Индырчский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хурт-хăмăр ăсти

30 октября 2015 г.

Хурт-хăмăр ăсти

Тенеяльпе Йăнтăрчă ялĕсен тăрăхĕнче, унта çеç те мар, Тенеялĕнчи Александр Петров хурт-хăмăр ăстине чылайăшĕ аван пĕлет. Телее, халăхра пĕр-пĕр начар ĕç туса палăрман вăл. Çын хисепне усăллă хурт-хăмăр ĕрчетнипе, çуллен паха пыл сахал мар уçласа илнипе тата хăйĕн йĕркелĕхĕпе тивĕçнĕ.

Çĕр çинчи çĕр-çĕр пин хурт-кăпшанкăран çыншăн чи усăлли - пыл хурчĕ. Вăл этеме тĕлĕнмелле чаплă, тĕрлĕ чир-чĕртен сиплĕ, тутлăхлă пыл парать. Ахальтен мар халăхра "Пĕр кашăк пыл пĕр тумлам сывлăх парать" тесе калаççĕ", - ăнлантарать мана хурт-хăмăр ăсти.

Вăлах мана пыл хурчĕсем çемьепе пурăнни, кашни çемье вун-вун пин хуртран тăни, пыл хурчĕсен çемйинче ама тĕп вырăн йышăнни, вăл çемье пурнăçĕн çăлкуçĕ тата пуçĕ пулса тăни çинчен хавхаланса каласа кăтартать. Çемьере ама пулсан, нумай пинлĕ хурт-хăмăр йышĕ йĕркеллĕ, пĕр-пĕтĕмĕшле организм евĕр ĕçлет, унăн кашни членĕ харпăр хăй тивĕçĕсене пурнăçлать. Кирек хăш вĕллене уçăр-ха, унта пĕр чарăнмасăр тĕрмешекен хуртсене куратăр.

-Çакă та интереслĕ, - сăмахне малалла тăсать хурт-хăмăр ăсти, -ама питĕ нумай çăмарта тăвать, талăкра ăна пиншер хума пултарать, çемьене çĕнетсе вăй хушса пыма тăрăшать. Пĕр йышши хуртсем личинкăлла карас куçĕсем патĕнче тăрмашаççĕ, иккĕмĕшсем караса ỹстереççĕ, виççĕмĕшсем, çынсем пекех, ватăрах хуртсене пулăшаççĕ. Çамрăк хуртсем вĕллери шалти ĕçсене тăваççĕ пулсан, вăтам тата аслăрах ỹсĕмрисем нектарпа пыл пухма, шыв илме вĕçеççĕ. Ỹсĕмĕпе виçĕ-тăватă кунри хуртсем те хăйсем çитĕннĕ ячейкăсене тасатаççĕ, - кăмăллăн кулать утарçă.

Çапла, пыл хурчĕсен пурнăçĕн йĕркине пĕлсе çитнĕ вăл. Вĕсене хăçан, мĕнпе пулăшмаллине, чир-чĕртен, нỹрĕкрен хỹтĕлемеллине, мĕнлерех условисем туса памаллине курса тăрать. Чĕрĕк ĕмĕре яхăн тăрăшать вăл хурт-хăмăр хуçалăхĕнче. Вăрнарта ятарласа пĕлỹ те илнĕ. Хăй вăхăтĕнче "Новый путь" колхозăн утарçи пулнипе пĕрлех, килте те пыл хурчĕсем ĕрчетнĕ. Колхоз утарне Владислав Иванович Николаев хуçалăх ертỹçинче ĕçленĕ чухне йĕркелесе янине каласа парать Александр Николаевич Петров. Килĕнче те нумай вĕллеччĕ. Эпĕ хам иртнĕ тăхăрвуннăмĕш çулсенче те, икĕ пинмĕш çулсем хыççăн та паян кунчченех темиçе те пулнă Таисия Дмитриевнапа Николай Петрович Петровсен (Сичуркинсен) килĕнче. Таисия Дмитриевна маттур доярка пулнă, мăшăрĕ стройбригадăра, пилорамăра, столярта тăрăшнă. Пĕр сăмахпа каласан, йĕркеллĕ те ĕçчен çемье. Саша вара вĕсен ывăлĕ. Вăл ашшĕ-амăшнех хывнă темелле: сăпай, ĕçре ỹркенмен пуçаруллă çын. Сезонта икĕ тонна таран пыл уçласа илни те пĕрре çеç мар пулнă унăн каярахри çулсенче, ăна сутса колхоз тупăш курнă. Колхозниксене те çуллен валеçсе панă паха продукцие. Темиçе çул каялла вара, колхоз утара сутсан, Александр Петров ăна хăй туяннă. Халĕ килти вĕллисем те унта. Пĕрлештернĕ утарăн вăйĕ те пĕчĕк мар. Улăхра, лайăх вырăнта вырнаçнă вăл. Чечек-курăкĕ те, вăрманĕ те, юханшывĕ те пур кунта. Çимĕç йывăççисемпе, тĕпрен илсен, улмуççисемпе пĕрле, çỹллĕ йывăçсем те ỹсеççĕ кунта, пĕлĕте кармашаççĕ. Ку кĕркунне темиçе тĕп хура пилеш лартнине пĕлтерчĕ. Кăçал уйрăмах панулми, тĕрлĕренни, ăнса пулнă. Çынсене те чарман вĕсене татса пухма. "Ытлашши пурлăхăн мĕншĕн çĕрсе выртмалла-ха?" - тет хурт-хăмăр ăсти, кил утарçи. Кỹлĕ те чавтарнă кăçал çăл тухакан вырăна, пулăсем янă. Çав вăхăтрах йывăç хăрмасăр пулмасть. Вĕсене пухса типтерлеме тăрăшать. Унсăрăн латти, илемĕ пĕтет утарăн. Çак ĕçсенче тата хурт-хăмăр пăхма, карассем лартса пама, пыл уçлама, ыттине те вăхăтра тума хăех ĕлкĕрет. Çемйи те, чи малтанах Тăвайри тĕп больницăра медсестрара тимлекен мăшăрĕ Полина тата çынсем те пулăшаççĕ уйрăм ĕçсенче. Кăçал та сахал мар уçласа илнĕ экологи тĕлĕшĕнчен таса та паха пыл. Унăн техĕмĕпе сиплĕхĕ пирки уйрăммăн çырса тăмăпăр. Вăл ахалех паллă.

Пыла утар пỹртĕнче уçлать. Çакна валли медогон кăна мар, ытти тивĕçлĕ хатĕрсем, карас касмалли вырăнсемпе инструментсем, савăтсем çителĕклĕ унăн. Умывальник, супăньпе алшăлли таранах ал айĕнче. Выртса канма кравачĕ-диванĕ пур. Утар пỹртĕнчен аякра мар - омшаник, вĕллесене унта хĕл каçма вырнаçтарать вăл. Омшаник пысăк та ирĕк. Тăрринче, иккĕмĕш хутĕнче, склад, унта утар таврашĕ-хатĕрĕ. Ĕçлеме, вĕллесем, рамăсем ăсталама пулать.

Килĕнчи хуçалăхра Петровсем ĕне выльăх, йытă, чăх-чĕпсем усраççĕ. Çĕрулми, пахча çимĕç, курăксем туса илме бортлă машина, мотоблоксем, хăйне утара е ытти çĕре çитме, ачисене кỹршĕ яла шкула леçме чаплă çăмăл машина пур. Кил-çурчĕпе хуçалăхĕ тĕреклĕ.

Çакна та асăрхарăм: пĕрмай хурт-хăмăрпа пыл, йывăç-курăк хушшинче пулнăран-и, Александр Николаевич хăйĕн çулĕсенчен чылай çамрăкрах та патвартарах курăнать. Çавăнпах ĕçĕ те ăнăçать.

И.ГЛАДКОВ.

 

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика