20 ноября 2015 г.
Йăнтăрчă шкулĕ уçăлнăранпа çак кунсенче 125 çул çитрĕ. Ку уяв вĕрентекенсемпе вĕренекенсемшĕн те, ку шкултан вĕренсе тухнă çынсемшĕн те паллă пулăм. Мĕнлерех çул утса тухнă-ши пĕлỹ çурчĕ хăйĕн ĕмĕрĕнче?
Архив докуменчĕсем тăрăх, Гурий святителĕн тăванлăх шкулне Йăнтăрчă ялĕнче 1890 çулта уçнă. Шупашкарти тĕп архиври пĕр отчетра çакăн пек çырни те тĕл пулать: Йăнтăрчă шкулĕнче 1884 çулхи октябрĕн 15-мĕшĕ тĕлне 21 арçын ачапа 8 хĕр ача вĕреннĕ. Анчах та ватă çынсен аса илĕвĕ тăрăх, 1884 çулта уçăлнă шкул йĕркеллĕ ĕçлесе каяйман. Ку вăхăталла ялта ун валли ятарлă çурт та пулман. Çавна май 1899 çулта Улянкă ялĕнчен шкул тума пысăк пỹрт куçарса килеççĕ те лавкка вырăнне лартаççĕ. Вăл тăванлăх шкулĕ шутланнă.
1912 çулта ăна земство шкулĕ туса хунă. 1913 çул тĕлне унта 18 ача çỹренĕ. Ачасене Ф.Т.Тимофеев учитель вĕрентнĕ, турă законĕн урокĕсене И.Т.Тихонов пуп ирттернĕ. Йыш хушăнсах пынă. 1916 çул тĕлне шкулта 67 ача вĕренни паллă. Кĕнекесем те, пỹлĕмсем те çитмен ун чухне. 1925 çулта Тимофей Терентьевич Терентьев учительте ĕçлеме тытăннă. Вăл Хусанти учительсен семинарине пĕтернĕ. Т.Терентьев 50 çул кĕçĕн классене вĕрентнĕ. 1932 çулта "Учитель-ударник" ята тивĕçнĕ. 1940 çулта ăна Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕпе наградăланă.
Классенче 40-50 ача пулнă пирки вĕсене пайласа вĕрентме пуçланă. 1930 çулта шкула П.В.Хайдуковпа И.М.Николаев çемйисем пурăнакан вырăна куçарнă, пуçламăш шкултан 7 çул вĕренмелли туса хунă. Директорта П.И.Сичуркин ĕçленĕ, каярахпа Т.И.Алексин, А.В.Соколов вăй хунă.
Кĕçĕн класри ачасене çак çулсенче Г.Ф.Федоров учитель вĕрентнĕ. Иккĕмĕш тĕнче вăрçи хыççăн та хăйĕн ĕçне пăрахман. Тăван шкула таврăнса ачасене тарăн пĕлỹ парас тесе тăрăшнă. Вăрçă хыççăн шкулта Я.Д.Шакровпа В.И.Ломоносов учительсем ĕçлеме пуçланă. Çакна палăртса хăварни те ытлашши пулмĕ. Ашшĕпе аслашшĕн ĕçĕсене вĕсен ывăлĕпе мăнукĕ В.Я.Шакровпа (вырăс чĕлхи вĕрентнĕ) О.А.Ломоносов (истори учителĕ) малалла тăснă.
1960 çулта Йăнтăрчăри 7 çул вĕренмелли шкултан 8 класли туса хунă. Григорий Афанасьевич Афанасьев 1959-1968 çулсенче шкул директорĕнче тăрăшнă. Вăл çине тăнипе çĕнĕ шкул тăвас ĕç пуçланнă. Унта вĕрентекенсемпе вĕренекенсем те, ашшĕ-амăшĕ те тăрăшсах хутшăннă.
Шкулта тăрăшуллă та пултаруллă учительсем ĕçленĕ. Вĕсен хушшинче: А.М.Михайлов, З.И.Журавлева, З.М.Егорова, Р.П.Павлова, П.И.Афонова, Г.Ф.Федоров, А.Ф.Сурмин, Т.Т.Тимофеева, В.С.Абу. Чылайăшĕ пирĕнпе юнашар çук ĕнтĕ. Ветерансем паянхи кун та шкулпа тачă çыхăну тытаççĕ, кирлĕ чухне ырă канашсем параççĕ. Ачасем те май килнĕ таран вĕсене пулăшма тăрăшаççĕ.
Паянхи шкул çуртне 1967 çулта хута янă. Ăна 180 ача вĕренмелĕх янтăланă. Шкул йĕри-тавра тĕрлĕ йывăç лартнă, пахча çимĕç çитĕнтернĕ.
Йăнтăрчă шкулне вĕренме 4 ялтан çỹренĕ: Йăнтăрчăран, Улянкăран, Тенеялĕнчен, Октябрь выçăлккинчен. Шкулта 300 ачана яхăн пулнă.
1968-1977 çулсенче шкул коллективне З.И.Журавлева ертсе пынă. Мĕн канăва тухичченех Зоя Ивановна ачасене тăван чĕлхене юратма, хисеплеме, унпа мăнаçланма вĕрентнĕ. Шкулти учительсен коллективĕ те улшăнсах тăнă. Асăннă çулсенче Алексей Михайлович Михайлов завучра ĕçленĕ. Вăл вăрçăра пулнă хыççăн аслă пĕлỹ илсе вырăс чĕлхипе литературине вĕрентнĕ. Хăйне шанса панă ĕçе тỹрĕ кăмăлпа пурнăçласа пынă.
Р.Т.Кондратьева аслă пионервожатăйра мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех, 1999 çулчченех, ĕçленĕ. Çамрăк педагогсемшĕн тус та, вĕрентекен те пулнă. Паянхи кун та Раиса Тимофеевна ачасемшĕн яланах кĕтнĕ хăна.
Çак шкултах вăтам пĕлỹ илнĕ В.Г.Андреев 1970 çулта ĕçлеме килнĕ. Малтан физкультура, кайран истори учителĕнче тăрăшнă. М.Е.Васильева, Ю.Н.Никандровпа М.Ф.Никандрова, С.А.Коновалова мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех ачасене тарăн пĕлỹ, тивĕçлĕ воспитани парас тесе тимленĕ.
А.И.Егорова чылай çул шкулта ачасене вырăс чĕлхипе литературине вĕрентнĕ, завучра та ĕçленĕ. Альбина Ильинична ачасемшĕн те, ашшĕ-амăшĕшĕн те ырă тĕслĕх пулнă. Вăл хăйĕн ĕçне чунне парса тăватчĕ. Ахальтен мар вăл "Вĕрентỹ отличникĕ" ята тивĕçнĕ. Анчах та йывăр чир ăна пирĕнтен ир уйăрса кайрĕ. Амăшĕн ĕçне унăн хĕрĕ, Ирина Валерьевна Семенова, малалла тăсрĕ. Шкулта пĕр хушă географи вĕрентрĕ, ертỹçĕн çумĕ пулчĕ.
1967-1978 çулсенче шкул директорĕнче И.И.Иванов (вăрçă ветеранĕ) ĕçленĕ. Вăл вĕрентĕве çỹллĕ шая çĕклес, пĕлỹ пухма тивĕçлĕ условисем туса парас, строительство ĕçĕсене вĕçлес тесе чылай тимленĕ. Илья Иванович тăрăшнипех 1975-1976 çулсенче столовăй, спортзал, учительсен хваттерĕ тăвас шутпа никĕс хывса хăварнă. Кунта вара пĕтĕм коллективăн çанă тавăрсах ĕçлеме тивнĕ. 1972 çулта кĕçĕн классене Л.П.Михайлова вĕрентме пуçланă. Мĕн канăва тухичченех çамрăксене тарăн пĕлỹ, тивĕçлĕ воспитани парас тесе тăрăшнă Людмила Петровна. Тăрăшуллă вĕрентекене Чăваш Республикин тата Раççей Федерацийĕн Хисеп грамотисем парса чысланă. Людмила Петровна шкула килсех çỹрет, яланах ырă канашсемпе сĕнỹсем парать.
Йăнтăрчă ялĕнче çуралнă, çак шкултах пĕлỹ пухнă В. И.Егоров хăйĕн мăшăрĕпе Н.С.Егоровапа 1978 çулта ĕçлеме килнĕ. Иккĕшĕ те педагогика институчĕн физикăпа математика факультетне пĕтернĕ. Валерий Иванович 30 çул ытла шкул директорĕнче вăй хунă.
Вăтам пĕлỹ паракан шкул туса хунă хыççăн 1986-1987 çулсенче вунна яхăн çамрăк вĕрентекен килнĕ. Вĕсем Йăнтăрчă ялĕнче тĕпленсе паянхи кунчченех ачасене çирĕп пĕлỹ парас тесе тимлеççĕ. Вăтам пĕлỹ паракан шкул туса хунăранпа кунтан 800 яхăн ача алла аттестат илнĕ. Вĕсенчен 30 яхăн вĕренекен ылтăн тата кĕмĕл медальсене тивĕç пулнă. Чăваш Республикин Президенчĕн стипендине 7 ача тивĕçнĕ.
2005 çулхи октябрĕн 7-мĕшĕнче шкулта ачасемпе вĕрентекенсем тăрăшнипе, ял халăхĕ пулăшнипе "Тăван ен кĕтесĕ" музей йĕркеленĕ, ертỹçи - Н.Г.Николаева учитель.
2012 çултанпа шкул директорĕнче Р.Н.Илларионова ĕçлет. Раиса Николаевна Çĕнçырма шкулĕнче чĕрĕк ĕмĕр ачасене пĕлỹ панă, çав вăхăтрах шкул ертỹçинче те тимленĕ. Шкулта çулсерен юсав ĕçĕсем туса ирттереççĕ. Спортзала тĕпрен юсаса çĕнетнĕ, классем çĕнĕ партăсемпе, пукансемпе, доскапа пуянланнă, кашни класа компьютерпа тивĕçтернĕ. Çу кунĕсенче шкул йĕри-тавра илемлĕ чечексем куçа илĕртеççĕ. Раиса Николаевна ертсе пынипе, вĕрентекенсемпе вĕренекенсем тăрăшнипе, ашшĕ-амăшĕ пулăшса пынипе пулса пыраççĕ ырă улшăнусем.
Паянхи кун шкулта 15 учитель вăй хурать (вĕсенчен 2-шĕ аслă, 12-шĕ - пĕрремĕш категориллĕ), вĕсем пурте пысăк опытлă, анлă тавракурăмлă, хăйсен ĕçне чуна парса тăваççĕ, вĕренĕвĕн çĕнĕ технологийсене алла илме тăрăшаççĕ, ачасене тарăн пĕлỹ, тĕрĕс воспитани парас, пурнăçра хăйсен вырăнне тупчăр тесе тимлеççĕ. Ĕçне кура хисепĕ, теççĕ. Л.П.Егоровапа Г.П.Васильева "РФ вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ" ята тивĕçнĕ, Н.П.Степанов - вĕрентỹ отличникĕ, Н.Г.Николаевана РФ Хисеп грамотине парса чыс тунă. РФ Президенчĕн грантне Н.Г.Николаевăпа Г.П.Васильева тивĕç пулнă. Вĕренỹ пахалăхĕ те çулсеренех ỹссе пырать. Чылай вĕренекен район, республика шайĕнче иртекен олимпиадăсенче, конференцисенче, тĕрлĕ конкурссенче, спорт ăмăртăвĕсенче малти вырăнсене йышăнать, шкул чысне çĕклет. Шкул вĕренсе пĕтерекенсем патшалăх экзаменĕсене лайăх тытса республикăри, Мускаври, Питĕрти тата ытти çĕрти аслă вĕренỹ заведенийĕсене вĕренме кĕреççĕ.
Шкул - ял пуласлăхĕ теççĕ. Шкул пулсан ял пулать, - тенĕ ватăсем. Апла пулсан Йăнтăрчă шкулĕн историйĕ татах та вăрăм пуласса шанас килет.
Г.ВАСИЛЬЕВА.
Источник: "Ял ĕçченĕ"