21 июня 2016 г.
Чăваш кĕнеке издательствинче Владимир Иванович Сергеевăн "Чĕрĕ çăлкуç" ("Живой родник") кĕнеки пичетленсе тухнă.
Вăл вулакансене Чăваш Республикинчи Тăвай районĕнчи Тенеяль тата Октябрь выççăлкки ялĕсен тата çавăн пекех "Новый путь" колхоз историйĕпе паллаштарнă. Изданире уйрăм йăхсен несĕлне те илсе кăтартнă. Паллă çынсене, 1941-1945 çулсенчи Тăван çĕршыв вăрçине хутшăннисене уйрăм пысăк тимлĕх уйăрнă.
"Ку кĕнекере эпĕ асăннă ялсен историне архив кăтартăвĕсемпе усă курса çырса кăтартма, пурăннă тата халĕ те хамăрпа юнашар пурăнакан çынсем, вĕсен хастар ĕçĕсем çинчен çырса кăтартма тăрăшрăм. Пулас ăрусене хăйсен мăн аслашшĕсемпе асламăшĕсем çинчен пĕлме интереслĕ пулĕ. Тен, вĕсен хушшинчен ялсен историне малалла тата чылай тарăнраххăн тĕпчекен те тупăнĕ",- çапла тенĕ кĕнеке авторĕ.
Ял халăхĕ кĕнекешĕн ăшшăн тав тунă.
И.ИВАНОВ.
Источник: "Ял ĕçченĕ"