Индырчский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пултаруллă ертỹçĕ ячĕпе

16 сентября 2016 г.

Пултаруллă ертỹçĕ ячĕпе

Хамăр районти Тенеялĕнче çуралса ỹснĕ, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хастар хутшăннă, нумай çул хăйсен ялĕнчи "Новый путь" колхоза ăнăçлă ертсе пынă Демьян Александрович Александрова асăнса авăн №сентябрь№ уйăхĕн 8-мĕшĕнче унăн тăван ялĕнче асăну хăми уçнă, ăна вăл пурăннă çурт вырăнĕнче вырнаçтарнă. Çак ятпа ирттернĕ митинга район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Ванерке, агропромышленноç комплексĕн ветеранĕсен союзĕн районти уйрăмĕн ертỹçи Михаил Яковлев, Йăнтăрчă ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Анатолий Семенов, Демьян Александровăн ывăлĕ, сăмах майăн каласан, вăл та чылай хушă колхоза ертсе пынă Юрий Александров, тăванĕсемпе кỹршисем пуçтарăннă, Демьян Александрович пирки чун-чĕререн килекен ăшă сăмахсем каланă.

Çакă, чăн та, урăхла пулма та пултараймасть. Мĕншĕн тесен Демьян Александрович хăйĕн пĕтĕм пурнăçне Тăван çĕршывшăн, колхозшăн, халăхшăн пурăнса ирттернĕ. Вăл ырă кăмăллă çын тата çав вăхăтрах пултаруллă ертỹçĕ, производство организаторĕ пулнă. Вăл кашни çынна тенĕ пекех лайăх пĕлсе тăнă, çав вăхăтрах çынсем те ăна ăнланнă, çывăх туйнă. Унпа канашланă, унран пулăшу ыйтнă. Çав вăхăтрах çитменлĕхсем çинчен куçран калама та пултарнă.

Эпĕ хам Демьян Александровича нумайранпа пĕлнĕ. Унпа ака-сухара та, вырмара та, колхозниксен пухăвĕсенче те, килĕнче те пĕрре çеç мар пĕрле пулнă. Тăтăшах тĕл пулса калаçнă. Вăл ĕçлекенсене хакланине, ĕç-пуçа, лару-тăрăва кирлĕ пек йĕркелесе яма пултарнине пĕрре кăна мар курнă. Çынсем ĕненнĕ, шаннă ăна. Çавăнпа колхоз аталаннă, çулран-çул тупăшлăрах ĕçленĕ, услам илнĕ. Колхозниксем те çĕнĕ пỹртсем çавăрма, хăшĕ-пĕри çăмăл машинăсем туянма тытăннă.

Демьян Александрович Александров 1922 çулхи çурла (август) уйăхĕнче Тенеялĕнче вăтам хресчен çемйинче çуралнă. Ялти пуçламăш шкултан, 1941 çулта Тăвайри вăтам шкултан вĕренсе тухнă. Аслă Отечествăлла вăрçă пуçлансан хỹтлĕх трасси чавма хутшăннă, вăрман каснă. 1942 çулта вара ăна хăйне те çара илнĕ. Тюменьри пехота училищинче çар ĕçне вĕрентнĕ хыççăн Сталинграда хỹтĕлеме илсе кайнă. Станковăй пулеметчик пулса çапăçнă вăл. Анчах 1943 çулхи кăрлач (январь) уйăхĕнче аманнă, госпитале лекнĕ.

Сывалнă хыççăн Д. Александрова Ленинград фронтне артиллери чаçне янă. Çапла майпа 8-мĕш арми составĕнче пулса Ленинграда тăшмансенчен хỹтĕленĕ, Эстони, Литва, Польша витĕр тухса, хаяр çапăçусемпе тăшманăн тĕп йăвине - Берлина çитнĕ. Çĕнтерỹ кунне унта уявланă.

Çапăçусенчи паттăрлăхшăн Демьян Александрова Аслă Отечествăлла вăрçăн I степеньлĕ орденĕпе, икĕ хутчен "Хастарлăхшăн" медальпе, "Сталинграда хỹтĕленĕшĕн", "Ленинграда хỹтĕленĕшĕн", "Берлина илнĕшĕн" тата ытти медальсемпе наградăланă.

Колхоз производствинче те хастар пулнă. Вăрçă чарăнсанах ăна Томскри артиллери училищине вĕренме янă. Икĕ çултан демобилизаци йĕркипе яла таврăннă. Звеньевойра, бригадирта тăрăшнă. Пĕр вăхăт Октябрьти ГЭСа тунă çĕрте десятникре ĕçленĕ. КПСС Тăвай райкомĕнче пропагандистра ĕçленĕ хушăра парти обкомĕн Шупашкарти тăхăр уйăхлăх курсĕнче вĕреннĕ. Çакăн хыççăн 1953 çулхи нарăс №февраль№ уйăхĕнче Демьян Александрова тăван ялĕнчи "Новый путь" колхоз председательне суйлаççĕ. Вăл пĕр улшăнмасăр 36 çул хушши пĕтĕм вăйне колхоз экономикине çирĕплетес, ял çыннисен пурнăçне лайăхлатас ĕçе панă. Кỹрши аса илсе каласа кăтартни асран тухмасть. "Тул çутăлман та лайăххăн. Александровсен калинкке шашулкки сас пачĕ. "Тимуш фермăна тухса утрĕ" терĕм упăшкана",- тенĕччĕ вăл.

Малтанхи пилĕк çул хушшинчех вăл халăхпа пĕрле тырпул тухăçне 55 процент, сĕт суса илессине 6 хут, укçа-тенкĕ тупăшне виçĕ хут çурă, ĕçшĕн тỹлессине 3 хут ỹстерме пултарнă. Иртнĕ ĕмĕрхи утмăлмĕш çулсен варринче ферма витисене çĕнетнĕ. Çитмĕлмĕш çулсен пуçламăшĕнче ялта шкул çурчĕ, сысна вити, тырă кĕлечĕ, ытти объектсем туса лартнă. Колхоз сĕтпе аш-какай, тыр-пул туса илессипе, çурасем çăвăрлаттарса илессипе çулленех пысăк кăтартусем тунă, яланах малтисен шутĕнче пулнă. Сыснасене пĕр Тенеялĕнче кăна тур меслечĕпе çăвăрлаттарнă. Колхоз та, унăн ĕçченĕсем те пысăк наградăсене тивĕçнĕ. Колхоз хăй те производствăра малта пыракансене кĕпе çумалли машинăсем, телевизор парса чысланă.

Ĕçри пысăк çитĕнỹсемшĕн Д.А.Александрова "Хисеп Палли", "Ĕçлĕх Хĕрлĕ ялав" тата Октябрьти революци орденĕсемпе наградăланă, "РСФСР ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ" хисеплĕ ят панă. Чăваш АССР Верховнăй Совечĕн депутатне те суйланă ăна.

Пенси çулне çитсен те малалла ĕçлеме ыйтнă ăна. 1989 çулта кăна, 67-ре чухне, ĕçлеме пăрахса тивĕçлĕ канăва кайнă.

И.ГЛАДКОВ.

 

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика