13 ноября 2015 г.
Манăн асатте Демьян Александрович Александров - фронтовик. Ялта чи сумлă çынсенчен пĕри пулнă. Хăй вăхăтĕнче ăна таврари ялсенче кăна мар, республикипех пĕлнĕ. Вăтăр ултă çул "Новый путь" колхоз председателĕнче ĕçленĕ, кĕске хушăрах хуçалăха районта та, Чăваш Енре те малта пыраканнисен ретне тăратма пултарнă.
Демьян Александрович Сталинградран пуçласа Берлина çити хаяр вăрçăн вут-хĕмлĕ çулĕсене утса тухнă. Асатте 1922 çулхи августăн улттăмĕшĕнче Тенеялĕнчи хресчен çемйинче çуралнă. Унăн ашшĕ нимĕç фашисчĕсемпе çапăçса фронтра пуçне хунă. Амăшĕ ĕмĕр тăрăшшĕпе колхозра вăй хунă.
Ялти вĕренỹ çуртĕнче пĕлỹ илнĕ хыççăн каччă Тăвайри вăтам шкула çул тытнă. Вăрçă пуçлансанах хỹтлĕх трасси чавма, вăрман касма хутшăннă. Вăрçă пуçланни пирки асатте çапларах аса илсе çырнă:
-1941 çулта эпĕ вăтам шкултан вĕренсе тухрăм. Аттестат илнĕ хыççăн пурте ярмăркканалла çул тытрăмăр. Тăвайĕнче ярмăркка кĕрлет. Карусельсем çаврăнаççĕ, халăх савăнать. Кăнтăрла иртсен Микула куккипе васкаса киле кайрăмăр.
-Пĕлетĕн-и, Тимуш, паян вăрçă пуçланнă вĕт,- тет вăл.
-Кам пуçланă? Хăçан? Ăнлансах пĕтереймерĕм-ха.
-Николай Ахтимиров вăрçăчченех учительре ĕçленĕ. Вăл Молотов радиопа тухса каланине итленĕ.
Салху пусрĕ. Сайра-хутра пĕр-пĕрне ыйтусем парса, ыйтса пĕлсе тăван яла çитрĕмĕр.
Вун тăххăрти каччă çакăн хыççăн тарăн шухăша путнă...
1942 çулта ăна салтака илнĕ. Малтан Тюмень хулинче пехота училищинче вĕреннĕ, октябрь уйăхĕнче пулеметчик пулса Сталинград хулине хỹтĕленĕ. Асатте аса илĕвĕ тăрăх, вĕсене хулана поездпа илсе кайнă. Поезд Сталинграда çитеймен. Нимĕç самолечĕсем бомбăсем тăкма пуçланă. Каçхине çĕрĕпе утса кăнтăрла каннă. Хула çывăхнерех çитсен çĕрле вăл хĕп-хĕрлĕн талккăшпех çуннă пек курăннă, çулăн икĕ айккипе лаша виллисем, урапасем, вăрçă техники выртнине асăрханă. Вĕсене хирĕç вĕçĕ-хĕррисĕр аманнă салтаксем утнă. Çапла вара вăл 96-мĕш отрядăн уйрăм бригади составĕнче Сталинградăн кăнтăр хĕвел анăç енне çитнĕ. Нимĕç окопĕсем вĕсенчен 80-100 метрта кăна пулнă. Тăшман кунĕн-çĕрĕн пирĕннисем еннелле пулеметран, автоматран персе тăнă.
Самолетсем куллен бомбăсем пăрахнă, листовкăсем юр çунă пекех тăкăннă. Окопсем нимĕçсеннипе çывăх пулнă пирки бомбăсем унта сайра ỹкнĕ, вĕсем окопран инçерех ỹксе çĕре кисретнĕ. Çапла вĕсен чаçĕ çунакан Сталинград çывăхĕнче 3-4 кун хушшинчех вăйлă çапăçусенче пысăк çухату тỹснĕ полксене улăштарса оборона йышăннă.
1943 çулхи январьте асатте аманнă, госпитальте сывалнă хыççăн, ăна Ленинград фронтĕнчи артиллери чаçне янă. Унта вăл разведчик-сăнавçă тивĕçĕсене пурнăçланă. Демьян Александрович саккăрмĕш çар составĕнче те çапăçнă.
Асатте аса илнĕ тăрăх, вăрçă вăхăтĕнче унăн паллă çар çыннисене курма тỹр килнĕ. Еременко генерала Демьян Александрович Сталинградра çапăçнă чухне курнă, Рокоссовский маршала - Польшăра.
Унпа юнашар чăваш ачисем те çапăçнă. Вĕсенчен пĕри - Чутей каччи Мулаков, Улатăртан - Плигускин, Вăрмар тăрăхĕнчен - Трофимов, Куславккаран - Кудряшов (Сталинград патĕнче пуçĕсене хунă).
Вăрçăра асатте "Максимка" ятлă пулеметпа çапăçнă. Унпа юнашар вара чăваш халăхĕн паллă писателĕн Никифор Мраньккан ывăлĕ наводчик пулнă. Асатте асаилĕвĕ тăрăх вăл 1942 çулхи октябрь вĕçнелле ашшĕнчен çыру илнĕ. Ăна асаттене те вуласа панă. Унта ăна ашшĕ нимĕç фашисчĕсене пĕр хĕрхенмесĕр "ăшалама" хушнă.
-Хам умри тăшмана эпĕ пулеметпа ăшалама пултаратăп, анчах айккинчен е кайран персе пăрахма пултараççĕ,-тенĕ ывăлĕ.
Ноябрĕн 3-мĕшĕнче вĕсем нимĕçсем вырнаçнă çỹллĕ тỹпеме илме приказ илнĕ. Артхатĕрленỹ хыççăн пирĕн салтаксем нимĕçсен окопĕсем патнелле хырăмпа шунă. Анчах тăшман автоматсемпе, пулеметсемпе хытă пеме пуçланă. Окопсенчен гранатăсем ывăтма тытăннă. Пирĕн пехота çĕр çинче хускалмасăр выртнă. Çав вăхăтра Мораньков (Мранькка ывăлĕ) тăшман окопĕсем çине вĕçĕ-хĕррисĕр пулеметпа шатăртаттарма пуçланă. Асатте ăна çĕнĕрен те çĕнĕ пулемет лентисем парса тăнă. Вĕсем çине снайперсем тĕллесе пеме пуçланă, пульлисем щита лекнипе пулемет сике-сике илнĕ. Унтан нимĕçсем вĕсем çине ултă стволлă минометсенчен пеме пуçланă. Минăсенчен пĕри Мораньков енче 7-8 метрта çурăлнă. Асатте ентешне санитарсем патне çырма пуçне сĕтĕрсе çитернĕ те хăй пулемет патне васканă. Кунĕпе çапăçнă хыççăн, каçпа вĕсем сăрта илнĕ. Анчах хаяр тытăçу питĕ хакла ларнă. Вĕсен ротинчи 200 çынтан хĕç-пăшал тытма пултаракан 35 çын кăна тăрса юлнă. Улатăр районĕнчен Плигускин, Куславкка районĕнчен Кудряшов тата ыттисем пуçĕсене хунă. Пĕр хаяр çапăçура Мораньков та вилмеллех аманнă. Асатте ăна çăлса хăварайманшăн чĕререн куляннă. Вăрçă хыççăн вăл унăн ашшĕпе тĕл пулса ывăлĕн паттăрлăхĕ çинчен каласа кăтартнă.
1942 çулхи январĕн 28-мĕшĕнче ăна Царица юхан шывĕ хĕрринче пĕр çапăçура пуçран тата аллинчен амантнă. Сывалма Саратов облаçĕнчи пĕр госпитале янă. Çакăнта вăл Сталинград хулине ирĕке кăларни çинчен илтет, ăна та паттăрлăхĕшĕн "Сталинграда хỹтĕленĕшĕн" медаль панă. Госпитальтен сывалса тухнă хыççăн Ленинград фронтĕнче Тĕмер çыннине Егор Жилкина тĕл пулать. Çума-çумăн тăрса çапăçаççĕ. "Ленинграда хỹтĕленĕшĕн", "Паттăрлăхшăн" медальсемпе наградăлаççĕ ăна.
Тенеяль яшĕ Эстони, Латви, Литва, Польша çĕрĕсене ирĕке кăларнă çĕрте çапăçнă. Одер, Шпрея шывĕсем урлă каçса Германи çĕрĕ çине кĕнĕ. Вăл çапăçакан полк Берлин хули патнелле çывхарнă. Ку хулашăн вăйлă çапăçусем пынине аса илетчĕ ветеран. Кашни çуртшăн юн тăкнă, тепĕр чухне алă вĕççĕн те тытăçнă. Хăюллă разведчик рейхстаг патне çитнĕ, анчах унта алă пусса хăварайманнишĕн кăштах пăшăрханнă.
Тепĕр икĕ кунтан вĕсен полкне Берлин çывăхĕнчи пĕр вăрмана илсе тухнă. Çĕнтерỹ кунне çакăнта кĕтсе илнĕ. Унăн куçĕсенчен савăнăç куççулĕ юхнă. Ветеран кăкăрĕ çинче тăваттăмĕш -"Берлина илнĕшĕн"- ялкăшнă. Каярахпа Аслă Отечествăлла вăрçăн I степеньлĕ орденне парса чысланă.
Вăрçă хыççăн асаттене Томск хулинчи артиллери училищине вĕренме янă, икĕ çултан, амăшĕ ыйтнипе, Тенеяльне таврăннă. Çамрăк салтак колхозра ĕçлеме пуçланă. ГЭС тунă çĕрте десятникра, парти райкомĕнче тăрăшнă. 1953 çулта "Новый путь" колхоз председателĕнче ĕçлеме пуçланă. Вăтăр ултă çул вăй хунă. Хăйĕн ĕçне чунне парса ĕçленĕшĕн, хуçалăха тăрăшуллă та пултаруллă ертсе пынăшăн "Октябрьти революци", Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав тата "Хисеп Палли" орденсем тата ытти наградăсем илме тивĕç пулнă. Чăваш АССР Верховнăй Совечĕн депутатне суйланă ăна.
Демьян Александрович Александров пĕтĕм вăйне тăван хуçалăха çирĕплетес, çынсен пурнăçне лайăхлатас ĕçе панă.
Асаннепе Нина Клементьевнапа ултă ача çуратса пурне те çĕршыва юрăхлă çынсем тунă. Ачисем пурте аслă пĕлỹ илнĕ. Асатте ĕçне пĕр хушă унăн ывăлĕ тăсрĕ. Манăн атте Юрий Демьянович "Новый путь" колхоза 10 çул ытла ертсе пычĕ.
Эпир, унăн 13 мăнукĕпе вĕсен ачисем, çумра çакăн пек ырă кăмăллă, ĕçчен, сăпайлă, мал ĕмĕтлĕ çын пулнăшăн чунтан хĕпĕртетпĕр. Вăл пирĕншĕн яланах çул маякĕ пекехчĕ, унпа мухтанатпăр та мăнаçланатпăр.
Шел пулин те, пирĕн хушăра юратнă асатте, сумлă ветеран текех çук ĕнтĕ. Анчах унăн çутă сăнарĕ, сумлă ĕçĕсем чĕререх, халăх асĕнчен те тухмĕç, вăл çамрăк ăрушăн яланах тĕслĕх пулса тăрĕ.
Алексей АЛЕКСАНДРОВ,
Тенеялĕ.
Тăвай шкулĕнче вĕренекен.
Источник: "Ял ĕçченĕ"