13 октября 2015 г.
Сăмахпа каласа пĕтерейми илем кỹнисĕр пуçне вĕсем çĕр çинче пурăнакансене ăшă туйăмпа хавхалану кỹреççĕ, çавăн пекех çутçанталăка юратма, ăна упраса пурăнма хистеççĕ. Ĕлĕк-авал чечексем çинчен тĕрлĕрен юмах-халап çỹренĕ. Авалхи римлянсен чĕлхипе астра çăлтăр тенине пĕлтернĕ. Кам пĕлмест пуль тата нарцисс чечеке? Авалхи грексен шыв туррин ывăлĕн ячĕ вăл. Чечексем тĕрлĕрен пулаççĕ: наркăмăшлисем те, сывлăхшăн усăллисем те. Наркăмăшлисем те пĕлсе усă курсан усăллă, вĕсенчен медицинăра эмелсем тăваççĕ. Чечексем тăрăх мĕн чухлĕ вăхăт çитнине те пĕлме пулать, чечексенчен çу та тăваççĕ иккен.
Улăхра, уйра, вăрманта тем тĕрли те ỹсет. Сарри сарăлăхпа килĕшет пире, кăвакки - кăваклăхпа. Пирĕн пахчасенче кашнинех мĕнле те пулин чечек ỹсет. Хăшĕсен - нумай, теприсен - кăштах та пулин. Акă, Йăнтăрчă ялĕнчи София Исаевна Иванова пурăнакан çурт умĕнчен иртсе пынă май пахчи çинчен куçа илес килмест. Çав пĕчĕк кăна лаптăк çинче мĕн тĕрлĕ кăна илем çук-ши? Картишĕнче тата! Хĕрлĕ, сарă, кăвак, кĕрен, шурă тĕслисем куçа илĕртеççĕ. Петунисем, сальвăсем, ромашкăсем, астрăсем... Чăн-чăн асамлăх утравĕ! Хуралтă стенисем çинче те çутçанталăк тĕлĕн-термĕшĕ: шурă хурăнсемпе симĕс курăк ешерет.
Софийăн йăмăкĕ Наталия Хайдукова чечек ỹстерме çав тери ăста. Вĕсен пỹрчĕ умĕнче те, кил картишĕнче те - чечек пахчи. Юмах тĕнчине лекнĕнех туйăнать. Çакăнтах юмахри сăнарсем: арăслан, тилĕ, мулкач, упа-утаман, йăвача тата ыттисем те. Вĕсем çине чечек йăранĕсем хушшинчен сар хĕвел кулса пăхать тата. Çакăн пек илем ăстисем пурăнаççĕ Йăнтăрчă ялĕнче. Ырлăх-сывлăх, ăнăçусем сунатпăр вĕсене.
Ю.ЕГОРОВА, Э.НИКОЛАЕВА. Йăнтăрчă ялĕ.
Источник: "Ял ĕçченĕ"