17 мая 2016 г.
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи чарăннăранпа 71 çул çитрĕ. Миллионшар çын пуçĕсене хунă çав хăрушă вăрçăра. Улянкă ялĕнче те инкек кашни киле, кашни çемьене хурлăх кỹнĕ.
Аслă Çĕнтерỹ кунĕ ячĕпе вăрçăра пуçĕсене хунă салтаксене хисеп туса Улянкă ялĕнчи палăк умне шкул ачисем чăрăш хунавĕсем лартса хăварчĕç.
Андрей Иванов, Надежда Никифорова, Галина Андреева, Анастасия Нилова питĕ тăрăшса ĕçлерĕç. Лартса пĕтерсен вĕсене шăварса тухрĕç. "Лайăх ỹсĕр, вăрçăран килеймен паттăрсем ĕмĕрех пирĕн асра пулĕç", - терĕç ачасем.
Л.ПЕТРОВА,
культура çурчĕн администраторĕ
Источник: "Ял ĕçченĕ"