Индырчский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Илемлĕ юрăсем кино тĕнчинче

15 марта 2016 г.

Кăçал кино çулталăкĕ пулнă май, Улянкăри культура çуртĕнче "Илемлĕ юрăсем кино тĕнчинче" уяв концерчĕ иртрĕ. Унăн программинче ытларах маларахри çулсенче экран çине тухнă кинофильмсенчи юрăсем пулчĕç.

Уяв "Марш веселых ребят" хаваслă юрăпа пуçланчĕ. Кĕвĕ янăраса кайсанах комсомол, пионер вăхăчĕсем аса килчĕç. 3-мĕш класра вĕренекен Маша Иванова "Где-то на белом свете" юрра илемлĕн шăрантарчĕ, куракансем чылайччен алă çупрĕç. Кристина Иванован (6 класс) "Кабы, кабы" юрри Простоквашинăпа çыхăннă мультфильмри персонажсене куç умне кăларчĕ.

Культура çурчĕ çумĕнчи "Мерчен" фольклор ушкăнĕ те çепĕç юрăсемпе манăçа тухма пуçланă киносене аса илтерчĕ куракансене.

Л.ПЕТРОВА, культура çурчĕн администраторĕ.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика