11 ноября 2015 г.
Йӑнтарчӑ шкулĕ уçăлнăранпа кăçал октябрь уйăхĕнче 125 çул çитрĕ. Ку уяв вĕрентекнсемпе вĕренекенсемшĕн те, ку шкултан вĕренсе тухнă çынсемшĕн те паллă пулăм. Мĕнлерех çул утса тухнă-ши Йăнтăрчă шкулĕ хӑйĕн ĕмĕрĕнче?
Архив докуменчĕсем тăрăх Гурий святитĕлĕн тăванлăх шкулне Йăнтăрчă ялĕнче 1890 çулта уçнă. Шупашкарти тĕп архиври пĕр отчетĕнче çакăн пек калани те тĕл пулать. Йăнтăрчă шкулĕнче 1884 çулхи октябрĕн 15-мĕш тĕлне 21 арçын ачапа 8 хĕр ача вĕреннĕ тесе палăртнă. Анчах та ватă çынсем каланă тăрăх, 1884 çулта уçăлнă шкул йĕркеллĕ ĕçлесе каяйман. Ку вăхăталла ялта ун валли ятарлă çурт та пулман. Çавна май 1899 çулта Улянкă ялĕнчен шкул тума пысăк пÿрт куçарса килеççĕ те лавкка вырăнне лартаççĕ. Вăл Тăванлăх шкулĕ шутланнă та.
1912 çулта ăна земство шкулĕ туса хунă. 1913 çул тĕлне унта 18 ача çÿренĕ. Ачасене Ф.Т.Тимофеев учитель вĕрентнĕ, турă законĕн урокĕсене И.Т.Тихонов пуп ирттернĕ. Кашни çулах ачасен йышĕ хушăнсах пынă. 1916 çул тĕлне шкулта 43 арçын ачапа 24 хĕр ача вĕренни паллă. Вĕрентÿ ĕçĕ йывăррăн пынă. Кĕнекесем те, пÿлĕмсем те çитмен.
1925 çулта шкулта Тимофей Тереньевич Терентьев учитель пулса ĕçлеме тытăннă. Вăл Хусанти учительсен семинарине пĕтернĕ. Тимофей Терентьевич 50 çул кĕçĕн классене вĕрентнĕ. 1932 çулта „Учитель-ударник“ ята тивĕçнĕ. 1940 çулта ăна Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕпе наградăланă.
Классенче 40-50 ача пулнă пирки вĕсене пайласа вĕрентме пуçланă. 1930 çулта шкула П.В.Хайдуковпа И.М. Николаев çемйисем пурăнакан вырăна куçарнă, пуçламăш шкултан 7 çул вĕренмелли заведени туса хунă. Шкул директорĕнче П.И.Сичуркин ĕçленĕ, каярахпа Т.И. Алексин, А.В.Соколов вăй хунă.
Кĕçĕн класри ачасене çак çулсенче Г.Ф.Федоров учитель вĕрентнĕ. Иккĕмĕш тĕнче вăрçи хыççăн та хăйĕн ĕçне пăрахман. Тăван шкула таврăнса ачасене тарăн пĕлÿ парас тесе тăрăшнă. Вăрçă хыççăн шкулта Я.Д.Шакровпа В.И. Ломоносов учительсем ĕçлеме пуçланă. Çакна палăртса хăварни те ытлашши пулмĕ. Ашшĕпе аслашшĕн ĕçĕсене Йăнтăрчă шкулĕнче вĕсен ывăлĕпе мăнукĕ В.Я.Шакровпа (вырăс чĕлхи вĕрентнĕ) О.А.Ломоносов (истори учителĕ) малалла тăснă.
1960 çулта Йăнтăрчăри 7 çул вĕренмелли шкултан 8 класлӑ шкул туса хунă. Григорий Афанасьевич Афанасьев 1959-1968 çулсенче шкул директорĕнче тăрăшнă. Вăл çине тăнипе çĕнĕ шкул тăвас ĕç пуçланнă. Унта вĕрентекенсемпе вĕренекенсем те, ашшĕ-амăшĕсем те тăрăшсах хутшăннă.
Шкулта тăрăшуллă та пултаруллă учительсем ĕçленĕ. Вĕсем: А.М.Михайлов, З.И.Журавлева, З.М.Егорова, Р.П.Павлова, П.И.Афонова, Г.Ф.Федоров, А.Ф.Сурмин, Т.Т.Тимофеева, В.С.Абу. Вĕсенчен чылайăшĕ пирĕнпе юнашар çук ĕнтĕ, анчах хăшĕ-пĕри паянхи кун та шкулпа тачă çыхăну тытать, кирлĕ чухне ырă канашсем парать. Ачасем те учитель-ветерансене манса каймаççĕ, май килнĕ таран яланах пулăшма тăрăшаççĕ.
Паянхи шкул çуртне 1967 çулта хута янă. Ăна 180 ача вĕренмелĕх янтăланă. Хăтлă та лайăх пултăр тесе пурте тăрăшнă. Шкул йĕри-тавра тĕрлĕ йывăç лартнӑ, пахча -çимĕç çитĕнтернĕ.
Йăнтăрчă шкулне вĕренме 4 ялтан çÿренĕ: Йăнтăрчăран, Улянкăран, Тенеялĕнчен, Октябрь Выселкинчен. Шкулта 300 ачана яхăн пулнă.
1968-1977 çулсенче шкул коллективне З.И. Журавлева ертсе пынă. Мĕн канăва тухичченех Зоя Ивановна ачасене тăван чĕлхене юратма, хисеплеме, унпа мăнаçланма вĕрентнĕ. Шкулти учительсен коллективĕ те улшăнсах тăнă. Пĕрисем килнĕ, теприсем кайнă. Асăннă çулсенче Алексей Михайлович Михайлов завуч пулса ĕçленĕ. Вăл вăрçăра пулнă хыççăн аслă пĕлÿ илсе ачасене вырăс чĕлхипе литературине вĕрентнĕ. Хăйне шанса панă ĕçе тÿрĕ кăмăлпа пурнăçласа пынă.
Аслă пионервожатăй тивĕçне Р.Т. Кондратьева туса пынă, мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех, 1999 çулчченех ĕçленĕ. Пирĕншĕн те, тин кăна ĕçлеме килнĕ çамрăксемшĕн, тус та, юлташ та, вĕрентекен те пулчĕ. Паянхи кун та Раиса Тимофеевна шкулпа туслă çыхăну тытать. Ачасемшĕн яланах кĕтнĕ хăна вăл.
Çак шкултах вăтам пĕлÿ илнĕ В.Г.Андреев 1970 çулта ĕçлеме килнĕ. Малтан физкультура, кайран истори учителĕ пулса ĕçленĕ. Тивĕçлĕ канăва тухсан та пĕр тапхăр ачасене истори вĕрентрĕ. М.Е.Васильева, Ю.Н.Никандровпа М.Ф. Никандрова, Р.А.Коновалова мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех ачасене тарăн пĕлÿ, тивĕçлĕ воспитани парас тесе тимлерĕç.
А.И.Егорова чылай çул хушши шкулта ачасене вырăс чĕлхипе литературине вĕрентнĕ, завучра та ĕçленĕ. Альбина Ильинична ачасемшĕн те, ашшĕ-амăшĕшĕн те ырă тĕслĕх пулнă. Вăл хăйĕн ĕçне чунне парса тăватчĕ. Ахальтен мар вăл Вĕрентÿ отличникĕ ята тивĕçнĕ мар-и. Ĕçлемелле те, ĕçлемеллеччĕ ĕнтĕ унăн, анчах та йывăр чир ăна пирĕнтен ир уйăрса кайрĕ. Амăшĕн ĕçне унăн хĕрĕ, Ирина Валерьевна Семенова, малалла тăсрĕ. Шкулта пĕр хушă географи вĕрентрĕ, ертÿçĕн çумĕ пулса ĕçлерĕ.
1967-1978 çулсенче шкул директорĕнче Илья Иванович Иванов (вăрçă ветеранĕ) ĕçленĕ. Вăл вĕрентĕва çÿллĕ шая çĕклес, пĕлÿ пухма тивĕçлĕ условисем туса парас, строительство ĕçĕсене вĕçлес тесе чылай тимленĕ. Илья Иванович тăрăшнипех 1975-1976 çулсенче столовăй, спортзал, учительсен хваттерĕ тĕвас шутпа никĕс хывса хăварнă. Кунта вара учительсемпе шкул ачисен çанă тавăрсах ĕçлеме тивнĕ.1972 çулта кĕçĕн классене Л.П.Михайлова вĕрентме пуçланă. Çак шкулта мĕн канăва тухичченех ачасене тарăн пĕлÿ, тивĕçлĕ воспитани парас тесе тăрăшнă Людмила Петровна. Тăрăшуллă вĕрентекене Чăваш республикин тата Раççей Федерацийĕн Хисеп грамотисене парса чысланă. Людмила Петровна тивĕçлĕ канăва тухнă пулсан та шкула килсех çÿрет, вĕренекенсемпе вăрентекенсене яланах ырă канашсемпе сĕнÿсем парать.
Йăнтăрчă ялĕнче çуралнă, çак шкултах пĕлÿ пухнă В.И.Егоров хăйĕн мăшăрĕпе Н.С.Егоровăпа 1978 çулта ĕçлеме килнĕ. Иккĕшĕ те педагогика институчĕн физикăпа математика факультетне пĕтернĕ. Валерий Иванович 30 çул ытла шкул директорĕ пулса ĕçленĕ.
Вăтам пĕлÿ паракан шкул туса хунă хыççăн учительсен коллективĕ те çирĕпленсе çитнĕ.1986-1987 çулсенче шкула вунна яхăн çамрăк вĕрентекен килнĕ. Çав çулсенче килнĕ вĕрентекенсем Йăнтăрчă ялĕнче тĕпленсе паянхи кунчченех шкулта ачасене тарăн пĕлÿ парас тесе тимлеççĕ. Вăтам пĕлÿ паракан шкул туса хунăранпа тăван шкултан 800 яхăн ача алла вăтам пĕлÿ паракан аттестат илме пултарнă. Вĕсенчен 30 яхăн ылтăн тата кĕмĕл медаль илме тивĕç пулнă. Чăваш Республикин Президенчĕн стипендине 7 ача тивĕçнĕ.
2005-мĕш çулхи октябрĕн 7-мĕшĕнче шкулта ачасемпе вĕрентекенсем тăрăшнипе, ял-халӑхĕ пулӑшнипе „Тăван ен кĕтесĕ“ музей йĕркеленĕ, ертÿçи- Н.Г.Николаева учитель.
2012 çулта шкул директорĕ пулса Илларионова Р.Н.ĕçлет. Раиса Николаевна Тăвай районĕнчи Çĕнçырма шкулĕнче чĕрĕк ĕмĕр ачасене пĕлÿ панă, çав вăхăтрах шкул ертÿçинче те тимленĕ. Виçĕ çул хушшинче шкулта чылай пысăк ĕç туса ирттернĕ. Шкулта çулсеренех юсав ĕçĕсем туса ирттереççĕ. Спортзала тĕпрен юсаса çĕнетнĕ, классем çĕнĕ партăсемпе пукансем, доскапа пуянланнă, кашни класа компьютерпа тивĕçтернĕ, шкулта тата урамра çĕнĕрен туалетсем туса лартнă.Çуркуннепе кĕркунне, çулла шкул йĕри-тавра илемлĕ чечексем куçа илĕртеççĕ. Паллах, çакăн пек улшăнусем, çĕнелÿсем ертÿçĕ тăрăшмасăр пулмаççĕ. Раиса Николаевна ертсе пынипе, вĕрентекенсемпе вĕренекенсем тăрăшнипе, ашшĕ-амăшĕсем пулăшса пынипе пулса пыраççĕ улшăнусем.
Паянхи кун шкулта 15 учитель тăрăшать. Вĕсенчен 2 аслă категориллĕ, 12 пĕрремĕш категориллĕ учительсем. Шкулти вĕрентекенсем пурте пысăк опытлă, анлă тавра-курăмлă, хăйсен ĕçне чунне парса тăваççĕ, вĕренĕвĕн çĕнĕ технологийĕсене алла илме тăрăшаççĕ. Ачасене çирĕп те тарăн пĕлÿ, тĕрĕс воспитани парас, пурнăçра хăйсен вырăнне тупчăр тесе тимлеççĕ. Ĕçне кура хисепĕ теççĕ. Чылай вĕрентекен ĕçри çитĕнÿсемшĕн патшалăх наградине, хисеплĕ ята илме пултарнă. Л.П.Егоровăпа Г.П.Васильева РФ вĕрнтĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ ята тивĕçнĕ, Н.П.Степанов -вĕрнеÿ отличникĕ, Н.Г.Николаевăна РФ Хисеп грамотине парса чыс тунă. РФ Президенчĕн грантне Н.Г.Николаевăпа Г.П.Васильева илме тивĕç пулнă. Вĕрентекенсем тăрăшса ĕçленипе ачасене тарăн пĕлÿ парас тесе тимленипе пулаççĕ çитĕнÿсем. Вĕренÿ пахалăхĕ те çулсеренех ÿссе пырать. Чылай учитель вĕрентекен ачасем район, республика шайĕнче иртекен олимпиадăсенче, конференцисенче, тĕрлĕ конкурссенче, спорт ăмăртăвĕсенче малти вырăнсене йышăнаççĕ, шкул чысне çĕклеççĕ. Шкул вĕренсе пĕтерекенсем патшалĕх экзаменĕсене лайăх тытса республикăри, Мускаври, Питĕрти аслă вĕренÿ шкулĕсене вĕренме кĕреççĕ.
Йăнтăрчă шкулне вĕренсе тухнисем хушшинче паллă та сумлă, мухтава тивĕçлĕ çынсем чылай. Кунта учительсем те, тухтăрсем те, çар çыннисем те, çĕр ĕçченĕсем те, çыравçăсемпе драматургсем те, инженерсемпе фабрика-завод ертÿçисем те, культура ĕçченĕсем те...
Тавай енĕн хисеплĕ те сумлӑ çынни В.Н.Иванов-„Акконд” кондитер фабрикин директорĕ. Валерий Николаевич Аслă Канашăн депутачĕ пулнă май Йăнтăрчă ял поселенийĕшĕн те, шкулшăн та чылай ырă та пархатарлă ĕçсем тăвать. Спорт инвентарĕсем илмелле-и, юсав ĕçĕсем-и туса ирттермелле-и е тата ытти ĕçсем-и -Валерий Николаевич яланах пулăшма майсем тупать, ырă канашсем парать. Уншăн Валерий Николаевича чĕререн тухакан тав сăмахĕ калас килет.
В.М.Яковлева-ЧГПУ ют чĕлхе кафедрин доцечĕ, С.И.Иванов-Тутар Республикин тава тивĕçлĕ врачĕ, травмотолог-ортопед А.К.Клементьев-паллă çыравçă, Р.П.Ахтимирова- педагогика наукисен кандитачĕ, Н.А.Ананьев-медицина наукисен кандидачĕ. Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ врачĕ пулнă, Н.И.Сидоров драматург тата ытти те, ытти те...
Шкултан чылай паллă çын вĕренсе тухнă. Малалла татах та пулĕç-ха вĕсем, тăван шкул ятне çÿле çĕклекенсем. Эпир вĕсемпе мăнаçланатпăр, мухтанатпăр, сума сăватпăр, вĕсенчен ырă тĕслĕх илетпĕр.
Шкул-ял пуласлăхĕ теççĕ. Шкул пулсан ял пулать, -тенĕ ватăсем. Апла пулсан Йăнтăрчă шкулĕн историйĕ татах та вăрăм пуласса шанас килет.
Источник: "Ял ĕçченĕ"