Индырчский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тулли кăмăлпа

07 октября 2016 г.

Тулли кăмăлпа

Пирĕн яланах ватăсем хăйсене пĕччен ан туйччĕр тесе тăрăшмалла, ытларах илемлĕх тата ăшăлăх уйăрмалла.

Улянкăри культура çуртĕнче ялти ватăсене сума суса юпа уйăхĕн пуçламăшĕнче "Ларатпăр калаçса" ятлă праçник ирттертĕмĕр. Чылай çын пухăнчĕ чĕннĕ вăхăта.

Уява ял старости Людмила Михайлова уçрĕ. Вăл ватăсене çирĕп сывлăх, канлĕ ватлăх, вăрăм кун-çул сунчĕ. Культура çурчĕ çумĕнчи "Мерчен" пултарулăх ушкăнĕ хитре юрăсем парнелерĕ сумлă хăнасене.

Уяв сĕтелĕ те хатĕрленĕ ватăсем валли. Чылайччен калаçрĕç вĕсем пĕр-пĕринпе сиплĕ курăк чейĕ ĕçнĕ вăхăтра. Иртнисене те аса илчĕç паллах.

Юлашкинчен чăваш ташши те ташларĕç тата çамрăклăха аса илччĕр тесе вăйăсем выляттартăмăр.

Уяв туса панăшăн тав сăмахĕсем каласа тулли кăмăлпа килĕсене саланчĕç ватăсем.

Л.ПЕТРОВА. Улянкăри культура çурчĕн администраторĕ.

 

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика