26 февраля 2016 г.
Кашни кун ĕçлет Йăнтăрчă ялĕнчи культура вучахĕ. Ытларикунпа кĕçнерникун ялти тĕрлĕ çĕрте ĕçлекен хĕрарăмсем волейболла выляма пухăнаççĕ. Ытти ял халăхĕ теннисла, шашкăлла, доминолла выляма ăста.
Нумаях пулмасть акă çветтуй Валентин кунне паллă турăмăр. Икĕ команда пухăнчĕ - "Купидончики" тата "Валентиновцы". Тĕрлĕ вăйă-кулăпа иртрĕ уяв каçĕ. Хутшăннисене пĕчĕк парнесемпе хавхалантартăмăр, чейпе, пирожнăйпа хăналарăмăр.
"Раççей йĕлтĕр йĕрĕ-2016" ăмăртура ялти ачасем, шкул ачисем, çамрăксем, учительсем йĕлтĕр йĕрĕ çине тăчĕç. Грамота, шоколад парса чысларĕç çĕнтерекенсене. Маттурсем пулчĕç.
Совет çарĕсене Афганистанран илсе тухнăранпа 27 çул çитрĕ. Пирĕн ялтан та, Йăнтăрчă ял тăрăхĕнчен, 18 çамрăк çапăçнă Афган вăрçинче. Çак куна аса илсе шкулта асăну кунĕ ирттертĕмĕр. Шел, иккĕн çеç килчĕç, вĕсем - Андрей Исаевич Андреевпа Павел Николаевич Александров, Афганри кунсене аса илчĕç, йывăр пулчĕ вĕсене аса илме, çавах та каласа пачĕç. Тимлĕн итлесе лартăмăр, шкул ачисем те, унта пуçтарăннă хăнасем те. Юлашкинчен ачасене лайăх вĕренсе пыма, ашшĕ-амăшне итлеме, спортпа туслă пулма сĕнчĕç. Тавах вĕсене хăйсем пурришĕн, сывă, тĕрĕс-тĕкел пурăннăшăн.
Э.НИКОЛАЕВА, Е.АНДРЕЕВА, культура ĕçченĕсем.
Источник: "Ял ĕçченĕ"