Индырчский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Юрă-ташăра та ăста

15 марта 2016 г.

Юрă-ташăра та ăста

Нарăс уйăхĕнче районти яваплă çынсем ялсенче пурăнакансемпе тĕл пулусем ирттернĕ. Ĕçлĕ ушкăнпа Тенеялĕнче ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Генрих Васильев пулнăччĕ.

Ытти çĕрти пекех пăшăрхантаракан тĕрлĕ ыйту хускатнă ял халăхĕ. Иртнĕ çул хăшне-пĕрне татса пама май килни пирки те чарăнса тăнă. Пĕрремĕшĕ вăл _ шыв ыйтăвĕ. Ăна "Новый путь" хуçалăх ертỹçи В.Н.Ананьев йĕркелесе тăрать. Тепĕр пысăк çитĕнỹ - ялта фельдшерпа акушер пункчĕ хута кайни. Аслă Çĕнтерỹ 70 çул çитнĕ тĕле вăрçăра пуç хунă ентешсене асăнса лартнă палăка тĕпрен юсанă. Палăк патне пымалли çула брусчатка сарса майлаштарнă. Вăрçă паттăрĕсен ячĕпе Асăну хăми вырнаçтарнă.

Патшалăх Канашĕн депутачĕ В.Н.Иванов ентеш пулăшнипе ял урамне вĕтĕ чул сарнă. Ниме мелĕпе кивĕ ФАП çуртĕнчен масар пỹрчĕ улăхтарса лартнă.

Ял çыннисен канăвне усăллă йĕркелес тесе Р.Ермолаевапа Ю.Егорова аван тимлеççĕ. Клуб сцени çинче тутăрсен куравне хатĕрленĕ (сăн ỹкерчĕкре). Иртнĕ ĕмĕрти шерепеллĕ пысăк тутăрсенчен пуçласа паянхи йăлтăрккаллисем таранах унта. Тĕлпулу вăхăтĕнче пухăннисем "Тенеяль" фольклор ушкăнĕн концертне тулли кăмăлтан пăхнă. Юрăсем чăвашла та, вырăсла та янăранă. Зоя Васильевна Моисеева Каçал тăрăхĕнчи туй юррисене илемлĕн шăрантарнă.

Р.ВАСИЛЬЕВА.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика