Индырчский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Концертпа кăмăллă юлчĕç

18 декабря 2015 г.

Аван иртрĕ Йăнтăрчă ялĕн клубĕнче нумаях пулмасть кăтартнă концерт. Курма пынисем чылайăн пулчĕç залра. Пурĕ 23 номер "парнелерĕмĕр" куракансене. Вĕсем кашни юрăпа ташă хыççăнах питĕ алă çупрĕç. Концерта хор юрланипе пуçларăмăр, унпах вĕçлерĕмĕр. Хор пурĕ тăватă юрă шăрантарчĕ. Пенсионерсемпе тĕрлĕ çĕрте ĕçлекенсем те, садике тата шкула çỹрекен ачасем те харпăр хăй номерĕсемпе тухрĕç сцена çине. Сăмахран, садике çỹрекен Каролина Фомина тата шкулта вĕренекен Настя Воробьева юрăсем юрласа, Артем Александров сăвă каласа савăнтарчĕç. Ушкăнпа ташлакансем те пулчĕç. Купăспа хамăр ял каччи пулнă Александр Михайлов хавхалантарса пычĕ. Юрласа та пачĕ. Тавах ăна. Кăмăллă юлчĕç çынсем концерт программипе. Ăна клуб директорĕ Эльза Николаева йĕркелесе ертсе пычĕ.

Е.АНДРЕЕВА, культура ĕçченĕ.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика