19 февраля 2016 г.
Афганистан... Нумай юрă-кĕвĕ хывнă, илемлĕ фильм ỹкернĕ, очерк-повесть çырнă Афган вăрçи çинчен. Вунă çула пычĕ Афган вăрçи: 1979 çулхи раштав уйăхĕн 25-мĕшĕнчен пуçласа 1989 çулхи нарăс уйăхĕн 15-мĕшĕччен - 2238 кун. Йăнтăрчă ял тăрăхĕнче кун çути курнă 19 çамрăкăн Афганистанăн сăртлă-туллă вырăнĕсенче çар тивĕçне пурнăçлама тивнĕ, 17 яш Чечен вăрçине хутшăннă. Вĕсенчен виççĕшĕ - В.Семенов, Л.Тимофеев, А.Осипов - Тăван çĕршыва каялла таврăнайман.
Нарăс уйăхĕн 15-мĕшĕнче Йăнтăрчă шкулĕнче йăлана кĕнĕ тăрăх интернационалистсен кунне халалласа асăну вахти иртрĕ. Тĕлпулăва Афган тата Чечен вăрçисенче пулнă çамрăксем килнĕ. Вĕренекенсене хăнасем çар ĕçĕпе паттăрлăх тĕслĕхĕсем çинчен каласа пачĕç, вĕренỹре ăнăçусем сунчĕç. Шкул ачисем паттăр ентешсене сăвă-юрăпа саламларĕç. Ун хыççăн мухтавлă салтаксен вил тăприсем çине чечек кăшăлĕсем кайса хучĕç.
Г.ВАСИЛЬЕВА.
Источник: "Ял ĕçченĕ"