчрен. Чỹрече хашакĕсем эрешлĕ. Пỹрт умне шурă-кăвак тĕспе сăрланă, чỹрече хашакĕсене тĕрленĕ, умĕнчи пĕчĕк пахчана тирпейлĕ тытнă тĕлте чарăнса тăтăм, киленсе пăхрăм. Мана кура пулĕ, хапхаран кил хуçи хĕрарăмĕ тухрĕ. Фекла Ильинична çỹллех те мар, йăваш, çаврака питлĕ, чипер хĕрарăм. Çулĕпе çамрăках мар пулсассăн та питĕ тараватлă çын. Килĕнче пĕчченех пурăнать. Упăшки ир çĕре кĕнĕ. Юратса мăшăрланнă хĕрпе каччă нумаях та пĕрле пурăнайман. Ывăлне, Сашăна, пĕчченех ỹстернĕ, вăл çемйипе тĕп хулара Шупашкарта пурăнать. Хĕветле аппан икĕ мăнукпа икĕ кĕçĕн мăнук.

Эпир калаçса тимĕр хапха витĕр кил картине кĕтĕмĕр. Пысăках мар улма пахчи, ларса калаçмалли илемлĕ хушăк, ун хыçĕнче мунча вырнаçнă. Çỹллĕ, пысăк хуралтăна пысăк грузовик, трактор, сеялка, сажалка, копалка тата ытти тĕрлĕ техника хатĕрĕ лартса тухнă. Малалла утнă май кайри пỹрте кĕтĕмĕр, пысăк чăлан, тумтир çакмалли пĕчĕк пỹлĕмсем. Шалти пỹрчĕ тата пысăкрах, унсăр пуçне тата çывăрмалли икĕ пỹлĕм. Çỹллĕ мачча, кашни пỹлĕмĕнче икĕ е виçĕ чỹрече. Çавна пулах-и сывлăш уçă, пỹлĕмĕсем таса та çутă.

Сăрăллă пĕренесем тата ỹкерчĕклĕ хашаксем çинче Хĕветле аппа тĕрленĕ илемлĕ тĕрĕсем çакăнса тăраççĕ. Ỹкерчĕксем, хитре тĕрĕсем çине нумайччен пăхса тăтăм. Çав вăхăтра Хĕветле аппа ĕлĕкхи чăваш йăлипе апат хатĕрлерĕ, хăнана пăхас тесе чăлантах тапăртатрĕ.

Кил хуçи апат хатĕрлесе пĕтерсен сĕтел хушшине ларма ыйтрĕ. Калаçнă май çак хăтлă çурта та, ытти хуралтăсене те майĕпен хăй вăйĕпе çавăрнине пĕлтĕм. Паллах, тăванĕсем те пулăшнă. Ывăлĕпе кинĕ те нумай тăрăшнă.

Кĕçех, нарăс уйăхĕн çиччĕмĕшĕнче, Фекла Ильиничнăн сакăрвунă çул тултарнă кун çитет. Юбилей пирки сăмах тапратсан кинемей шухăша кайрĕ. Куçĕсем шывланчĕç, хыçа юлнă кун-çулне, тăванĕсене аса илчĕ пулмалла. Эпĕ ăна хăйĕн çинчен каласа пама ыйтрăм. Хĕветле аппа хаваспах калаçма пуçларĕ.

-Йывăр çулсем, лайăххи-начарри, выççи-тутти - тем те пулнă манăн ĕмĕрте. Анчах лайăххисем ытларах аса килеççĕ, - терĕ вăл.

Ашшĕпе амăшĕн Илья Федоровичпа Евдокия Александровнан сакăр ача - тăватă ывăл тата тăватă хĕр çуралса ỹснĕ. Халĕ вĕсем йăмăкĕпе çеç пурăнаççĕ. Раиса Ильинична мăшăрланнă хыççăн ялтан тухса кайнă. Омск облаçĕнче пурăннă. Пилĕк ача пăхса çитĕнтернĕ, халĕ яла, аппăшĕ çывăхне, пурăнма таврăннă.

-Темшĕн аттепе анне мана, пĕчĕкскере, çичĕ çул тултарсанах ялти шкула вĕренме янă. Тен, хамăн питĕ вĕренес килнипе-и? Пĕчĕккĕ пулнăран тăватă класс вĕренсе пĕтерсессĕн мана пĕр çулталăк кỹршĕ яла шкула ямасăр тăхтарĕç. Çапла вара пулаймарĕ тантăшсенчен маларах вĕренсе тухасси, - калаçу çăмхи малалла сỹтĕлчĕ. -Йăнтăрчă шкулĕнче çичĕ класс вĕренсе пĕтерсессĕн колхозра ĕçлеме пуçларăм. 1959 çулта ялтан тухса кайса Иваново облаçĕнче торф кăларнă çĕрте пулма тỹр килчĕ. Çулталăк ĕçлесен каялла таврăнтăм. Кĕркунне вара хирти ĕçсене вĕçленĕ хыççăн Мускав облаçне тухса кайса тепĕр çул кирпĕч заводĕнче ĕçлерĕм.

Чунĕ тăван енех туртнă ăна. Яла таврăнсан фермăна вырнаçнă, виçĕ çул сыснасем самăртнă. Дояркăра ĕçленĕ çулсене паянхи пекех куç умне кăларчĕ. Алăпа сунă вăл вăхăтра ĕнесене. 16 çул вăй хунă çак çăмăл мар ĕçре. Вăй-халне шеллемен. Ахальтен-им тенеяльсем сĕт туса илессипе районта çеç мар, республикăра та малта пулнă.

-Çуллахи кунсенче ĕнесене Кĕтне хĕррине лагере куçаратчĕç. Кунне виçĕ хутчен 6 çухрăма ĕнесене сума утмаллаччĕ. Çамрăксем çавăнтах çывăрма юлаттăмăр. Кун йĕркине çирĕп пăхăнса сунă ĕнесене. Сăвăм хăй тĕллĕн ỹсмест, - терĕ Хĕветле аппа, - чуна парса пăхнине выльăх та туять.

1965 çулхи кăрлач уйăхĕнче Хĕветле ял каччипе Петр Андреевпа пĕрлешнĕ. Кил-çурт çавăрма шутланă. Анчах мăшăрĕ çурт лартса пĕтеричченех çĕре кĕнĕ.

Фекла Ильинична çамрăках мар ĕнтĕ. Апла пулин те пахча çимĕç, çĕрулми лартса ỹстерет, чăх-чĕп усрать. Мăнукĕсене питĕ юратать, вĕсене алса-нуски çыхса парать. Ашшĕ çĕвĕç пулнă май, Фекла та çамрăклах çĕвĕ ĕçне хăнăхса ỹснĕ. Мĕн тĕрлĕ кĕпе, саппун, шăлавар çĕлесе парса ял çыннисене савăнтарман-ши?

Хĕветле аппана эпир, унăн тăванĕсем, тусĕсем, юлташĕсем, çуралнă кунĕпе чĕререн саламлатпăр, 100 çула çити пурăнма сывлăх, иксĕлми вăй-хал, телей сунатпăр.

В.СЕРГЕЕВ.

Октябрь выççăлкки.

 

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика