05 февраля 2016 г.
Улянкă ялĕнче пурăнакан Татьяна Александровна Александрова нумаях пулмасть 95 çул тултарчĕ.
Таттяппи тесен ялта пурте пĕлеççĕ ăна. Çак сумлă юбилейпе ватă çынна хисеплесе саламлама ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Анатолий Витальевич Семенов, ветерансен вырăнти канашĕн председателĕ Людмила Петровна Михайлова, Улянкăри культура çурчĕ çумĕнчи фольклор ушкăнĕн хăш-пĕр членĕсем тата çывăх тăванĕсем пуçтарăнчĕç. Тĕнчери чи хитре, ăшă сăмахсем çав кун Таттяппишĕн пулчĕç. Ялти артистсем çепĕç юрăсем парнелерĕç.
Чăннипех тивĕçлĕ Татьяна Александровна ят-сума. Çăмăл пулман унăн пурнăçĕ. Пысăк çемьере çуралса ỹснĕ, пурĕ 9 ача пулнă вĕсен. Вăрçă пуçланнă çул хĕр çирĕме кайнă. Аслă икĕ пиччĕшĕ салтакра пулнă май, вĕсене тỹрех вăрçа илсе кĕнĕ. Часах хыпарсăр çухалнă. Вăрçă пĕтсен те тахçанчченех кĕтнĕ вĕсене кил-йыш. Ашшĕ хăй ирĕкĕпе фронта кайма тăнă, анчах та ăна ватăрах тесе каялла янă.
Çапла вара Татьяна çемье тĕрекĕ пулса тăнă. Мĕншĕн тесен амăшĕ те çамрăках мар, ытти ачисем - вакăрах. 20 çулхи хĕр нимле ĕçрен те хăраман. Пĕр кун та колхоз ĕçĕнчен юлман. Çу кунĕсенче колхоз уйĕнче, хĕллехи вăхăтра вăрман каснă, трасса чавнă çĕре те кайнă, колхоз тыррине Канаша, Вăрмара леçнĕ.
"60 килоллă михĕсене йăтса лашасем çине тиенĕ, пушатнă", - тетчĕ аппа. Ĕç ветеранĕн кĕçĕн йăмăкĕ çакăн çинчен каласа пачĕ. Лидия Александровна хăй те 80 çултан иртнĕ. Вăрçă пуçланнă çул саккăрта пулнăскер, пысăккисемпе пĕрле тырă вырма çỹренине аса илчĕ.
Çапла иртет хĕр ĕмĕрĕ. Вăрçă нушине самаях курма тивнĕ çав Татьяна Александровнана.
1945 çулта вăл Улянкă ялне качча кайнă. Пилĕк ачана кун çути панă. Упăшки хăрушă чире пула 46 çултах çут тĕнчерен уйрăлнă. Йывăрлăхпа пиçĕхнĕ Таттяппи пуçне усман, ачисене тĕрĕс-тĕкел пăхса ỹстернĕ, вĕрентсе кăларса пурнăç çулĕ çине тăратнă. Халĕ вĕсем пурте çемьеллĕ, ача-пăчаллă, мăнукĕсем те йăва çавăрнă ĕнтĕ. Çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕсенче пурăнаççĕ. Таттяппине курма килсех çỹреççĕ вĕсем. Халĕ ватă амăшне, ăшă чун-чĕреллĕ асанне-кукамая кĕçĕн ывăлĕпе кинĕ юратса пăхаççĕ.
Юлашкинчен Татьяна Александровнана çирĕп сывлăх сунас килет. Турри вăй-хал парсах тăтăр Сире, чир-чĕртен упратăр.
Л.ПЕТРОВА, Улянкăри культура çурчĕн администраторĕ.
Сăн ỹкерчĕкре: тыл ĕçченĕ Т.Александрова хăнасемпе пĕрле.
Источник: "Ял ĕçченĕ"