11 марта 2016 г.
Февралĕн 29-мĕшĕнче Улянкă ялĕнче пурăнакан Евдокия Александровна Алексеева 88 çул тултарчĕ. 88 çул вăл сахал мар.
Ватă çынна хисеплесе саламлама ачисем, тăванĕсем, ĕçпе вăрçă ветеранĕсен ялти пуçламăш организацийĕн председателĕ Людмила Михайлова пухăннă. Ăшă сăмахсем каласа, парнесем парса чысларĕç ăна. Клуб çумĕнчи фольклор ушкăнĕ те çепĕç юрăсем парнелерĕ. Альтюк аппа хăй те çамрăк чухне юрлама ăста пулнă. Халĕ те вăл хăш-пĕр юрăсене юрласа савăнтарчĕ.
Вăрçă вăхăтĕнчи çынсен пурнăçĕ йывăр пулнă. Альтюк аппан та çавах. Вĕсен çемйинче - 10 ача.
Вăрçă пуçланнă çул вăл 13-ре пулнă. Икĕ аслă пиччĕшне вăрçа илсе каяççĕ. Ашшĕ, пĕрремĕш тĕнче вăрçинчен аманса таврăннăскер, 1944 çулхине çут тĕнчерен уйрăлнă. Амăшĕ пĕчченех тăрса юлать вакăрах ачисемпе. Çавах чăтса ирттернĕ вĕсем вăрçă йывăрлăхĕсене. Вăрçă пĕтсен те пурнăç çăмăл пулман. Альтюк аппан питĕ вĕренесси килнĕ. Тăвайри шкула пĕтерсен вăл, темле йывăр пулсан та, Канашри финанс техникумне вĕренме кĕрет. Унтан вĕренсе тухсан Челябинск облаçне ĕçлеме яраççĕ. Виçĕ çултан хĕр хăй çуралнă кĕтесех каялла таврăнать, Улянкă ялнех качча тухать. Виçĕ ывăл пăхса ỹстереççĕ вĕсем мăшăрĕпе. Шел пулин те, унăн мăшăрĕ 1997 çулхине чирлесе вилет. Пенсие тухичченех Евдокия Александровна Тăвайри перекет кассинче ĕçленĕ.
Халĕ вăл килĕнче хăйĕн кĕçĕн йăмăкĕпе пурăнать. Ăслă-тăнлă тытать, килĕнче вĕсен яланах тирпейлĕ, таса. Ачисем, кинĕсем, мăнукĕсем кашни канмалли кун тенĕ пекех килсе çỹреççĕ Шупашкартан.
Юлашкинчен Альтюк аппана çирĕп сывлăх, вăй-хал, çывăх çыннисемпе нумай-нумай çул савăнса пурăнма ырă суннă килнĕ хăнасем. Евдокия Александровна хăйне хисеплесе килнĕ çынсене тав тунă, ăнăçу, телей суннă.
Л.ПЕТРОВА, культура çурчĕн администраторĕ.
Источник: "Ял ĕçченĕ"